Ялта ӗҫлекен тухтӑрсене килес ҫул та укҫа лекӗ. Раҫҫейӗн Правительствин хальтерехри йышӑнӑвӗнче ялта тӗпленес текен шурӑ халатлисене малашне те пулӑшма палӑртнӑ. Хыснасем хушшинчи трансферта Федерацин обязательнӑй медицина страхованийӗн фондӗнчен территорири уйрӑмсене уйӑрӗҫ. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,2 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӗмӗле ялта вӑй хума килӗшнӗ медӗҫченӗсене пӗр хутчен тӳлеме ярӗҫ.
Вӑл укҫана илес тесен регионсен заявка тӑратмалла. Федераци хыснинчен 60 процентне уйӑрӗҫ, вырӑнтинчен — 40 процентне.
Килес ҫул Чӑваш Ене 15 миллион тенкӗ килӗ.
Ялта ӗҫлес шухӑшлӑ, 1 миллион тенкӗ илме ӗмӗтленекен тухтӑрсен 50 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Вӗсен пӗлӗвне те шута илӗҫ: компенсаци тӳлевӗ аслӑ пӗлӳллисене ҫеҫ лекӗ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑру та лайӑхах мар. Вӗсем те парӑма кӗнӗ.
Управленин энергетиксен умӗнче парӑм татмалла. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курса ҫӳрекен пассажирсемшӗн компенсацилеменни ура хурать. Ҫавна май парӑм пухӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе организаци ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. 2015 ҫулта вӗсем 130,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Кӑҫал вара ку хисеп 112 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫакна палӑртмалла: предприятире лару-тӑру йывӑр пулсан та ӗҫченсене ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: управление пулӑшмалла, республика хыснинчен укҫа уйӑрмалла.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫамрӑк усламҫӑсене грантпа хавхалантарасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна 20 ҫамрӑк тивӗҫме пултарӗ.
Грант 50 пин тенкӗпе танлашӗ. Ку укҫа ҫамрӑксене услампа ӗҫлеме хавхалантарасса, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем нумайланасса шанаҫҫӗ.
Гранта пӗр хутчен парӗҫ. Сӑмах май, 2012 ҫултанпа республикӑра «Эсӗ – усламҫӑ» программа ӗҫлет. Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре пурӑнакан 14-30 ҫулсенчи 5000 ытла ҫамрӑк вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра 100 бизнес-проект хатӗрленӗ.
Мускав ҫул-йӗр патшалӑх институчӗн студенчӗсем Шупашкарти чарӑнусене юртан тасатма тухнӑ.
44 студент ӗҫе кӳленнӗ. Вӗсем 3 ушкӑна пайланнӑ та общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑнсене юртан тасатнӑ. Хастарсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Мир проспектӗнче ӗҫленӗ.
Студентсене ертӳлӗх тав тунӑ. «Дорекс» компани вара хӑйсене пулӑшнӑшӑн аслӑ шкул директорне Наталья Евсюковӑна тав тунӑ.
Шупашкарти патрульпе пост службин ӗҫченӗсем ҫемьене пушартан ҫӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицейскисем дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртӑн тӑрринчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ.
Полицейскисем малтан ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кайран хӑйсем ҫунакан ҫурт патне ыткӑннӑ, ҫывӑракан ҫемьене вӑратнӑ. Вӗсем карта урлӑ сиксе чӳречерен шаккама тытӑннӑ, хунарпа ҫутатнӑ. Кӑштахран ватӑ хӗрарӑм алӑка уҫнӑ. Иккӗмӗш хутра ачисемпе мӑнукӗсем ҫывӑрнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем шарфпа чӗркенсе лешсене вӑратнӑ, документсене пуҫтарма, ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫуртӑн тӑрри кӑштах ҫуннӑ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ муниципалитет территорийӗнче пӗччен пурӑнакан ватӑсене палӑртас, пулӑшу кирлӗ пулсан вӗсене стационарлӑ уйрӑмсене вырнаҫтарас енӗпе самай тимлет.
Хӳтлӗх кирлӗ кинеми-мучисен палӑртас тӗллевпе вӗҫӗмех ял тӑрӑхӗсене кайса ҫӳрет. Нумаях пулмасть центр специалисчӗсем Чӑрӑшкасси, Ишек тата Тутаркасси тӑрӑхӗсенчи ватӑсен пурнӑҫӗпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. 18 ватӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен тӑваттӑшне пулӑшу кирлине палӑртнӑ. Вӗсене валли социаллӑ ӗҫчене уйӑрса парӗҫ.
Ҫула тухнӑ специалистсем социаллӑ ӗҫченсем вырӑнта епле тимленине те пахаланӑ. Районтан ҫитнисем 11 ватӑ патне кӗрсе вӗсен пурнӑҫӗпе тата соцӗҫченсене кинеми-мучисем епле хакланипе кӑсӑкланнӑ.
Канаш районӗнчи Сухайкассинче пурӑнакан Матвеевсем кӗҫех пысӑк та хӑтлӑ ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗҫ. Нумай ачаллӑ ҫемьен пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланать.
Икӗ хутлӑ ҫурта «ПМК-400» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ хӑпартнӑ. Пӳлӗмсене хӑтлӑлатнӑ, обой ҫыпӑҫтарнӑ, линолеум сарнӑ. Ваннӑй та, туалет та пур. Йӑлтах — пӳртре. Матвеевсен савӑнса пурӑн кӑна.
Пӳрт 85,4 тӑваткал метр. Унта пилӗк ачаллӑ Матвеевсене хӗсӗк пулмӗ. Вӗсем тӑватӑ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Матвеевсем ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине кӗҫех илӗҫ.
Тутарстанри Лениногорск районӗнчи Ҫӗнӗ Ҫеҫкел ялӗнче пурӑнакан Марина Кузьмина килӗнче ӗнер ирхине инкек сиксе тухнӑ — пушар кил-ҫурта шар кӑтартнӑ.
Марина Григорьевна чӑваш тӗнчишӗн ют ҫын мар. Вӑл Тутарстанри чӑваш наци культурин центрӗн тӑван ялӗнчи уйрӑмӗн председателӗ, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн пайташӗ. Марина питӗ хастар, Тутарстанри мероприятисене яланах хутшӑнать — Нурлатри «Уява» та, Элмет районӗнчи Учука та. Вӑл вырӑнти культура ҫуртӗнчи халӑх ансамбльӗнче те юрлать.
Кузьмина Марина 1989 ҫултанпа Ҫӗнӗ Ҫеҫкелти тӗп вӑтам шкулта ачасене вӗрентет. Чӑваш чӗлхипе литературине ӑса хывтарса нумай шкул ачине олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ. Хӑй те чылай хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ. Хальхи вӑхӑтра шкулта ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентнисӗр пуҫне завуч пулса ӗҫлет.
Марина Григорьевна чӑваш тӗнчишӗн ют ҫын маррине кура эпир ӑна пулӑшма ыйтатпӑр.
Укҫана 8-917-287-76-15 телефон номер ҫине е «Сбербанкӑн» карточки ҫине куҫарма пултаратӑр: 6390 0262 9007 4501 65.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ачасен экс-хӳтӗлевҫи, унччен тата маларах Шупашкар районти пульницӑн экс-тӗп тухтӑрӗ сайра тӗл пулакан ушкӑнри юн кирлӗ ҫынна пулӑшма килӗшнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика, наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ырӑ кӑмӑлӗ пирки парламентӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Вячеслав Рафинов — нумай ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа вӑл — анестизиолог.
Депутат пулӑшнӑ ҫын Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе тата ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне Александр Жукова юн кирлине маларах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӗрӗх урлӑ тӳре-шарана пӗрремӗш ушкӑнри ҫуклӑ резуслӑ юн кирлӗ, ырӑ кӑмӑллисене пулӑшма ыйтатпӑр тесе ҫырнӑччӗ.
Пурнан пурнӑҫра сиксе тухакан ыйтусене уҫӑмлатма Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗнче социаллӑ тата консультаци пулӑшӑвӗ кӳрекен уйрӑм йӗркеленӗ.
Унта пыракансене уйрӑм специалисчӗсем учреждени кӳрекен пулӑшу ҫинчен каласа кӑтартнипе пӗрлех ыйтӑм та йӗркелеҫҫӗ, кирлӗ специалистсем патне яраҫҫӗ. Ыйтӑва центрта татма май ҫук чухне пулӑшу шыраса ӑҫта каймаллине ӑнлантараҫҫӗ.
Уйрӑм специалисчӗ Людмила Шубина пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни ҫынпа унӑн кӑмӑл-туйӑмне кура калаҫма тивет. Теприсем чуна уҫма васкамаҫҫӗ, апла пулин те вӗсен чун ыратӑвне ӑнланма тӑрӑшмалла.
Социаллӑ тата консультаци пулӑшӑвӗ кӳрекен уйрӑмран ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 969 ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хӑшӗсене специалистсем киле ҫитсех сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |