
Ҫуллахи шӑрӑх кунсем иртсе кайрӗҫ пулин те чӑваш халӑхӗ ҫӑлсемпе пӗвесем пирки манмасть. Ак, нумай пулмасть, Патӑрьел районӗнче пӗвесене тарӑнлатрӗҫ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Хуравай ҫырми Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманхӗрри Шӑхаль ҫумӗнчи вӑрман уҫланки урлӑ хӑйне валли ҫул уҫнӑ. Тахҫан тунӑ пӗве вӗҫне ӗнесем тапӑра анатчӗҫ. Пуҫӗнче, тарӑнрах вырӑнта, ял ҫыннисем ҫӑвӗпех ӑшӑ шывра чӳхенсе уҫӑлатчӗҫ. Шел, иртнӗ ӗмӗр вӗҫнелле ҫурхи шыв-шур татса кайнӑ хыҫҫӑн курорт евӗр хитре вырӑн юрӑхсӑра тухрӗ. Кӑҫалхи шӑрӑхра кӳлленчӗксем кӑна мар, ҫырми хӑй те типсе ларчӗ. Ӑна чӗртсе тӑратасчӗ тесе халӑх сахал мар шухӑшланӑ. Улатӑрпа Йӗпреҫ енче вӑрмансем ҫунни те ял пуҫлӑхне ҫирӗп утӑмсем тума хистерӗ пулӗ. Вут-ҫулӑм тухас-тӑвас пулсан таврара пӗр витре шыв ӑсмалӑх ҫӑл ҫук!
Патӑрьелӗнчи Шӑнкӑртам строительство организацийӗ пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫлама килӗшнӗ. Бульдозерсемпе скреперсем хытнӑ ҫӗре хырса тикӗсленӗ хыҫҫӑн шыв управӗ тепӗр хут «шӑтса» тухрӗ.

Кӑҫалхи шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсен тирпейлӗхӗ пирки ҫеҫ мар, пӗвесен тарӑнлӑхӗ пирки те шутлама тивет. Кам ялсене ҫитсе курнӑ, пӗлет — пӗвесенчи шыв типсе ларман пулсан та, шыв шайӗ самай чакнӑ. Ҫавах та шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва пӗве пуртан татса пама ҫӑмӑлрах — ҫӑлкуҫран пӗр цистерна шыв тултар-ха — халран кайӑн. Пӗве пулсан вара — насусна чӗрт те тултар кӑна. Пушар тухсан ялта пӗве пурри ӑна сӳнтерме самай пулӑшать, ҫаванпа пушарниксем те пӗвесене тирпейлӗ тытнине ырлаҫҫӗ.
Пур ялта та пӗве ҫук ҫав. Теприсенче малтан пулнӑ та, е татса кайнипе, е юшкӑнланса ларнине пула типсе ларнӑ. Вӑрмар районӗнчи Чупайра та пӗве малтан пулнӑ. Кӑҫал ҫав типсе ларнӑ пӗвене ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшнипе тарӑнлатма шут тытрӗҫ. Ку ыйтӑва ял халӑхӗ пухусенче темиҫе хут те ҫӗкленӗччӗ ӗнтӗ, нумай пулмасть вара Чупай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ «Иванов» КФХ-па килӗшӳ турӗ. Вӗсен техникине усӑ курса темиҫе пӗве тасатрӗҫ, тарӑнлатрӗҫ. Пӗве валӗсене те ҫирӗплетрӗҫ. Техника техниках ҫав вӑл — трактор пӗрре ӑвӑсса илес тӑпрапа тӑма темиҫе ҫынӑн пӗр сехет чакаланмалла.

Ҫурлан 2-мӗшӗнче Канаш районне кӗрекен Аслӑ Асхва Пикшик ялӗнчи Кӑнтӑр морякӗсен урамӗнчи (выр. ул. Южных моряков) пӗвене юсаса пӗтерчӗҫ.
Пӗвене тӳрлетекенӗ, юсаканӗ — «Чӑвашавтоҫул» АУОн Канашри ТПУ-йӗ. Вырӑнти Асхва ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вӗсемпе ҫак пӗвене юсама ятарлӑ килӗшӳ тунӑччӗ. Унччен ҫак предприятиех Вырӑскас Пикшихпе Семенӑвккӑра пӗве тасатнӑччӗ, Вырӑскас Пикшихри Ленинпа Николаев урамӗсене ҫыхӑнтаракан кӗпере юсанӑччӗ.
Малашне ӗнтӗ халӗ плотина урлӑ машинпа ним хӑрамасӑр каҫма май пулӗ.

Тупах ялӗ Вӑрмар тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫырми-ҫатрийӗ, юханшывӗсем, уйӗсем чуна илӗртеҫҫӗ. Тупах ялӗнче пӗве те сахал мар. Тин кӑна Келкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӑрӑшнипе виҫӗ пӗвене ҫӗнетсе юсама йышӑннӑ. Ял ҫыннисем вара ку питӗ лайӑх хыпар — пӗвесем тем тесен те яла илем кӳреҫҫӗ, ялти пурнӑҫа та самай ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ.
Ял тӑрӑхӗн кантурӗ вырнаҫнӑ Келкешре вара Шкул урамӗнчи ҫула такӑрлатаҫҫӗ — чул сараҫҫӗ. Валерий Данилов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, ҫула ялти магазин таранах хытарса тухасшӑн.
Тупахпа Келкеш ялӗсем Кӗҫӗн Енӗш тавралӑхӗнче, Вӑрмар районӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Келкешри 5 урамра пурӗ 350 ытла, Тапахра вара 400 ытла ҫын пурӑнать. Келкеш ял тӑрӑхне пурӗ 4 ял кӗрет: Келкеш, Тупах, Ҫитмӗш, Чӗкету. Пӗтӗмӗшле илсен ял тӑрӑхӗнче пин ытла ҫын пурӑнать. 2 шкул (Келкешри вӑтам шкул тата Тупахри тӗп пӗлӳ паракан шкул), 3 ял клубӗ (Килкешре, Тупахра тата Ҫитмӗшре), 3 фельдшер пункчӗ (Чӗкетусӑр пуҫне кашни ялта пур), Вӑрмар райпойӗн 3 лавкки (Килкешре, Тупахра тата Ҫитмӗшре), 1 ял вулавӑшӗ (Келкешре).
Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн хыпарҫи пӗлтернӗ тӑрӑх ку ялти «Штанар» ҫырминче ҫӗнӗ пӗве йӗркеленӗ. Пӗви Анаткас Уҫырман Уйкас (Полевая) урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Пӗвене кӗске вӑхӑтра Кириллов Сергей тракторҫӑ туса лартнӑ. Пӗви хальхи вӑхӑтра шывпа тулать.
