Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева 50 ҫул тултарнӑ.
Елена Николаева 1973 ҫулта Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 2002 ҫулта вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрне ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах вӑл Республикӑн культура программисен дирекцине куҫнӑ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Театрта палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденине Елена Николаева ертсе пыма тытӑннӑранпа театр пурнӑҫпа тан утма тытӑннӑ.
Спектакльсем лартма театра тӗрлӗ ҫӗрти пултаруллӑ режиссерсене, художниксене тата композиторсене пӗрмаях чӗнсе илеҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пултарулӑхне Мускавра, Питӗрте тата Хусанта туптаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иркутскри сцена ҫине тухӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӗсем унта Н. Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» романтикӑлла драмӑна кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: асӑннӑ спектакль Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗччӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑччӗ.
Шупашкарти артистсем «Байкал талисманӗ» театр фестивальне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтрах йӑхташӑмӑрсем «Чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗ Акатуйран Чӳклеме таран» фестиваль ирттерме палӑртнӑ.
Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма Шупашкарта кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ӑна Мускаври режиссёр Александр Куприн Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Ҫав фильма ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, хӑтлама палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкара килсе ҫитӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тифлокомментариллӗ спектакль кӑтартӗ. Унта кун пеккине халиччен лартман.
Тифлосасӑллӑ пӗрремӗш спектакле ҫӗтме уйӑхӗнче кӑтартӗҫ. Кун валли Корней Чуковскин «Муха-цокотуха» спектакльне суйласа илнӗ.
Тифлокомментириллӗ спектакле начар илтекен куракансем валли ятарласа хатӗрлӗҫ. Репертуарти ҫав ӗҫе ятарлӑ куракансен пӗтӗм тӗнчери VIII «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫ вырӑнӗсем пушаннӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Театра художник-бутофор кирлӗ. Ҫав ҫыннӑн ятарлӑ пӗлӳллӗ пулмалла, театра юратмалла, ҫынпа калаҫма ӳркенмелле мар, ӗҫ опычӗ пулсан аван.
Ҫутӑ оборудованин электроникине, сцена механикине, сасӑ техникине тата электрон техникӑна тытса тӑма инженер-электрик кирлӗ, унӑн ӗҫ опычӗллӗ пулмалла.
Механика оборудованийӗн инженерне те ӗҫе илӗҫ.
Сцена машинисчӗн 45 ҫулчченхи ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, сиенлӗ йӑла-йӗркесемсӗр арҫын пулмалла.
Асӑннӑ ҫынсен эрнере ултӑ кун ӗҫлеме тивӗ, тунтикун кантарӗҫ.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +78352620221 телефонпа кадр специалисчӗпе ҫыхӑнмалла. Тӗплӗ резюмене drama21@rchuv.ru электрон адреспа ярса пама сӗнеҫҫӗ.
Шупашкара узбексем спектакльпе килӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Узбекистанри патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ спектакльсем кӑтартӗ. Ташкент хулинчи ӑстасем Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «На бойком месте» камите тата Уильям Шекспир трагедийӗ тӑрӑх лратнӑ «Сны Гамлета» спектакле кӑтартӗҫ.
Спектакльсем 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗҫ. Касса телефонӗ: 45-00-34.
Сӑмах май каласан, пирӗн артистсем те вӗҫӗмех гастрольсене тухса ҫӳресе аякрикуракансене чӑваш спектаклӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче 2024 ҫулта Жюль Вернӑн «Вокруг света за 80 дней: 150 лет спустя» ятлӑ спектакльне лартма палӑртнӑ. Ҫавна май унта ҫыравҫӑн кӗҫӗн мӑнукне Жан Верна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Франци ҫыравҫи ку шухӑша ырланӑ, спектакль вӑйлӑ пуласса иккӗленмен.
Ҫавӑн пекех, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна Федор Кнюхов ҫулҫӳревҫе чӗннӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе театрӑн сцени ҫине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫласа кӑларнӑ.
Спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Панова драматургӑн «Проводы белых ночей» пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «режиссер пьесӑна хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ. Спектакле чӑваш халӑхӗ юратакан паллӑ юрӑсемпе тата кӗвӗсемпе илемлетнӗ».
«Уйрӑлу каҫӗ» спектакльти тӗп рольсенче ҫамрӑк артистсем: Светлана Лукиянова, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Евгений Урдюков, Григорий Петров тата Екатерина Спиридонова.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Чӗмпӗрте спектакль кӑтартӗҫ. Унта вӗсем «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑпа тухса кайӗҫ.
Асӑннӑ спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ. Пьеса авторӗ — чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский. Спектакльте вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш спектакльне курас тесен чӗмпӗрсен И.А. Гончаров ячӗллӗ драма театрне ҫитмелле.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ывӑлӗпе тӗл пулу иртнӗ.
Владимир Павловӑн кукамӑшӗ Лидия Ивановна Яковлева (Некрасова) Иван Яковлевӑн хӗрӗ пулнӑ, вӑл 1906 ҫулта ҫуралнӑ. Владимир — Лидия Ивановнӑн хӗрӗн Екатеринӑн ывӑлӗ. Владимир 1940 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Владимир Всеволодович — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ арисчӗ, М.Н. Еромолова ячӗллӗ театрти ертсе пыракан актёрсенчен пӗри.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.