
ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Строительство министерстви саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗтме сӗннӗ. Ку тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ыйтӑва пырса тивет. Шухӑша ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ.
Тӑлӑхсене халӗ хваттерпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ун вырӑнне социаллӑ тӳлев пама сӗннӗ. Анчах условисем пулмалла: 23 ҫултан аслӑрах, судпа айӑпланнӑ пулмалла мар, ӗҫлемелле.
Социаллӑ тӳлев виҫи 33 тӑваткал метрлӑ ҫурт калӑпӑшӗпе танлашать. Хальхи вӑхӑта илес тӗк, ку тӳлев 1 миллион та 303 пин те 38 тенкӗпе танлашмалла.
Тӑлӑхсем ку укҫапа хатӗр ҫурт та, хута каяканнине те туянма пултараҫҫӗ. Анчах авариллӗ ҫуртра, ҫывӑх тӑвансенчен туянма юрамасть.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене социаллӑ тӳлев илме май паракан свидетельство тыттарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн куҫарнӑ укҫапа ҫемьесем пурӑнмалли кӗтес туянма е хӑйсем ҫурт лартма пултараҫҫӗ.
Халӗ свидетельствӑна тивӗҫнисен ятарлӑ банк счечӗ уҫмалла, унта кайран социаллӑ тӳлев укҫи куҫӗ. Анчах кил-ҫурт туяннине ӗнентерекен документа банка тӑратсан ҫеҫ ҫемье унпа усӑ курма пултарать.
Свидетельствӑпа 7 уйӑх иртиччен усӑ курмалла. Ку тапхӑрта мӑшӑрӑн хваттер тупма, суту-илӳ килӗшӗвне тума, хваттере куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче регистрацилеме ӗлкӗрмелле.

Больничнӑйшӑн паракан укҫана Раҫҫей почти ҫитерсе пама тытӑннӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ку пулӑшупа пирӗн ҫӗршыври 6 пине яхӑн ҫын усӑ курнӑ.
Укҫана почта уйрӑмӗнче илес тесен ӗҫри бухгалтерире ятарлӑ заявлени ҫырмалла. Социаллӑ страховани фончӗ тӳлеве почтӑн уйрӑмне ярса парать. Укҫа ҫитнине пӗлтерсе ҫын патне извещени килет. Тӳлеве почта урлӑ куҫарнӑшӑн ҫынран комисси тытса юлмӗҫ.
Хӑвӑршӑн меллӗ почта уйрӑмӗн адресне Раҫҫей почтин сайтӗнче е унӑн мобильлӗ приложенийӗнче пӑхма пулать.

Чӑваш Енри социаллӑ учрежденисенче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирус тапхӑрӗнче укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Унӑн виҫи должноҫрен тата ӗҫленӗ тапхӑрта кӑщӑлвирус тупӑннипе тупӑнманнинчен килет.
Тӳлеве ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 14-шар кунран кая мар сменӑпа ӗҫленисене парӗҫ.
Врачсене чир тупӑнмасан 40 пин лекӗ, кӑшӑлвирус пулсан — 60 пин тенкӗ; вӑтам медицина персоналне тата социаллӑ ӗҫченсене — учрежденире кӑӑлвируспа чирлекенсем пулмасан 25 пин тенкӗ, чир тупӑнсан 35 пин тенкӗ; кӗҫӗн медперсонала — чир тупӑнмасан 15 пин тенкӗ, тупӑнсан 20 пин тенкӗ; техперсонала чир тупӑнмасан 10 пин тенкӗ, тупӑнсан 15 пин тенкӗ.
Смена вӑхӑтӗнче социллӑ организаци ӗҫченӗ чирлесе ӳксен те ӑна укҫа тӳлӗҫ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пӗр хут пама йышӑннӑ тӳлевпе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен татӑлма хушнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне республика хысни шучӗпе те укҫа тӳлеме палӑртнӑччӗ. ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, вӑл укҫа ҫывӑх кунсенче мӗнпур адресат патне ҫитӗ.
Республика хыснинчен кашни ветерана 25-шер пин тенкӗ укҫа парӗҫ. Хӑш-пӗр ватӑ ӑна халех илнӗ, теприсене те Ҫӗнтерӳ кунӗччен парса пӗтерӗҫ.
Аса илтерер, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци хыснинчен 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ, Чӑваш Ен бюджетӗнчен — 25-шер пин тенкӗ. Вӑрҫа хутшӑннӑ ватӑсем ҫапла вара 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.

Раҫҫей Ӗҫлев министерстви ӗҫсӗррисене уйӑхсерен 12 пин те 130 тенкӗ тӳлеме май паракан йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унччен ку пособин чи пысӑк виҫи уйӑхсерен 8 пин тенкӗпе танлашатчӗ. Кӑшӑлвируса пула ҫынсем ӗҫсӗр юлнине кура пособи виҫине ӳстерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑй хушнӑччӗ. Унтан та ытларах. Пособие кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пурне те 12130 тенкӗ тӳлесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ укҫин виҫине шута илмесӗр. Ӗҫсӗр ҫыннӑн ача-пӑча пулсан кашни тӗпренчӗкшӗн 3-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ.
Ӗҫсӗр юлнине ҫирӗплетме ӗҫ кӗнекин копине, ӗҫрен хӑтарнине ҫирӗплетекен приказа, юлашки виҫӗ уйӑхри ӗҫ укҫине кӑтартакан справка илсе ҫӳреме кирлӗ мар. Яваплӑ ведомствӑсем ку хута хӑйсемех ыйтса илӗҫ.

Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене кашнине 100-шер пин тенкӗ парӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Раҫҫей Президенчӗ вӗсене 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ-ха. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та ӗнер хушу кӑларнӑ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ветерансене республика хыснинчен 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ҫапла вара вӗсене пӗр хутчен 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири гражданӗсене пӗр хутчен тӳлев парасси ҫинчен калакан хушу Чӑваш Енре пурӑнакансене пырса тивет. Ҫав йышра — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата вӑрҫа хутшӑннисем, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннисем» палла тивӗҫнисем, концлагерьсенче нушаланнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тата ытти хӑш-пӗр категорири ҫынсем. Тӳлеве ҫу уйӑхӗнче куҫарса парӗҫ.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе тата фракци пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта Олег Николаев халӑхӑн тӗрлӗ категорине паракан социаллӑ тӳлевсене индексацилес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Ӗҫлев тата Финанс министерствисене маларах асӑннӑ тӗллевпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине ҫывӑх вӑхӑтра шутласа пӑхма хушнӑ. Хыснана улшӑну кӗртнӗ чухне социаллӑ тӳлевсене индексацилеме укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн.
Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, инфляци пӗр вырӑнта тӑман, социаллӑ тӳлевсене вара виҫӗ ҫул ӗнтӗ индексацилемен.

Чӑваш Енри 369 пин пенсионертан 70-е яхӑн проценчӗ ҫак тӳлеве банксем урлӑ илсе тӑрать. Вӗсенчен 64 проценчӗ банк карттипе усӑ курать. Ку цифрӑсене Раҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтереҫҫӗ. Пенсие киле ҫитерсе пама Раҫҫей почти тата альтернативлӑ ытти служба пулӑшаҫҫӗ.
Маларах банксем терӗмӗр те, пенсионер вӗсенчен кирек хӑшне те суйлама пултарать. Анчах РФ Пенси фончӗ килӗшӳ тунӑ организацие. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пирӗн республика территорийӗнче «Мособлбанк» уйрӑмӗ хупӑннӑ. Ун урлӑ пенси илнисен апла пулсан урӑх организацисене суйламалла. Банксем йышлӑ. Пирӗн Чӑваш Енре 22 кредит организацийӗ урлӑ пенси илме пулать. Вӗсен йышӗнче ҫаксем: Перекет банкӗ, «Энергобанк», «Промсвязьбанк», «АК БАРС», «Россельхозбанк», «Кузнецкий», «Мегаполис», «ЧУВАШКРЕДИТПРОМБАНК», «Девон — Кредит», «Связь-Банк», «ОБР», «СКБ-банк», «РГС Банк», «Газпромбанк», «ПОЧТА БАНК», «Совкомбанк», «УБРиР», «РОСБАНК», «ВТБ», «Восточный экспресс банк», «Тинькофф Банк», «ФК Открытие».

Пенси тӳлемелли графика ҫу уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Кун пирки РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри пайӗнче пӗлтереҫҫӗ. Графика ылмаштарни уяв тата канмалли кунсем ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ.
Почта ҫыхӑнӑвӗн ялсенчи уйрӑмӗсенче пенсипе ҫак кунсенче тивӗҫтерӗҫ: паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, – ҫу уйӑхӗн 7 тата 8-мӗшӗсемшӗн; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен яланхи графикпах парӗҫ.
Почтӑн хулари уйрӑмӗсенче паян ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗшӗн тӳлӗҫ; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче яланхи график ҫине куҫӗҫ.
Перекет банкӗн уйрӑмӗсене пенсие ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсемшӗн паян куҫарӗҫ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 12–15-мӗшӗсемшӗн.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен иллмелли графиклӑ, пенсие почта-банкра тата ытти банкра илсе тӑракансене ыран куҫарса парӗҫ.
