Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фестивальсем

Кӳршӗре

Самарта наци культурисен «Самар хумӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта облаҫсен наци центрӗсем хутшӑннӑ. Концерт курма, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма нумаййӑн пухӑннӑ. Фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн.

Тӗрлӗ халӑх юррисемпе кӗввисем Атӑл хӗрринче янӑранӑ. Унта Мюнхенран, Эрменрен тата ытти тӑрӑхран килнӗ. Фестивале килнисене Самар хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Азаров саламланӑ. Вӑл Самар хули кӗҫех 428 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Ӑна уявласси ҫак фестивальрен пуҫӑннӑшӑн хӗпӗртенӗ.

Дмитрий Азаров каланӑ тӑрӑх, Самарта 100 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ку — вӗсен пуянлӑхӗ. Фестиваль пурин кӑмалне те кайнӑ. Сцена ҫинче юрӑсем янӑранӑ, ташӑсем лартнӑ, наци костюмӗсен дефели иртнӗ. Фестивальпе нумайлӑха сывпуллашман — тепӗр ҫулччен ҫеҫ.

 

Кӳршӗре

Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.

Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.

Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.

 

Кӳршӗре

Хусанта Хальхи ӳнер галерейин графика залӗнче пӗтӗм тӗнчери поэтсен «Юлташсен ҫурчӗ» мини-фестиваль иртӗ. Унта Норвегири, Швецири, Шотландири поэтсем, славян филологсем, тӑлмачӑсем, хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти тата Шупашкарти Геннадий Айхипе ҫыхӑнӑ поэтсемпе ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ.

Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енре те мероприяти сахал мар иртнӗ. Хусанта иртекен мини-фестиваль ятне Айхин пӗр сӑввин ятне кӑларнӑ. Унта Айхин сӑввисем, тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ сӑввисем янӑрӗҫ. Вӗсене Питер Франс, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс куҫаруҫӑсем вулӗҫ. Геннадий Айхин «Ултӑ сӑвӑ» кӗнекине хӑтлӗҫ.

 

Чӑвашлӑх Фестивальте
Фестивальте

Тӑвай район делегацийӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке ертсе пынипе Пӗтӗм Кузбасри чӑваш культурин фестивальне хутшӑннӑ.

Фестиваль Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнче иртнӗ. Михайловка хӑнасене юрӑ-ташӑпа тӗлӗнтернӗ, хӑйсен культурипе тата йӑлипе паллаштарнӑ.

Михайловкӑра пурте тенӗ пекех — чӑвашсем. Наци юррисене аслисем те, кӗҫӗннисем те шӑрантараҫҫӗ. Ялта аслисен тата кӗҫӗннисен темиҫе пултарулӑх ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Вӗсен пултарулӑхне кӳршӗ районсем ҫеҫ курма килмеҫҫӗ. Пӗтӗм Кузбасри чӑваш культурин фестивальне 20 ытла ҫул йӗркелеҫҫе. Чӑваш Ен те унта яланах ҫитме тӑрӑшать.

Прокопьевск районӗнче йӑла-йӗркене хисеплеҫҫӗ. Михайловка ялӗ чӑваш культурин фестивалӗпе палӑрса тӑрать. Ку тӑрӑхра хӑнасене кашни ялтах хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.

Сӑнсем (43)

 

Культура Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ

Раҫҫейре тата ют ҫӗршывра паллӑ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Лефкадра иртекен пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл ҫурлан 17–24-мӗшӗсенче Грецири Лефкад утравӗнче иртӗ.

ЧР Культура министерствин пресс-релизӗнче каланӑ тӑрӑх, фестиваль кӑҫал 52-мӗш хут иртет. Вӑл — ӗлӗкренпех пыракан культура йӑли. Ӑна пула Греци йӑлапа фольклора хаклакан ҫӗршыв ятне ҫӗнсе илнӗ.

Фестивале ҫулсерен Европӑри ушкӑнсем пухӑнаҫҫӗ. Кашниех хӑйсен ташшипе, кӗввипе паллаштарать. Унта килнисем концертсӑр пуҫне куравсене ҫитӗҫ, урамри артистсене курӗҫ. Фестиваль яланхи пекех концертпа вӗҫленӗ.

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ фестивальре Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ.

Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче иртекен мероприятисенче пӗрремӗш хут хӳтӗлемест. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ушкӑн Турцире иртнӗ «Навруз» уява кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче вара Ҫурҫӗр Королина фольклорӗн пӗтӗм тӗнчери «Фолкмут АПШ 2014» фестивале хутшӑннӑ.

 

Кӳршӗре

Ҫурлан 16–17-мӗшӗсенче Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура заповедник музейӗнче Тутар Республикин туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе авалхи историе хальхи самантра кӑтартакан «Аслӑ Пӑлхар» Пӗтӗм Раҫҫей I фестивалӗ иртет.

10 пин ҫын вырнаҫакан лапамра Вӑтам ӗмӗрти ҫапӑҫусене кӑтартӗҫ. Унта Раҫҫейри 30 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 200 ытла салтак хутшӑнӗ. Хӑнасем икӗ кун иртекен фестивальте ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ, 14–15-мӗш ӗмӗрсенчи ташӑсене ташлама вӗренӗҫ, Вӑтам ӗмӗрти кӗвӗпе киленӗҫ.

Ҫав кунсенче истори ярмӑркки ӗҫлӗ. Унта кашниех сувенир, ӗлӗкхи алка-эрешсен копине, тумтире, пушмака туянма пултарӗ. Фестивале килнисем сурӑх какайӗпе икерчӗ, уйран, хир сысни какайне, килти кӑлпассие тутанма пултарӗҫ. Вӑтам ӗмӗрти мӗнпур ҫимӗҫе истори кухнин «Куликово уйӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем ертсе пынипе хатӗрлӗҫ.

Ача-пӑча лапамӗнче хӗҫпе ҫапӑҫас енӗпе спорт турнирӗ иртӗ. Унта 5 ҫултан аслӑрах ачасем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пылак парнепе хавхалантарӗҫ.

Фестивале килекенсем валли 2000 вырӑнлӑ лагерь хатӗрлӗҫ. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8(843) 473-04-56 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/157.html
 

Культура

Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑван ялӗнче ӗнер регионсем хушшинче иртнӗ «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ» туслӑх фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Чулхула облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

Аса илмешкӗн: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, Мӑн Ҫавал пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Юханшыв республикӑри 6 районта юхса иртет, унтан Атӑла кӗрет. Туслӑх фестивалӗ халӑх йӑлине сыхласа хӑварма пулӑшать.

Кӑҫалхи фестиваль программи пуян пулнӑ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, Тӑван ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Савельев тухса калаҫнӑ, халӑха пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ. Тӳре-шара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсем унчченхи йӑла-йӗркене тавӑрма талпӑннине палӑртнӑ.

Уяв вӑхӑтӗнче алӗҫ ӑстисен куравӗ йӗркеленнӗ. Хӑнасене ӗлӗкхи чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан этнографи ялӗ кӑсӑклантарнӑ. Фестиваль пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, туслӑха ҫирӗплетнӗ.

 

Культура Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Александр Самсонов
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Александр Самсонов

ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов юрӑпа поэзин Пӗтӗм Раҫҫейри Фатьянов ячӗллӗ фестивальне хутшӑннӑ. Ӑна 1974 ҫултанпа Вязники хулинче ҫулсеренех иртереҫҫӗ иккен.

Икӗ куна пынӑ уявра куравсем ӗҫленӗ, хор тата фольклор коллективӗсем концерт кӑтартнӑ, асфальт ҫинчи ӳкерчӗксен конкурсӗ, ташӑ каҫӗ иртнӗ иккен.

Пӗрремӗш кунхи концертсене микрорайонсенчи пысӑках мар лапамсенче йӗркеленӗ. Уявӑн тӗп мероприятине хулара ятарласа хатӗрленӗ «Хӗвеллӗ уҫланкӑра» йӗркеленӗ. Пысӑк концерта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ. Александр Самсонов паллӑ поэтӑн сӑввисене тӗпе хурса ҫырнӑ юрӑсене — «Ничего не говорила», «Хвастать, милая, не стану», «Когда весна придет, не знаю», «Потому что мы пилоты», «Где же вы теперь, друзья-однополчане?» — шӑрантарнӑ тесе хыпарланӑ «Хыпар» хаҫат.

 

Ӳнер Геннадий Айхи
Геннадий Айхи

Айхи фончӗ тата Шупашкарти «ГолосА» поэзи фестивалӗн кураторӗсем А сасӑ кунӗн акцине хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Вӑл ҫурлан 21-мӗшӗнче тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче иртӗ. Ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Ҫак кун 17 сехетре Айхин чи кӗске сӑввине — «Спокойствие гласного» (унта А сасӑ ҫеҫ пур) вулӗҫ. Акцие темиҫе мелпе хутшӑнма май пур. Чи ансатти — А сасса калани. Ӑна юлташсемпе, кӳршӗсемпе те калама май пур. Виҫҫӗмӗш мел: А сасса каланине видео ӳкермелле те халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑна кӑларса хумалла е a.sound.day@gmail.com электронлӑ адреспа ямалла.

Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку акци тӗнчери ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Ҫурлан 21-мӗшне пӗтӗм тӗнчери А сасӑ кунӗ тума та палӑртнӑ.

 

Культура

Утӑ уйӑхӗн 18–27-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртнӗ Ҫурҫӗр Каролинӑра иртнӗ фольклор фестивальне хутшӑннӑ.

«Фолкмут США 2014» фестивале вӑл Чӑваш Ен ятне кӑна мар, Раҫҫее те кӑтартнӑ. Чӑваш Ен коллективӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннине професси ӳсӗмӗ тата тӗнче культуринчи пуян опытпа паллашмалли пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хаклать Чӑваш Енӗн Культура министерстви.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче паллӑ. Вӑл Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри смотрсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине те тивӗҫнӗ вӑл. Хӑйӗн 85 ҫулхи ӗмӗрӗнче вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитнӗ. Вӑл пулман республика юлман-мӗн. Юлашки 30 ҫулта ансамбль чикӗ леш енне те гастрольсемпе тухса ҫӳрет. Вӑл Европӑри, Азири, Африкӑри 10 ытла ҫӗршывра хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха тӗлӗнтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, [61], 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, ... 80
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй