Хыпар хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Томск облаҫӗнчи чӑвашсен те халӗ хаҫат пур. Вӑл "Эпир" ятпа тухать, тӗп редакторӗ - Юлия Степанова. Хаҫат облаҫре иртекен уявсем, мероприятисем ҫинчен пӗлтерет, чӑваш халӑхӗн историне ҫутатса кӑтартать. Ҫавӑн пекех хаҫат чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, апачӗ-ҫимӗҫӗпе, юрри-кӗввисемпе, литературипе паллаштарать.
Томск облаҫӗнче хальхи вӑхӑтра 10 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Вӗсем 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑмӑртана пуҫланӑ. Малтан "Палан" ансамбль, тӑван историпе, культурӑпа паллаштаракан "Вучах" клуб йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул каялла чӑваш обществи вырӑнне "Чӑваш Ен" наци культура автономийӗ туса хунӑ.
Пирӗн пӗрлӗх Томск чӑвашӗсене ӑнӑҫу, пуҫланӑ ӗҫе туса пыма вӑй-хӑват сунать.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗ тухрӗ. Кӑларӑмпа эсир хаҫат сайтӗнче паллашма пултаратӑр.
Хаҫат кӑларӑмӗнче ҫак темӑсене тупма пултаратӑр:
* «Раштав симфонийӗ 2008» — пирӗн ентеш миҫемӗш вырӑн йышӑннине;
* «Хыпар» хаҫат турнирӗнче Питӗр чӑвашӗ мӗнле парнепе килни ҫинчен;
* Чӑваш академи драма театрӗ Питӗр чӑвашӗсене мӗнпе савӑнтарни ҫинчен, М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ Хусан чӑвашӗсем валли мӗн илсе килни ҫинчен;
* Шупашкарпа Питӗр маршруткӑсем пӗр-пӗринпе мӗнпе уйрӑлса тӑни пирки;
* Петӗр Хусанкай ҫинчен;
* К. Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӑн черетлӗ пайне.
«Улатӑр хыпарӗ» (Алатырские вести) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ! Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Знамя труда» (Ӗҫ ялавӗ) ятпа тухнӑ, шӑп та лӑп 90 ҫул каялла. Ҫапла вара Чӑваш Енре тухса тӑракан район хаҫачӗсенчен вӑл чи ваттисем шутне кӗрет. Вӑрӑм кун-ҫулӗ хушшинче хаҫатӑн ячӗ нумай хутчен улшӑннӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл «Крестьянин и рабочий» (Хресченпе рабочий), «Путь революции» (Революци ҫулӗ), «Наша жизнь» (Пирӗн пурнӑҫ), «Трудовая газета» (Ӗҫ хаҫачӗ), «Ленинский путь» (Ленин ҫулӗ) ятсемпе тухнӑ. 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара хальхи ятпа тухать. Халӗ хаҫат 3 пинлӗ тиражпа тухать.
Тата каласа хӑварас пулать — 2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мешӗнче хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Нумай пулмасть Санкт-Петербургри хастар ҫамрӑкӗсен «Питӗр чӑвашӗсем» ятлӑ хаҫатӑн ҫӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗрремеш, кӑларӑмӗсем кун ҫути курӗҫ. «ПЧ» хаҫат тӗллевӗ — ку тӑрӑхри чӑваш ҫамрӑкӗсене ҫыхӑнтарасси, пӗр ҫӗре пухасси, Ленинград облаҫӗпе Санкт-Петербург хулинчи пулӑмсемпе паллаштарасси. Хаҫат уйӑхра пӗр хут А4 форматпа тухмалла.
Хаҫатӑн электронлӑ версине кунта тупма май пур:
http://peterchuvash.googlepages.com
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «ПЧ» хаҫат редакцийӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.