Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӑрушсӑрлӑх

Чӑваш Енӗн Минтрансӗ пӗлтернӗ тӑрӑх утӑн 1-мӗшӗнчен пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӗрлех республикӑра та «уйрӑм ҫын билечӗсем» пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ку ҫӗнӗлӗх регионсем хушшинче ҫӳрекен маршрутсене ҫеҫ пырса тивет. Тунтикунтан, тӗслӗхрен, Йошкар-Олана, Ӗпхӳне е Хусана кайма шут тытсан ҫынна ӗнентерекен хута — паспорта, ҫар билетне е пенсионерӑн ӗнентерӳ хутне — кӑтартсан ҫеҫ билет туянма пулӗ. Вӑл хутсене малтан та хӑш чухне ыйтатчӗҫ ӗнтӗ, малалла вара — яланах. Ҫул ҫинче ларсан та ҫынна ҫирӗплетекен хут кӑатртма тивӗ.

Министерствӑра шантарнӑ тӑрӑх пухӑннӑ информаци ют ҫын аллине ан лекчӗр тесе ҫӗршыври кашни автовокзалпа автостанцинче ятарлӑ компьютер программине лартма палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ вара харпӑр ҫын даннӑйӗсене ҫирӗп сыхлама пулӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Ҫӗнӗлӗхӗн тӗп тӗллевӗ — ҫынсене транспортра хӑрушлӑх сиксе тухассинчен упрасси. Пӗлӗм пухмачӗсене йӗркелеме вара укҫана Транспортри хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли пӗрлехи программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ — ҫак ӗҫ унпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать имӗш.

 

Хулари фотофиксатор
Хулари фотофиксатор

Ҫӗнӗ Шупашкарта фотофиксаторсене вырнаҫтарассипе хӗрӳ ӗҫ пырать. Ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха ӳстерес дирекцинче пӗлтернӗ тӑрӑх регистраторсене лартмалли вырӑнсене ятарласа суйланӑ.

— Фотофиксаторсене аварисем тӑтӑш пулакан вырӑнсене вырнаҫтарма планланӑ. Ҫӗнӗ техника ҫул-йӗрти саккун пӑснине «Онлайн» майпа тӗпчеме пултарать, йӗркене пӑсни вара тӳрех Чӑваш Ен ҪХПИ центрне каять, — пӗлтерет учреждени директорӗ Владимир Баженов.

Ҫул йӗркине пӑснӑ кӑтартӑва фотофиксатор регистрациленӗ хыҫҫӑн инспектор саккунпа килешӳллӗн ҫак ӗҫ-пуҫпа постановленисем ҫырать. Хыҫҫӑн ҫул йӗркине пӑсакансем патне ятарлӑ пӗлтерӳ ҫырӑвӗсем яраҫҫӗ. Саккуна пӑсакансен 60 кун хушшинче штрафа тӳлесе татмалла.

Паянхи куна хулара икӗ фотофиксатор комплексне вырнаҫтарнӑ. Энергипе тивӗҫтерекен компанипе килешӳ тунӑ хыҫҫӑн хулара тата темиҫе прибора электричество парса ӗҫлеттерсе ямалла.

Александр Смирнов инспектор пелтернӗ тӑрӑх хулара фотофиксаторсем Совет урамӗнче ҫулӑн икӗ енӗпе те вырнаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63417.html
 

Ачасене урам витӗм кӳрет теме пӑхать те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, ку сӑмахсенче тӗшши пурах-тӑр. Ӑс-хакӑл енчен ҫирӗпленсе ҫитмен шӑпӑрлансем ырӑпа усала уйӑрма пур чухне пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ. Тата вӗсене хӑйсем кӑна тӗрӗс пулнӑн туйӑнни те чӑрмантарать пулӗ.

Хальхи саманара ачасене урам кӑна-и, Тӗнче тетелне тухма май пурри те хӑйне май витӗм кӳрет. Пӗр енчен, ачамӑрсем урам тӑрӑх ҫапӑнса ҫӳременни, куҫ тӗлӗнче (чылай чух компьютер умӗнче ларни) пулманни пӗр енчен савӑнтарать-ха. Анчах унта, Тӗнче тетелӗнче, мӗнле кӑна информаци ҫук-ши! Чи пӑшӑрхантараканни — лайӑххипе пӗрлех начарри те пурри. Ача-пӑчана ҫавӑнтан епле сирмелле-ха? Шӑпах ҫакӑн пирки «Ашшӗ-амӑшӗн уҫӑ пухӑвӗнче» калаҫма йышӑннӑ. Ӑна республикӑн Вӗренӳ министерствипе Информаци политикин министерстви йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти 17 сехет те 30 минутра пуҫланать. Ачасене усал хыпар-хӑнартан епле сыхласси пирки ачасен республикӑри уполномоченнӑйӗ Вячеслав Рафинов тата ыттисем ӑнлантарса парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 30

1909
117
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та