Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: чиркӳсем

Ӗнер Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнчи авалхи чиркӳ вутпа кӗлленнӗ. Тӗрӗссипе, чиркӳ ҫӗрпе танлашнӑ тени тӗрӗсрех те пулать.

Энциклопедийӗнче ҫав кӗлӗ ҫуртне 1784 ҫулта тунӑ тесе палӑртнӑ иккен. Пушар тӑр кӑнтӑрла, 13 сехетре, тухнӑ. Пӗрремӗш пушар машинисем инкек вырӑнне 10 минутран ҫитнӗ-мӗн. Вӑл тӗле чиркӗве ҫулӑм ярса илме ӗлкӗрнӗ теҫҫӗ. Юнашар хуралтӑсене кӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Тӗпчевҫӗсем халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Чӑвашра чиркӳ ҫунни пӗрремӗш тӗслӗх мар теҫҫӗ астӑвакансем. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи чиркӳ куполне аслати ҫапнипе чӗрӗлсе кайнӑ. Пӗлтӗр вара Улатӑр районӗнчи Миренки салари 18-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче–19-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче туса лартнӑ чиркӳ кӗлленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1356.html
 

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче информаципе культура центрӗ уҫнӑ. Унчченхилле каласан, ку вӑл клуб тенине пӗлтерет-ха. Анчах хальхи вӑхӑтра культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника бази унчченхинчен пачах ылмашса тӑнине шута илсен, ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫав центр ахаль клуб кӑна та мар. Унта тӗрлӗ информаципе технологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Мӑн Сӗнтӗрте тем тӗрлӗ кружок ӗҫленипе пӗрлех ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне «пӗр чӳрече» меслетпе кӳрекен офис та вырнаҫнӑ, вулавӑш та...

Маларах вара мӑн сӗнтӗрсем арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗпе юнашар вырнаҫнӑ ҫуртра массӑллӑ тӗрлӗ мероприятие пухӑннӑ иккен. Чиркӳпе ҫуммӑн клуб пулни вырӑнлах мар тесе ҫав ҫурта мӑнастире пама йышӑннӑ. Республика хыснинчен 16 миллион тенкӗ ытла уйӑрнипе культура учрежденине хута яма май килнӗ.

Сӑнсем (47)

 

Шырлӑх курнӑ храм
Шырлӑх курнӑ храм

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ир еннелле Шупашкарти Граждан урамӗнчи чиркӗве ҫаратнӑ имӗш.

Чиркӳ пӳлӗмӗнчен ҫынсем парнеленӗ капӑрлӑхсем ҫухалнӑ. Шырлӑх суммине паллӑртмаҫҫӗ — ара ҫӗрӗ, хӑлха ҫакки, вӑчӑр таврашне ятарласа хакламан, вӗсем киотра иконпа пӗрле ҫакӑнса тӑнӑ. Парнеленӗ япаласен хакне те пачӑшкӑсем шутласшӑн пулман пуль ӗнтӗ.

ШӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрра йытӑпа шырама май килмен — тӗн йӗркине пӑснӑран ҫивӗч сӑмсаллӑ чӗрчуна чиркӳ ӗҫченӗсем кӗртесшӗн пулман имӗш.

 

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗвӗн ҫурт-йӗрӗнче пушар тухнӑ пулнӑ-мӗн.

ИӖМ тетелӗ пӗлтернӗ тӑрӑх чиркӳре электричество пралукӗ хыпса илнӗ, ҫулӑм 3 метр электричество кабелне ҫунтарнӑ имӗш.

Пӗтӗмешле ҫулӑмпа тивнӗ лаптӑк — ҫур тӑваткал метр. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт ҫунтернӗ — вӗсене 15 минут ҫех кирлӗ пулнӑ. Турра шӗкӗр, асӑннӑ пушар ҫын пурнӑҫне илсе кайман, аманнисем те тупӑнман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63048.html
 

Турайри чиркӳ
Турайри чиркӳ

Муркаш районӗнчи Турай ялӗнче вырнаҫнӑ Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвне уҫнӑранпа кӑҫал 220 ҫул ҫитет. Ҫакна асра тытса чӳкӗн 26-мӗшӗнче ӑна сӑваплӗҫ. Пуҫламӑшӗ 8 сехетре. Малтанхи кун вара 16 сехетре каҫхи кӗлӗ иртӗ.

Турайри чиркӗве XVIII ӗмӗр варринче туса лартнӑ. 1769 ҫулта «хоп чиркӳ» ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗрен хӑпартнӑ йывӑҫ ҫурт та нумаях ларайман, 22 ҫултан 1782-мӗшӗнче кӗлленнӗ. 1792 ҫулта вара ӑна кирпӗчрен купаласа ҫӗкленӗ.

1934 ҫулта чиркӗве хупнӑ, чанне антарнӑ. 1990 ҫулта вара ӑна ҫӗнӗрен чиркӗве таварнӑ.

 

Пристройпа паллашнӑ май
Пристройпа паллашнӑ май

Мӑн Сӗнтӗрти Сӑваплӑ Тройца чиркӗвӗ 1892 ҫултанпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Революци хыҫҫӑн чиркӳсенчен клуб тӑвасси ку яла та ҫитнӗ — 1937 ҫулта правительство хушнипе ун ҫуртӗнче клуб йӗркеленнӗ. Ялти ҫын шучӗ ӳснӗрен 1957 ҫулта клуб ҫумне 200 ҫынна йышӑнма пултаракан присторй туса лартнӑ.

Ҫӗнӗ вӑхӑт ҫитнӗ хыҫҫӑн 1991 ҫулта чиркӳ ҫуртне пристройсӑр пуҫне чиркӗве панӑ. Ҫӗнӗтнӗ хыҫҫӑн кӗлӗсем вулама пуҫланӑ. Игнатий атте килнӗренпе вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ, унта вӗренме ялти ҫынсем ҫӳреме пуҫланӑ. Чиркӳ ҫурчӗ хӗсӗкрен вырсарни шкулне ҫӳрекенсен чиркӗвне пристроя та пама ҫырупа тухнӑ. Темиҫе хут ыйтнӑ хыҫҫӑн чӳкӗн 15-мӗшӗнче хушма ҫурта тинех чиркӗве пачӗҫ, акт пусса ҫирӗплетрӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Раштав, 30

1940
85
Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1989
36
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи