Шупашкарти Мускав районӗнчи судра тепӗр ӗҫ-пуҫа сӳтсе явма пикенчӗҫ. Айӑпланакан сакӗ ҫинче хальхинче Республикӑри психиатри пульницин иртнӗ тӗп бухгалтерӗ. Йӗрке сыхлавҫисем палӑртнӑ тӑрӑх Наталья Иванова бюджет кассипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
3 ҫул хушшинче психиатри пульницинче 6 миллиона яхӑн тенкӗ шутласа ҫитереймен. Йӗрке сыхлавҫисем палӑртнӑ тӑрӑх Наталья Иванова лавккасенче укҫа пӗтерме юратакан ҫын. Тӗрӗслевсем ирттернӗ хыҫҫӑн вӗсем ун патӗнче 400 пине яхӑн тенкӗлӗх 100 ытла тӗрлӗ тум-тир тупнӑ. Юбкӑсем анчах 50 ытла. Хӑшӗ-пӗрине вӑл тӑхӑнса та курман. Хӗрарӑм чаплӑ пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пульницӑри ытти ӗҫченсем ӗҫ укҫи 5-6 пин тенкӗ анчах илнӗ, хӑшне тӗп бухгалтер тӑрсан-тӑрсан катса илме те пултарнӑ. Тӗслӗхрен, 1200 тенкӗ пулӑшу укҫинчен вӑл вӗсене 400 тенкине анчах уйӑрнӑ, е пач та паман. Хирӗҫлекенсене вара ӗҫрен тухса кайма сӗннӗ.
Халӗ йӗрке сыхлавҫисем мӗншӗн тӗп бухгалтер хӑйӗн киревсӗр ӗҫӗсене 3 ҫул хушши пӗр чӑрмавсӑр пурнӑҫланине тӗрӗслеҫҫӗ. Хӗрарӑма саккунпа килӗшуллӗн айӑпласа явап тыттарӗҫ.
Тунтикун, юпан 31-мӗш кунӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Художник Анатолий Миттов. Дорога в гору» (чӑв. Анатолий Миттов ӳнерҫӗ. Тӑвалла ҫул) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ку кӑларӑм (208 стр.) паллӑ чӑваш ӳнерҫин пурнӑҫне тата унӑн пултарулӑхне сӑнласа кӑтартать. Статьясенче эсир хальхи куҫпа пӑхса унӑн ӗҫӗсене ҫыракансем епле хак панипе паллашайратӑр. Кӗнеке ӳкерчӗксемпе те пуян. Хӑшне-пӗрне пӗрремӗш хут пичетленӗ.
Анатолий Миттов — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче (тепӗр ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗҫ) Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.
Раҫҫейре астаракан вӑйӑсене хирӗҫлекен саккун йышӑннӑранпа икӗ ҫул ытла ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗршыври хӑшпӗр регионсенче анчах укҫалла выляттарма ирӗк панӑ. Чӑваш Републикине вӗсен шутне кӗртмен. Ҫапах та «тупӑшлӑ ӗҫ» саккуна хирӗҫлет пулин те, нумайӑшне илӗртет.
Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫ-пуҫа чарас тӗллевпе час-часах тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Вӑрттӑн ӗҫлекен казиносене те тупаҫҫӗ. Паллах, вӗсене улах ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ, алӑк умне казино тесе ҫырса ҫакмаҫҫӗ, интернет-кафе тесе палӑртаҫҫӗ, е мӗн те пулин урӑххи — кам мӗнле пӗлет, саккуна ҫапла пӑсать. Унсӑр пуҫне вӑрттӑн ҫӗре пули-пулми ҫынна кӗртмеҫҫӗ: ялан ҫӳрекенсем, паллакансем валли анчах ҫул уҫӑ. Йӗрке хуралҫисем черетлӗ рейдра 20-е яхӑн салон тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсенчен 4-шӗ анчах ӗҫленӗ пулнӑ. Хӑшне-пӗрине йӗрке хуралҫисем выляма пынӑ ҫын пек кӗнӗ, шала кӗртмен ҫӗрте алӑкӗсене уҫас тесе ятарлӑ хатӗрсемпе те усӑ курма тивнӗ. Казино уҫакансене саккунпа килӗшӳллӗн айӑпласа явап тыттарӗҫ.
Кӑҫал чӑваш халӑх поэчӗ, Максим Горький тата Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ.
Палӑк эскизӗсен конкурсне ирттерес пирки Чӑваш республикин культура министерствипе тӗп хула администрацийӗ ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Палӑка ӑҫта вырнаҫтарасси паллӑ ӗнтӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 5-мӗш вӗренӳ ҫурчӗ умӗнче Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ сквер пулӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн кӳлепи вара шӑп ҫавӑнта, хӑй ячӗллӗ культура керменӗ патӗнче пулӗ. Эскизсен прекчӗсене йышӑнса пӗтернӗ, халӗ вара вӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче суйлама тӑратнӑ. Кунта Владимир Нагорнов, Владислав Немцев тата Петр Пупин ӗҫӗсемпе паллашма пулать.
Юмахсен каруселӗ каллех Шупашкарта. Пукане театрӗсен Йӑлана кӗнӗ фестивалӗнче хальхинче Тула, Волгоград, Саранск, Чаллӑ Ҫыртан килнӗ хӑнасем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Паян вара Чӑваш пукане театрӗнче семинар иртет. Унта тӗрлӗ хулари театрсем ыр кӑмӑллӑх проекчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Фестиваль пӗр эрне пырӗ. Тула хулинчи пукане театрӗ Шупашкарта пӗрремӗш хут. Уява вӑл «Сказки у самовара» спектакль илсе килнӗ. Ӑна лартакансем вырӑс халӑхӑн чун-хавалне кӑтартас тенӗ, ҫавӑнпа та артистсен ҫи-пуҫӗ тӗсӗ, хурӑмӗ Тулӑри Филимоново теттисем евӗрлӗ. Спектакле урӑх чӗлхесене те куҫарнӑ. Юмахсен каруселӗ фестивальте артистсем спектакльсем кӑтартнисӗр пуҫне мастер-классене хутшӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн Надежда Алферован пултарулӑх каҫӗ пулӗ.
Куславкка районӗнчи паллӑ фермер Василий Семенов 2009 ҫултанпа купӑста фестивальне ирттерет. Малтан ӑна Карач ял тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ, унтан вӑл Куславкка хулине куҫнӑ, республика шайне ҫитнӗ.
Кредит илсе пысӑк стройка пуҫланӑран Василий Николаевич уяв тума кӑҫаллӑха тӑхтас, ӑна ҫитес ҫула куҫарас тӗллевлӗччӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Чӑваш Енри филиалӗ вара вӑй-халне шеллемен фермера пулӑшма шухӑшларӗ. Ҫапла май вара кӑҫалхи фестиваль Шупашкарта иртрӗ.
Василий Николаевичӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла аталантарса банк пархатарлӑ ӗҫ турӗ. Халӑх йӑлине манӑҫтарманни ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса купӑста тӳсе йӳҫӗтесси ӗлӗкех пулнӑ, вӑл чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Чӑваш кирек мӗнле ӗҫе те пӗччен-иккӗн мар, йышпа (нимелле) пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа ывӑннине туйман, ӗҫӗ те ӑннӑ. Хамӑр ҫитӗнтернӗ экологи енчен таса пахча ҫимӗҫе йӑран ҫинченех йӳнӗпе сутни мӗн усси? Ӑна вырӑнта тирпейлесе хӗл каҫипе тупӑшлӑ вырнаҫтарни лайӑхрах.
Ҫак кунсенче Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар хула тата Мускав район ертӳлӗхӗпе пӗрле хула урамӗсенчи нумай хутлӑ ҫуртсен картишӗсене мӗнле тирпейлесе тӑнипе кӑсӑкланчӗ.
Унӑн ҫулӗ Пирогов урамӗнчи 8-мӗш, 8/1-мӗш, 12 тата 12/1-мӗш, 22-мӗш ҫуртсем патне выртрӗ — кунта таса, тирпейлӗ, хӑтлӑ. Ҫак урамри ҫуртсен хушшинчи ҫулсене, тротуарсене юсама, уйрӑм ҫынсен ҫӑмӑл автомашинисем валли парковкӑсем тума тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн республика бюджетӗнчен 1 млн та 860 пин тенкӗпе туллин усӑ курнӑ: 2442 тӑваткал метр асфальт ҫула юсаса ҫӗнетнӗ, 1700 тӑваткал метр ҫӗнӗрен сарнӑ. Подряд организацийӗ пӗтӗм ӗҫе пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫланӑ. Машинсене тӑратмалли вырӑн йӗркелес ӗҫ те малалла пырать.
Ҫу вӑхӑтӗнче «Мирный-1» тытӑм компани нумай хутлӑ ҫуртсен тӑррисене комиссипе тӗрӗсленӗ, кивелнисене, шыв юхтараканнисене ҫӗннипе улӑштарнӑ, стропилӗсене ҫирӗплетнӗ. Халӗ хваттерсенче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантармасӑр шыв, ӑшӑ пӑрӑхӗсене юсаҫҫӗ. Ҫынсем ӗҫпе те, пахалӑхпа та кӑмӑллӑ.
2008-мӗш ҫулта «Ӑраскал» кӑларӑм 40 ҫул тултарнӑ ятпа «Чӑваш Радио» пултарулӑх ушкӑнӗ ӳнер музейӗ умӗнче аллея никӗсленӗччӗ. Кӑҫал ӑна ҫӗнетсе илем кӳме шут тытнӑ.
Телей кӳрекен аллейӑна никӗслес ӗҫе Венера Большова «Ӑраскал» кӑларӑмӑн авторӗ пуҫарса янӑ. Паян кунта 40 тӗп лартса хӑварчӗҫ, тавралӑха тирпей-илем кӗртрӗҫ. Хыр, туйя, барбарис йывӑҫҫисем аллейӑна ҫулталӑкӑн пур вӑхӑтӗнче те илем кӳрӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫе «Чӑваш Радио ветеранӗсемпе, унта ӗҫлекенсемпе пӗрле студентсем те хутшӑнчӗҫ, ача сатне ҫӳрекенсем те айккинче юлмарӗҫ. «Ӑраскал» аллейӑн сӑн-сӑпатне тӗппипе улӑштарма палӑртнӑ. Ҫамрӑк хунавсене аллейӑна ҫурмаран пайлакан яштака хырӑн икӗ айккипе лартса хӑварчӗҫ. «Чӑваш Радиона» ертсе пыракан Эльвира Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх ку пархатарлӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна. Ҫавӑн пекех кунта чечек клумбисем йӗркелеме, саксемпе хунарсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. «Ӑраскал аллейи ҫамрӑксен чи юратнӑ кану вырӑнӗ пуласса, хулана илем кӳрессе шанатпӑр», — теҫҫӗ радио ӗҫченӗсем.
Нумаях пулмасть Шупашкар район сучӗ наркотикпе айкашнӑ ҫамрӑка айӑпланӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулине гашиш илсе килме тӑнӑ.
24-ри Андрей Арапов суд тенкелӗ ҫинче пӗрремӗш хут. Ҫамрӑк ҫын Киргизире ҫуралса ӳснӗ, вӑхӑтлӑха Шупашкарта пурӑннӑ. Наркотиксемпе ҫыхланнӑ Андрея йӗрке сыхлавҫисем ҫуллах асӑрханӑ. Гашиша вӑл Мускавра туяннӑ. Шупашкара ҫитес умӗн ӑна полици ӗҫченӗсем кӗтсе тӑнӑ. Тӗрӗслевре шырав йыттисем пулӑшнӑ. Араповӑн автомашининче 100 грама яхӑн наркӑмӑш тупнӑ. Саккун тӑрӑх ку пысӑк парти шутланать. Сӑтӑрҫӑн вӑхӑтлӑха хывнӑ хваттерӗнче те наркӑмӑшлӑ им-ҫама туртмалли хатӗрсем, унсӑр пуҫне усӑ курма чарнӑ эмел тупнӑ. Ҫамрӑк хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫакна ҫирӗплетсе хут ҫине алӑ пуснӑ. Анчах следстви пынӑ вӑхӑтра хӑй малтан каласа панине хирӗҫлеме тӑнӑ. Ҫапах та ҫамрӑк ҫыннӑн айӑпӗ куҫкӗрет. Наркотикпе ӑна алӑран тытнӑ, хваттерӗнче те ун айӑпне палӑртакан им-ҫампа тӗрлӗ хатӗр тупнӑ. Суд ҫамрӑка 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем машинӑсем вӑрлакана тытса чарнӑ. Вӑл самантрах кирек мӗнле автомобиле тапратса кайма пултарнӑ.
Пасартан аякрах мар Гладков урамӗнче «Лада Проиора» ҫӑмӑл автомашина лартса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна куҫ хывнӑ вӑрӑ хуҫисем каясса кӗтсе илнӗ те ятарлӑ электронлӑ хатӗрпе усӑ курса сигнализацие сӳнтернӗ, машинӑна тапратасси те уншӑн йывӑрлӑх пулман. Автомобиле вӑл Миттов бульварӗнче вӑхӑтлӑха усӑ курма илнӗ гаража хӑваласа кайнӑ. Тепӗр темиҫе кунтанах «Лада Приора» хуҫи патне шӑнкӑравланӑ, машинӑна 100 пин тенкӗ тӳлесе каялла илме сӗннӗ. Хуҫин, паллах, шулӗке укҫа-тенкӗ парас шухӑш пулман, ку пӑтӑрмах пирки вӑл тӳрех полицие пӗлтернӗ. Кӗҫех йӗрке хуралҫисем вӑрӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33-ри арҫын пулнине палӑртнӑ, ӑна тытса чарнӑ. «Хальхи вӑхӑтра сигнализаци вӑрӑсенчен хӑтараймасть, пӗлекен ҫын ӑна темиҫе ҫеккунтрах сӳнтерме пултарать», — тенӗ ӑста вӑрӑ, хӑйне евӗрлӗ ӑста. «Лада Приорӑна» хуҫине тавӑрса панӑ. Вӑрра вара саккунпа килӗшӳллӗн айӑплӗҫ. Хальлӗхе вӑл кун йышши ытти ӗҫсемпе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |