Автобуссене ҫӑваҫҫӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗ ҫакна тӗрӗслев тӗллевпе рейда тухнӑ.
Администрацин транспорт уйрӑмӗ автобуссене чӑнах та ҫунине, салонра дезинфекци тунине ӗненнӗ. Хальлӗхе ревизи «ТМК-1» оганизацире иртнӗ. Вӑл 15-мӗш, 45-мӗш, 46-мӗш, 20-мӗн, 24-мӗш, 26-мӗш автобуссемпе ӗҫлет.
Ытти маршрутпа ҫӳрекен автобуссене тӗрӗслӗҫ-и? Кун пирки пӗтермен-ха. Халӗ транспорт хӑвӑрт хуралать, мӗншӗн тесен юр ирӗлнӗ май урамра таса мар. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем те тасалӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ – юр хӑвӑртрах ирӗлтӗр, ҫулсем тасарах пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунне кӑҫал парадпах уявлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва паян республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ҫар парачӗ иртӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ ҫар техникипе парада тухӗ. Мероприятие йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Ҫарӗҫ комиссариачӗ яваплӑ пулӗ.
Ҫӗнтерӳ кунне уявлама ӗҫ тӑвакан органӗсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, мӗнпур организацие сӗнсе каланӑ.
Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑччӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ.
Апла пулин те Петров ведомствӑран пуҫӗпех кайман. Халӗ вӑл ГКЧСа пӑхӑнакан учрежденире пуҫлӑхӑн ҫумӗ тата граждан оборонин мероприятийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. «Граждан хӳтлӗхӗн мероприятийӗсене тивӗҫтерекен служба» хысна учрежденийӗ ГКЧСпа пӗр ҫуртрах, Шупашкати Мир проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра икӗ ача йытӑ ҫыртнинчен шар курнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри – Шупашкартан, тепри – Сӗнтӗрвӑрринчен.
Иртнӗ эрнере тухтӑрсем патне йытӑсенчен шар курнӑ тӑватӑ ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – шӑпах ҫак ачасем. Шупашкарти 3 ҫулти арҫын ачана йытӑ ҫыртнӑ. Сӗнтӗрвӑрринче 11 ҫулти арҫын ача йытӑран шар курнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа васкавлӑ медицина службинчен 52 ҫын чӗрчун ҫыртнӑ хыҫҫан пулӑшу ыйтнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хормейстерӗ Любовь Казанцева юбилейне паллӑ тӑвать. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра та, хӑйӗн сайтӗнче те хыпарланӑ. Анчах миҫе ҫул тултарнине ниҫта та, ҫав шутра сайтра Любовь Казанцева биографийӗпе паллаштаракан ярӑмра та кӑтартман. Мӗн тӑвӑн, ҫула пурте пӗлтересшӗн мар-тӑр.
Любовь Петровна вунӑ ҫул ытла театрти мӗнпур оперӑна, опереттӑна, музыка юмахне лартма хутшӑнать. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулса тухасси хормейстер ӑсталӑхӗнчен пултарулӑхӗнчен, сценӑна чунтан парӑннинчен нумай килет.
Любовь Казанцева Ф.П. Павлов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи дирижерпа хор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫӑва ҫинчи тимӗр картасене вӑрланӑ. Вӑл унччен фитнес-тренерта ӗҫленӗ.
Малтанах суд ӑна тӳрленмелли ӗҫсене яма йышӑннӑ. Анчах Аслӑ суд йышӑнӑвне улӑштарнӑ – колоние ӑсатмалла тесе приговор вуланӑ.
Арҫынна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ку хура ӗҫе тунине тимӗр йышӑнакан пунктра масар ҫинчи картасен пайӗсене курсан асӑрханӑ. Арҫынна тытса чарсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 29 эпизодпа айӑпланӑ. Арҫын 400 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑрланӑ тимӗре туртса илнӗ, 300 пин ытла тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ.
Вырсарникун, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта 14-ри яш пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Усал хыпар пирки паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта пулса иртнӗ. Яш асӑннӑ тӑрӑхри Хӗвеллӗ бульварти 18-мӗш ҫуртран ӳкнӗ. Вӑл вилнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ.
Чӑваш Енре йывӑр преступлени тунӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Унӑн фотосӑнне хатӗрленӗ. Вӑл 35-47 ҫулсенчи пек, 180-190 сантиметр ҫӳллӗш курӑнать, имшеркке кӗлеткеллӗ. Пичӗ тӑсӑкларах, ҫӳҫӗ шуралма тытӑннӑ, кукша вырӑн пур. Сӑмси тӳрӗ тата вӑрӑмрах. Вӑл хура калпак, хура кӗске куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Шупашкарти «Кӑнтӑр» микрорайонти хӗрарӑм тӗлӗшпе йывӑр преступлени тунӑ.
Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-88, (8352) 66-24-3, (8352) 39-40-97 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем 71 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Лидия Шишова килтен ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм ҫӳллӗшӗ – 156 сантиметр, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑскер, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ.
Килтен тухса кайнӑ чух сӑрӑ плащ тата калпак, хура спорт йӗмӗ, сенкер тӗслӗ ҫыхнӑ свитер, тӗксӗм кӑвак атӑ тӑхӑннӑ.
Хӗрарӑм ӑҫтине пӗлекенсене 102 е 240-771 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче машинӑсем инкеке ҫакланнӑ. Пӗр-пӗринпе ҫапӑнман-ха, урапа шӑтарнӑ.
Ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула 10 ытла машина урапи шӑтнӑ. Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче, «Ирбис» автозаправка ҫывӑхӗнче, урамӑн сылтӑм енӗ шӑтса пӗтнӗ иккен. Кӳлленчӗк айӗнче шӑтӑк-путӑк курӑнмасть. Водительсем унта кӗрсе кайса машинӑсен урапине шӑтарса пӗтернӗ. Шар курнисем – 10 автомобильтен кая мар.
«Ҫулӑн асӑннӑ участокӗнче асӑрханса ҫӳрӗр», – тесе ҫырнӑ «Руль умӗнче» порталӑн Инстаграмри страницинче. Хыпара сӳтсе явакансем хушшинче асӑрханса ҫӳремелле текенсем те пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |