Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.9 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Персона

Паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зиновий Сергеевпа сывпуллашнӑ. Вӑл 85 ҫула кайнӑ.

Зиновий Михайлович 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, кайран Ленинградри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи ентешлӗх ертӳҫи Антонина Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, Зиновий Сергеев тӗрлӗ ҫулсенче ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Йӗпреҫ ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ, КПСС райкомӗн аппаратӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти культура, вӗренӳ, физкультурӑпа спортшӑн яваплӑ вырӑнта, Шупашкарти хула комитетӗнче ӗҫленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Паян 17 сехет те 15 минутра Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Пульница комплексӗнчен инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу машинипе автобус ҫапӑннӑ.

33 маршрутпа ҫӳрекен автобус мигалкӑпа пыракан васкавлӑ медпулӑшу машинине ирттерсе яман, ун ҫине пырса кӗнӗ.

Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу машини шӑпӑрлана Ача-пӑча медицина центрне илсе кайма тухнӑ. Юрать-ха, салонри ача суранланман. Фельдшера вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Ачана вара урӑх васкавлӑ медицина машинипе илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/68874
 

Хулара
samara.doctorbormental.ru сайтри сӑн
samara.doctorbormental.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын полицие пынӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.

Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Палламан ҫын юптарма тытӑннӑ: такам ун ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн, счета упраса хӑварма сӗннӗ. Шупашкар арҫынни вӑл мӗн каланине пурнӑҫласа пынӑ. Вӑл счечӗ ҫинчи 400 пин тенкине илнӗ те 24 номерпе куҫарса панӑ.

Канашра пурӑнакан 71 ҫулти кинемей те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл 135 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Халь ултавҫӑсем кам пулнине тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68850
 

Хулара
gurb.mosreg.ru сайтри сӑн
gurb.mosreg.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицие пырса хуйхи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗр самантра 28 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Унӑн смартфонӗ ҫине палламан номертен смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм мессенджера уҫнӑ. Унта вара – хаваслӑ видеороликсем курмалли каҫӑ. Вӑл ним шутламасӑр ун ҫине пуснӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн телефонри хӑш-пӗр сарӑм ҫухалнӑ. Ҫав шутра – банк операцийӗсем тумалли сарӑм та. Укҫа ҫухалнине тӳрех сисмен-ха вӑл. Лавккана кайсан счет ҫинчи 28 пин тенкӗ ҫуккине ӑнланнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68812
 

Хулара

Шупашкарта транспортра ҫӳреме килес ҫул хакланӗ. Хулари тӳре-шара ҫавӑн пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ.

Автобуспа тата маршруткӑпа ҫӳрекен пассажирсен укҫа тӳлесен 27 тенкӗ тӑкаклама тивӗ, банк карттипе е ЕТКпа татӑлсан – 23 тенкӗ. Троллейбуса кӑмӑллакансен укҫан тыттармасан 22 тенкӗ тӳлемелле пулӗ, аллӑн укҫа кӑларса хурсан — 26 тенкӗ.

Проездной билет хакне хальхи 900 тенкӗрен 1000 тенке ҫитересшӗн. Шкул ачисемпе студентсен 725 тенкӗ пулӗ (халӗ — 650 тенкӗ).

Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен 22 тенкӗ тухса каять, карттӑпа чухне — 20 тенкӗ. Автобусра укҫан тӳлесен 25 тенкӗ илеҫҫӗ, карттӑпа чух — 21 тенкӗ. Хаксене пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче 2 тенкӗ ӳстернӗччӗ.

 

Культура
pikabu.ru сайтри сӑн
pikabu.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫулталӑк пысӑк концертпа вӗҫленӗ. «Вместе-Пӗрле!» пӗрлехи ҫемьере» фестивале Трактор тӑвакансен культура керменӗ тата Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ ЧР Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет.

Концерт раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Унта тӗнче шайӗнчи балет артисчӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем нумай нациллӗ патшалӑх историйӗпе паллаштарӗҫ.

Уяв программи пуян. «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» наци костюмӗсен кӑтартӑвӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. «Елка. Вместе-Пӗрле» хӑтлав пулӗ.

Фестиваль Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/68806
 

Пӑтӑрмахсем

Паян каҫхине Шупашкарта ресторан ҫуннӑ. Ку ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче Максим Горький проспектӗнче вырнаҫнӑ «Культура ҫурчӗ» ресторанра пулнӑ.

Тӗрӗсрех каласан, ресторанӑн тӑрри ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, апатлану заведенийӗн кладовкинче пушар тухнӑ. Юрать-ха, шар курнӑ ҫынсем ҫук. Ҫав вӑхӑтра ресторана килнӗ ҫынсене урама илсе тухнӑ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ресторан тӑрринче ҫулӑм «чӗлхисем» кураннӑ. Пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ.

 

Хулара
blackpantera.ru сайтри сӑн
blackpantera.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача тинех амӑшне кӗтсе илнӗ. Унӑн ҫывӑх ҫынни нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ.

Амӑшӗ йӗплӗ пралук леш енче пулнӑ чухне хӗрачана кукамӑшӗ /е асламӑшӗ/ опекӑна илсе пӑхнӑ. Хӗрарӑм тӗрмерен тухсанах Калинин район администрацине кайса хӗрне ӑна памашкӑн ыйтса заявлени ҫырнӑ. Хӗрача та амӑшӗсӗр питӗ тунсӑхланӑ.

Опекӑпа попечительлӗх органӗсем хӗрарӑмӑн хваттерне ҫитсе йӑлтах тӗрӗсленӗ, йышӑну тунӑ – хӗрачана амӑшӗпе хӑварӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68786
 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене патшалӑхӑн хваттерпе тивӗҫтермелле. Чылай яшпа хӗр ӑна чылай ҫул кӗтет.

Тӑлӑхсене хваттерпе вӑхӑтра тивӗҫтерме йывӑррин сӑлтавӗ пӗр тӑваткал метршӑн патшалӑх 36 пин тенкӗ ҫеҫ панипе те ҫыхӑннӑ. Шупашкарта, сӑмахран, хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ 46 пин тенкӗ тӑрать. Маларах асӑннӑ виҫене пирӗн республикӑра юпа уйӑхӗнче ӳстерме йышӑннӑ. Ҫавна май Шупашкарта тӑлӑхсем валли 48 хваттер илес шанчӑк тупӑннӑ.

Саккунпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑха пирӗн ҫӗршывра ҫитес пилӗк ҫулта татса парас шанчӑк пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

 

Культура

Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра чӑвашла кӗнекесем кӑларасси йышланӗ. Ҫакӑн пирки социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче калаҫнӑ.

Унта Чӑваш кӗнеке издательствин гендиректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Журавлева сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта издательствӑра тӗрлӗ ятпа 102 кӗнеке 145 пине яхӑн тиражпа пичетленӗ. Вӗсенчен 53 кӑларӑмне кӑларма патшалӑх пулӑшнӑ.

2021 ҫулта тӗрлӗ ятпа 52 кӗнеке пичетлеме палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ чӑвашла пулӗ, 19-шӗ — вырӑсла тата чӑвашла, 15-шӗ — вырӑсла. Сӑмах май, Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра ӗҫленӗ, халӗ унтах пурӑнакан Надежда Павлова балерина ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа та кӗнеке пичетлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 312, 313, 314, 315, 316, 317, 318, 319, 320, 321, [322], 323, 324, 325, 326, 327, 328, 329, 330, 331, 332, ... 1035
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 17

1927
98
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
76
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та