Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Ҫул-йӗр
moygorod-online.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
moygorod-online.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хула администрацийӗ маршруткӑсем валли ҫула ятарлӑ паллӑ тӑвасшӑн. Ку тӗлӗшпе ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ.

Хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх комиссийӗн элчисем те ыйтӑм ирттернине ырланӑ.

Ҫынсен ҫичӗ ҫулран пӗрне суйлама май пур.

- Мир проспекчӗ;

- Калинин урамӗ: «Энергозапчасть» ҫул ҫавринчен пуҫласа Сергий Радонежский урамӗ таран;

- Мускав проспекчӗ: Рашча ҫул ҫаври патӗнчен Афанасьев урамӗ таран;

- Иван Яковлев проспекчӗ: Мир проспектӗнчи 102-мӗш ҫуртран пуҫласа «Ромашка» ҫул ҫаври таран;

- Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ: «Энергозапчасть» ҫул ҫавринчен пуҫласа «Кӗрӗк» ҫул ҫаври таран;

- Тӑххӑрмӗш пилӗк ҫуллӑх проспекчӗ: «Ромашка» ҫул ҫавринчен пуҫласа «Шупашкар» ҫул ҫаври таран;

- Трактор тӑвакансен проспекчӗ: «Шупашкар» ҫул ҫавринчен пуҫласа Монтаж проезчӗ таран.

Сасӑлав ҫурлан 7-мӗшӗччен пырать. Хальлӗхе Мускав проспекчӗ малта. Ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: http://gov.cap.ru/vote.aspx?id=1116&gov_id=798.

 

Персона

Шупашкарти пике Тӗнче шайӗнчи илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Александра Николаева Крымра иртнӗ «Хура тинӗс ахахӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Кунашкалли юлашки 22 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ.

Чи хитре пикене утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче суйланӑ. Александра Николаева модель республика чысне Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи конкурссенче пӗрре мар хӳтӗленӗ. Александра ҫитӗнӗвӗ пирки «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче те ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл унта кунашкал ҫӗнтерӳ 22 ҫул пулманни пирки те хыпарланӑ.

«Конкурс йӗркелӳҫисене пухнӑ опытшӑн тав тӑвас килет: ҫӗнӗ паллашусемшӗн, Хура тинӗс хӗрринче ирттернӗ пӗр эрнешӗн, асран тухми лайӑх кӑмӑлшӑн. Тавах», - ҫырнӑ модель.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51442
 

Хулара

Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти Цивильск урамӗнче, «ДИС» отель ҫывӑхӗнче «Яндекс. Такси» водителӗ машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ.

«Киа Рио» автомобиль тепӗр май ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра икӗ пассажир пулнӑ. Вӗсем хӑйсене мӗнле туйни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Ҫапах ҫакӑ савӑнтарать: кураканасем каланӑ тӑрӑх, авари хыҫҫӑн вӗсем ура ҫинче пулнӑ.

Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, такси водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна наручник тӑхӑнтартсах илсе кайнӑ. Водитель 25-30 ҫулсенчи пек курӑнать.

Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви «Яндекс. Такси» такси службипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫакна пассажирсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунине пӗлтернӗччӗ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ача амӑшне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыранӑ.

Лайӑх хыпар: 33 ҫулти Зинаида Сидорова тупӑннӑ. Вӑл килте пилӗк кун пулман. Чӑннипе, хӗрарам хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ, кун пек пулса тухасса шухӑшламан та.

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче Зинаида Шупашкар урамӗпе утнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл юпа ҫинче «Лиза Алерт» отряд ҫыпӑҫтарнӑ листовкӑна (унта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑ) курнӑ. Хӗрарӑм ҫийӗнчех иртен-ҫӳренрен телефон ыйтса тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ.

Зинаида Сидоровӑпа йӑлтах йӗркеллӗ. Полицейскисем ӑна тӗрӗсленӗ, кӗлетки ҫинче пусмӑрланӑ йӗрсем ҫук.

 

Персона

Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 30 ҫулти арҫын Шупашкар урамӗпе утнӑ. Хайхискер пӗр ҫурт чӳречинчен (тахҫан унта кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пулнӑ) тӗтӗм тухнине курнӑ. Арҫын ҫухалса кайман – кантӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ те 2 ҫынна урама илсе тухнӑ.

Пушӑ ларакан пӳлӗме килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тӑтӑшах пухӑннӑ-мӗн. Ҫулӑм тухнӑ кун унта икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсем пульницӑна кайма хирӗҫленӗ, ҫӑлавҫа вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Чӳрече ҫӗмӗрнӗ чухне вӑл суранланнӑ. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницине илсе кайнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнине пула тухнӑ. Ҫулӑма МЧС ӗҫченӗсем сӳнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51407
 

Хулара

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Унтах кулинар «Хӑнасене тарават Чӑваш Ен» регионсем хушшинчи фестиваль иртнӗ. Уява пухӑннисене саламлакансен хушшинче Чӑван Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пулнӑ.

Фестиваль пирки каласан, вӑл «Арт-класс» номинаципе иртнӗ, ҫавӑн пекех официантсене «Set-table» (хатӗрленӗ сӗтел) енӗпе хакланӑ. Мероприяти ӗнерпе паян иртнӗ.

Поварсен, кондитерсен, официантсен, профильлӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсен конкурсӗсене те ирттернӗ.

Кирек епле професси уявӗнчи евӗрех отрасльти маттур та тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫченсене сцена ҫине чӗнсе илсех саламланӑ, вӗсене тӗрлӗ шайри наградӑпа хавхалантарнӑ.

 

Персона

Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ Илья Прокопьева хисеп туса тата асра тытса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Илья Прокопьев пӗлтӗр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑччӗ. Ун чухне вӑл 90 ҫула ҫитнӗччӗ.

Асӑну хӑми Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Хӑмана РФ Художниксен союзӗн пайташӗ Игорь Голубев ӑсталанӑ.

Хӑмана уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Илья Прокопьевӑн ырӑ кӑмӑлне пӗр шухӑшлӑн палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫавнах каланӑ.

Паллӑ ҫынпа пӗрле ӗҫленӗ Валериан Дубинин Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӑ Андрей Михайлов журналист Дубинин та Илья Прокопьев сӑпайлӑхпа уйрӑлса тӑнине палӑртнине пӗлтернӗ.

 

Хулара

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакана Зинаида Вячеславовна Сидоровӑна шырать. Тӑватӑ ача амӑшӗ, 1984 ҫулта ҫуралнӑскер, килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Зинаида Сидорова ҫухални пирки тӑванӗсем пӗлтернӗ. Тӑватӑ ача амӑшӗ утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ.

33 ҫулти хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерскер, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ симӗсрех. Вӑл хӗрлӗ-сӑрӑ футболка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ, хура сумка ҫакнӑ. Хӗрарӑма курнӑ тӑк Светлана Сорокина патне шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89053435010.

 

Пӑтӑрмахсем

Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайманнине эпир паян пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ, аса илтерер, — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫулй-ӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ӗнерхи ҫак лару-тӑрӑва паян тӗплӗн уҫӑмлатнӑ.

Пӗчӗк моторлӑ, тӑватӑ вырӑнлӑ «Diamond DA42» самолет Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн пулнӑ. Вӗренмелле сывлӑшра вӗҫнӗ чух унӑн ирӗксӗр анса ларма тивнӗ. Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ самолетӑн ҫавна май сывлӑшра 40 минут ярӑнса ҫӳреме тивнӗ. Шупашкартан Мускава каякан авиарейс ҫула 57 минут кая юлса тухнӑ, «Чебоксары – Симферополь» авиарейс — 1 сехет те 40 минут.

 

Сывлӑх
Ольга Рябухина
Ольга Рябухина

Ӗнер Чӑваш Енри икӗ пульницӑра тӗп тухтӑрсем улшӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Милаев маларах ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне тилхепене Ольга Рябухинӑна тыттарнӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов коллектива паллаштарнӑ. Ольга Рябухина Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ.

Спутник-хулари асӑннӑ сывлӑх сыхлав учрежденийӗ пуҫлӑхсӑр юлнине кура унти пульницӑна ертсе пыракана та ӗнерех палӑртнӑ. Ҫак пукана Владимир Степанова шанса панӑ. Хӑйне тӗп тухтӑра лартиччен Владимир Степанов Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 537, 538, 539, 540, 541, 542, 543, 544, 545, 546, [547], 548, 549, 550, 551, 552, 553, 554, 555, 556, 557, ... 1035
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 19

1878
147
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
110
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
38
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
34
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть