Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӑрушсӑрлӑх рейчӗ иртессине пӗлтерет. Мероприяти ирхи тӑххӑрта пуҫланмалла. Ӑна Шупашкар 9-мӗш километр — Шупашкар-2 тӗлӗнче йӗркелӗҫ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпех пулакан «Внимание, переезд!» (чӑв. Асӑрханӑр, каҫмалли вырӑн) уйӑхлӑхпа ҫыхӑннӑ рейда Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗсем хутшӑнмалла.
Акцие ирттернри ахальтен мар. Водительсем ҫул-йӗр правилине пӑхӑнманнине кура чукун ҫулсем ҫинче инкексем сиксе тухаҫҫӗ.
Кӑҫал кӑна Чулхулари чукун ҫулӑн Хусанти регионӗнче 6 авари пулнӑ, вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енре. Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехет те 59 минутра Лапсар патӗнче Hyundai машина пуйӑспа ҫапӑннӑ. Машинист пуйӑса васкавлӑ чарсан та инкекрен пӑрӑнма май килмен.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ кам пулассине палӑртнӑ. Конкурсра 27 ҫулти Илья Тумаков ҫӗнтернӗ.
Илья И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл ЧПУн Студентсен канашӗн председателӗн тилхепине 5 ҫул тытса пынӑ, ҫамрӑксемпе нумай ӗҫленӗ.
Илья мӗншӗн ҫак ҫула суйланӑ-ха? Унӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех вӗрентекенре тӑрӑшать. Илья хӑй пурӑнакан микрорайон пурнӑҫне те хастар хутшӑнасшӑн. Вӑл – аспирант, ҫавна май кӗнеке нумай вулать.
Илья Тумаков шкул директорӗн тивӗҫне ҫитес эрнерен, документсем хатӗр пулсан, пурнӑҫлама тытӑнӗ.
Чӑваш Енри Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем 20 ҫулти икӗ каччӑна тытса чарнӑ. Хайхискерсене Шупашкарти чукун ҫул станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хунӑ чухне асӑрханӑ.
Ҫамрӑксем 20 тӗрке хума хӑтланнӑ. Пӗтӗмпе 11 грамм ытла наркотик хуташӗ пулнӑ. Оперативниксем каччӑсем унччен наркотике ӑҫта тӗркесем тунине те тупса палӑртнӑ. Унта вара 390 ытла грамм наркотик тупнӑ.
Ҫак икӗ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗрре кӑна мар – иккӗ. Пӗрремӗшӗ – преступлени тума тӑнӑшӑн. Иккӗмӗшӗ – наркотике сарнӑшӑн.
1-мӗш СИЗОра ӗҫлекен арҫынна ҫынсем тав туса ҫыру янӑ. Ку уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Ара, вӑл ҫынсене путасран ҫӑлнине ыттисем пӗлмеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ.
Александр Ермаков кӗҫӗн инспектор Атӑл хӗрринче пулнӑ чухне икӗ ҫын путнине асӑрханӑ. Арҫынпа пӗчӗк ача шывра хӑлаҫланнӑ. Инспектор тӑхтаса тӑман – вӗсене ҫӑлма васканӑ. Вӑл иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу кӳнӗ. Арҫын тӑна кӗрсе хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ.
Александр кун хыҫҫӑн мӑнаҫланса ҫӳремен. Унӑн шухӑшӗпе, ун вырӑнӗнче пулас тӑк кашниех ҫапла тӑвӗччӗ. Ку утӑ уйӑхӗнчех пулнӑ. Вӑхӑт иртсен тав туса ҫыру килсен питех те тӗлӗннӗ вӑл.
«Кӗркунне хӑй вӑхӑчӗпе ҫитрӗ. Урамра сивӗ те нӳрӗ. Капла ҫанталӑк урамра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах сисӗмлӗ», — тесе ҫырать Фейсбукра Олеся Руссакова, Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ача амӑшӗ тата журналист. Унтан вӑл Шупашкарти Калинин урамӗнчи 91-мӗш ҫурт патӗнчи нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртсе ӑшӑнакан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла, вӗсен те пурӑнмалла. Анчах юнашарах ача пахчи, кафе, лавккасем иккен. Тата ҫав ҫуртра пурӑнакансене ҫӗнӗ кӳршӗсемпе ҫума-ҫумӑн пурӑнма еплерех-ши? Шӑпах ҫакӑн пирки пуҫ ватать хӗрарӑм.
Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑррисем никама та кирлӗ мар тенипе килӗшме йывӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем валли ятарлӑ приют пур. Унта пыракансене ҫӗр каҫма ирӗк параҫҫӗ. Ҫухалнӑ хутсене туса парсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ. Анчах, мӗн тӑвас, теприсем ҫӗр тӗрлӗ сӑлтав тупса урам тӑрӑх ҫапӑнса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Килсӗррисем хушшинче тӗрмере пӗрре кӑна мар ларнисем те пур. Ӗҫе вырнаҫма вӗсене ҫӑмӑл мар. Вӑт ҫапла кун кунласа ҫӗр каҫаҫҫӗ мӗскӗнсем...
Раҫҫейре футбол чемпионачӗ пуҫланиччен вӑхӑт ҫулталӑкран та сахалрах юлчӗ. Шупашкарта футбол матчӗсем иртмӗҫ-ха, ҫапах кунта тӗнчипе паллӑ футболистсене курса вӗсенчен автограф илме майсем пулӗҫ.
Тӗп хулари «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсенче вӗсем ӑмӑртусене хатӗрленӗҫ, ҫавна май халӗ ҫав стадионсене юсаҫҫӗ, тренировка ирттермелли базӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, инфраструктура объекчӗсене сӑн кӗртеҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла: ҫак тӗллевпе «Олимпийский» стадиона кӑна 129 миллион тенкӗ хывӗҫ. Халӗ унта футбол газонне хатӗрлеҫҫӗ, курӑка ҫитес эрнере акма палӑртаҫҫӗ. Шӑвармалли тытӑма хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫавӑн пекех стадионти чупу ҫулӗсене те ҫӗнетеҫҫӗ, ҫулталӑк вӗҫлениччен ӑна 11 пин тӑваткал метр лаптӑкра сармалла.
«Олимпийский» стадиона ФИФА инспекцийӗ 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче килсе тӗрӗслӗ.
Шпашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем ҫӗнӗ мэра суйлас тесе официаллӑ мар сасӑлав ирттернӗ. Кун пек мелпе депутатсен хӑйсемшӗн те, ытти ҫыншӑн та сасӑлама май пулнӑ. Паян иртнӗ ларура ешчӗке уҫнӑ, пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Сасӑлавра Евгений Кадышев ытларах сасӑ пухнӑ. Пӗтӗмпе – 24. Вӑл – экономика политикин тата инвестицисен комиссийӗн председателӗ. Халӗ мэр тивӗҫне пурнӑҫлакан Николай Владимиров 10 сасӑ пухнӑ. Владимир Кузин депутатшӑн 4 сасӑ ҫеҫ панӑ.
Тепӗр хутчен палӑртар: сасӑлав официаллӑ мар майпа иртнӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче депутатсем Ирина Клементьевӑна мэра суйланӑ. Анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе килти ареста лартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ.
Республикӑри ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑма фото- тата видеокамерӑсем сӑнаса тӑрасси йӑлана кӗнӗ. Унтан та ытларах — ҫӗннисене те вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче «Автоураган», «Азимут», «ТРАФИК-СКАНЕР-СМ» ятлӑ ҫӗнӗ комплекссене ӗҫлеттерсе янӑ. Вӗсене Канашра (Ленин проспекчӗ тата Чкалов урамӗ, Ҫӗнтерӗве 30 ҫул тата Пушкин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте), Шупашкарта (Ленин проспекчӗ тата Гагарин урамӗ хӗресленнӗ тӗлте), ҫавӑн пекех Хыркасси ялӗ патӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 ҫул ҫинче вырнаҫтарнӑ. Автомат мелӗпе ӗҫлекен камерӑсем светофорӑн хӗрле ҫутипе каҫнине, чарӑнмалли лини ҫине кӗрсе кайнине, сулахай е сылтам енне пӑрӑннӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснине ӳкерсе илеҫҫӗ.
Камерӑсене ӗҫлеттерсе ярассипе халӗ ӗҫсем Ҫӗрпӳ районӗнче (М-7 ҫул ҫинчи «Кирпӗч савучӗ» чарӑну тӗлӗнче); Канаш районӗнче («Ҫӗрпу–Чӗмпӗр» ҫу ҫинчи 44км+100м паллӑ тӗлӗнче); Шупашкар районӗнче (Шупашкара Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ енчен пырса кӗнӗ ҫӗрте) пулӗҫ. Вӗсем авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен ӗҫлесе каймалла.
Тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче Константин Ишутов блогер Чӑваш Республикин тӗп хулинче ҫул сарма ытла та хакла ларнине пӗлтерет. Вӑл ҫырнине ӗненсен Шупашкарта асфальт сарма Мускаври метро тунинчен хакла ларать.
Константин Ишутов пӗр километр ҫул каланӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районне хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗпе ҫыхӑнтаракан ҫулӑн пӗр километрне сарма 5,2 миллиард тенке ларать. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывӑн тӗп хулинче 1 километр метро тума 4,5 миллиард тенкӗ кирлӗ-мӗн.
К. Ишутов блогер Шупашкарта метро тума Мускавринчен йӳнӗрех тесе йӗкӗлтешет, мӗншӗн тесен Чӑваш Енре ӗҫлекенсен шалӑвӗ Мускавринчен йӳнӗрех, ҫӗр айӗпе иртекен коммуникаци пӑрӑхӗсене куҫарма та ҫӗршывӑн тӗп хулинчи пекех тӑкаклӑ мар.
Ингушетире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Канашран ӑсатнӑ салтакӑн, паянхи кунчченех хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче пулнӑскерӗн, юлашкисене тупнӑ.
Шырав ушкӑнӗн хастарӗсем халӗ ҫав салтакӑн, Константин Зотовӑн, тӑванӗсемпе тӑхӑмӗсене шыраҫҫӗ. Канашри ҫар комиссариачӗ Чӑваш Ене ҫитнӗ информацие тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ. Константин Андреевич 1915 ҫулта ҫуралнӑ, 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ӑна Канашран Житомир хулине 1670-мӗш ушкӑн йышӗпе пӗрле ӑсатнӑ. Мӑшӑрӗ Людмила Хорькова Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче пурӑннӑ.
Унсӑр пуҫне паттӑр салтак пилот пулни, «Ил-2» самолетпа вӗҫни паллӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем тӑванӗсем кӑмӑл тусан салтакӑн юлашкисене тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытармашкӑн пулӑшма хирӗҫ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |