Ятарлӑ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти 3-мӗш ача пахчинче хӑнасем пулса курнӑ. Итали хӑнисем, ылмашӑну программипе килӗшӳллӗн 2-мӗш лицейре вӗренекенскерсем, ачасемпе тӗл пулнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем Шупашкара «AFS — Интеркультура» программӑпа килӗшӳллӗн килнӗ. Шупашкар хулинчи шкулсем унта 16 ҫул хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Тӗнче шайӗнчи программӑна халӗ ав ача пахчинчисем те хутшӑннӑ.
Хӑнасем ача пахчипе паллашнӑ. Унта мӗнле ӗҫлени те кӑсӑклантарнӑ вӗсене. Ачасем вара кун мӗнле иртсе кайнине каласа кӑтартнӑ. Хӑнасене ирхи зарядкӑна та чӗннӗ. Италирен килнӗ ҫынсем Ҫӗнӗ ҫула мӗнле хатӗрленни пирки те ыйтса пӗлнӗ.
Италипе Раҫҫей ачисем пӗчӗк шӑпӑрлансемпе хаваспах паллашнӑ, вӗсемпе пӗрле ӳкернӗ, юр кӗлетке тунӑ. Итали хӑнисем кунта татах килесшӗн, хӑйсем патӗнчи ача пахчисем пирки каласа кӑтартасшӑн.
Турцирен килнӗ Джамалеттин Явуза тытса чарни пирки нумаях пулмасть пӗлтерчӗҫ. Ӑна «виза режимне» пӑснӑ тесе ирӗксӗр хӑварнӑччӗ.
«Регнум» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, турккӑ официаллӑ майпа «ӑслӑлӑхпа техника ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме» килнӗ. Джамалеттин республикӑри пӗр аслӑ шкулта вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Анчах ку панӑ виза тӗллевӗсемпе пӗр килмест имӗш. Ку шӑп та лӑп Турци Раҫҫей самолетне персе антарнӑ вӑхӑтпа пӗр килнӗ тата. Джамалеттин Шупашкара чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех килнӗ пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Джамалеттина Раҫҫейрен Турцие ӑсатнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ турккӑ виза режимне пӑсӑнӑ тесе палӑртнӑ. Куншӑн ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Джамалеттин Турцире пӗр аслӑ шкулта ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлет. Шупашкара вӑл чӗннипе килнӗ. Кунта вӑл стажировка тухса доктор диссертацийӗ валли материалсем пухнӑ.
Халӗ Джамалеттин Раҫҫее 5 ҫул килеймӗ.
Шупашкарти Мускав кӗперне юсама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май подрядчик кӳлмекри шыва 3 ҫуллӑха татса яма палӑртать.
Кӗпере виҫӗ ҫул юсама палӑртнӑ. Ӑна «Пелискер» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ. Юсав вӑхӑтӗнче Театр тата Совет кӳлмекӗнче ҫынсене тата транспорта ҫӳреме чарӗҫ.
Проекта пурнӑҫламашкӑн 1,6 миллиард тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен уйӑрӗҫ.
Ҫак кунсенче ЧР строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Алӑ пуснӑ документпа килӗшӳллӗн, ку должноҫа 40 ҫулти Сергей Безруков йышӑннӑ. Вӑл унччен те министр ҫумӗ пулнӑ-ха. Халӗ вара — пӗрремӗш. Сӑмах май, ведомство ертӳҫин виҫӗ ҫум.
Иртнӗ эрнере ЧР строительство министрӗн тепӗр ҫумне те палӑртнӑ. Ӑна 29 ҫулти Максим Иванов йышӑннӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Шупашкарти управляющи компанийӗсенче ертӳҫӗ должноҫне йышӑннӑ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче ведомствӑра министр ҫумне 46-ри Александр Герасимов должноҫран хӑтарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чылай конкурспа акци йӗркелеме палӑртнӑ. Акӑ халӗ пурне те арт-конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Унта урапана е чӑрӑша чи ӑста илемлетекенсене палӑртӗҫ.
«Ҫӗнӗ ҫул караванӗ» конкурс раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ. Илемлетнӗ урапасене колонни Наци вулавӑшӗ патӗнчен тапранса кайӗ те Воробьев композиторсен урамне, Мускав проспектне, К.Иванов, Ярославль урамӗсене ҫитӗ, Хӗрлӗ тӳремре чарӑнӗ. Конкурса хутшӑнакансен ураписене хитрелетмелле.
Конкурсҫӑсене 11 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 250 литр бензин парса чыслӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — 150 литр, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 100 литр парӗҫ. Заявкӑсене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Ҫавӑн пекех Шупашкарта чи илемлӗ чӑрӑша суйлӗҫ. «АРТ-Елка» конкурса ӗҫсене раштавӑн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ӗҫсене ҫак адреспа килсе памалла: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33\9-мӗш ҫурт. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре чыслӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗ Шупашкарти коопераци институчӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Килӗшӗве ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов институт ректорӗпе Валерий Андреевпа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ҫав кун коопераци институчӗнчи студентсем нацисен туслӑхӗн уявне пуҫтарӑннӑ. Тӗлпулура Япони утравӗнчен килнӗ хӑна та пулнӑ. Вӑл пухӑннисене чӑвашла калаҫса тӗлӗнтерни пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Институтра вӗренекен пӗp xӗp-yпpaҫ вара яппунла пуплесе кӑтартнӑ.
Килӗшӳ тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗ тата Шупашкарти коопераци институчӗ малашне икӗ организаци Уставӗсенчи тӗллевсене лайӑхрах пурнӑҫлама пӗp-пӗрин хушшинче туслӑ ҫыхӑну йӗркелӗҫ. Ҫав шута телевидени, хаҫат-журнал, конгреспа институт сайчӗсенче тата ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пӗрлехи проектсем тӑвасси те.
Чӑваш Енри Госохотрыбслужбӑна пӗтернӗ. Малашне сунарҫӑсен сунара тухма ирӗк илмешкӗн урӑх адреспа каймалла пулӗ.
Госохотрыбслужба раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Халӗ ку ыйтпу ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Раштавӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа сунара тухмашкӑн ирӗк илме ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 90\2. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 28-75-77, 62-68-49.
Ведомствӑна пӗтересси пирки авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хушу тухнӑ. Анчах официаллӑ мелпе вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫеҫ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Сӑмах май, хӗллехи сунар малалла пырать. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен — мулкач, нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ытти чӗрчуна тытма юрать. Хир сыснипе пӑшисене ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫеҫ пеме юрать.
Республикӑри пульницӑсенче сестрасен приемӗн пӳлӗмӗсене уҫма палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемшӗн меллӗ пулӗ.
Ҫӗнӗлӗхе «Пациент ячӗпе» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртӗҫ. Пациентсене йышӑннӑ чухне направлени ҫырса парасси, анализсене тишкересси, рецептсем ҫырса парасси нумай вӑхӑт йышӑнать-ҫке-ха.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вара тухтӑрсене ҫӑмӑллӑх кӳме палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсене пырса тивет. Пульницӑра чирлисене «сортировка» тӑваҫҫӗ. Медаппасем камӑн тухтӑр патне каймаллине палӑртаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине унӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ маррине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ пульницӑра медаппасем урлӑ специалист патне ҫырӑнма пулать. Паллах, ку тухтӑр сӑнаса тӑнӑ чухне иртет. Ҫапах ку унӑн вӑхӑтне перекетлеме май парать.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек йӗркене Шупашкарти пур поликлиникӑра та пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи Республика лапамӗнче 25 метр ҫӳллӗш пулать. Ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатасшӑн тесе хула тӳре-шари пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупассине те эпир асӑннӑччӗ.
Халӗ Шупашкарти тӗп чӑрӑша вырнаҫтарса пӗтернӗ. 25 метр ҫӳллӗ елка ҫинче тӑван халӑхӑмӑрӑн элеменчӗсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсем — 60 сантиметртан пуҫласа 140 сантиметр таран диаметрлӑ ҫуталакан ҫӑлтарсем, 60 штук вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хӗвеле, килӗшӳпе ҫураҫӑва палӑртаҫҫӗ.
Чӑрӑша раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫутатма тытӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ елкӑна ҫутиччен савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑвах йӗркелеме палӑртать.
Шупашкарта Ҫӗнӗ 2016 ҫулхи символӗн конкурсне ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
«Ҫулталӑк палли» конкурс раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗчен пырӗ. Ҫавӑнпа ӗҫсене унччен илсе ҫитермелле. Йӗркелӳ комитечӗ Шупашкарти Э.М.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ӳнер шкулӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӗҫсене унта кӗтеҫҫӗ.
Конкурса уйрӑм ҫын е ушкӑн ӑсталанӑ япаласене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене тӑмран, пластилинран, тӑварлӑ чустаран, ҫипрен, пусмаран, хутран, вӗтӗ шӑрҫаран, йывӑҫран тата ытти материалтан хатӗрлеме пулать. Ӗҫсен ҫӳллӗшӗ 10–50 сантиметр пулмалла. Унта ят-шыва, ӳсӗме, ӗҫ ятне тата ӗҫ йӗркине кӑтартнӑ хут ҫыпӑҫтармалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене тӗрлӗ ӳсӗмре палӑртӗҫ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хальхи пултарулӑхӑн «Ҫеҫпӗл» академийӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |