Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: элтепер

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, пушӑн 12-мӗшӗнче, ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерет. Унта федерацири, республикӑри, округсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен 80 ытла журналисчӗ регистрациленнӗ. Ҫав шутра - ҫӗршыври ҫӗнӗ регионсенчисем те.

Хальхинче пресс-конференцире республикӑри ҫынсен ыйтӑвӗсене те парӗҫ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ журналистсем ыйтӑвӗсене электрон черетпе параҫҫӗ

Унта вара куар-кодпа лекме пулать.

Пресс-конференцие Олег Николаевӑн телеграм-каналӗнче, «Контактри» «Олег Николаев» страницӑра курма пулать. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ.

 

Вӗренӳ
"На связи" сайтри сӑн
"На связи" сайтри сӑн

Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрриничи вӑрман техникумне ҫӗнӗрен хута ярасси пирки каланӑччӗ. Халӗ вара тӳре-шара шухӑшӗ улшӑннӑ. Техникум пулмӗ.

Олег Алексеевич депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче технологи техникумӗ пур, кӑҫал вӑл «Вӑрман тата вӑрманпа парк хуҫалӑхӗ» специальноҫпе лицензи илме хатӗрленет. Ҫитес ҫул вара «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» тата «Ҫӗр ӗҫӗ» специальноҫсемпе лицензи илесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://forum.na-svyazi.ru
 

Спорт
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Кӗрешӳ» спорт центрӗ уҫӑлӗ.

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарта Наци кӗрешӗвӗн тӗнчери пӗрремӗш вӑййи иртрӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӗрешӳ енӗпе ӗҫлекен уйрӑмсене кашни районпа хулара уҫмалла тесе хушнӑ. Раштав вӗҫӗнче вара Олег Николаев республикӑра Наци кӗрешӗвӗсен центрӗ кирлине палӑртса хӑварнӑ.

Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров «ТАСС» информаци агентствине пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кӗрешӳ» центра Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче ака уйӑхӗнче уҫӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/sport/19965593
 

Статистика

Кӗпӗрнаттӑрсен кӑрлач уйӑхӗнчи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ хыҫҫӑн «Медиалоги» танлаштарӑм хатӗрленӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев унта 14 йӗркерен 13-мӗшне йышӑннӑ. Унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 3473 хутчен асӑннӑ.

Танлаштарӑмра малти йӗркесене Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Роман Бусаргин йышӑннӑ. 14-мӗш йӗркере – Мари Эл пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров республикӑра ертсе пыракан ҫынна Пуҫлӑх мар, Элтепер теме йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Пуҫлӑх администрацийӗ 30 ҫул тултарнӑ ятпа иртнӗ ҫавра сӗтӗлре каланӑ. Николай Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку ҫулпа Тутарстан кайнӑ. Унта -Раис.

Ҫакна шута илсе Николай Федоров Элтепер сӑмахпа усӑ курассине ҫаврӑнӑша кӗртесси пирки шутлама сӗннӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне чӑвашла цитатӑсемпе те усӑ курнӑ.

Ҫырӑвӑн пуҫламӑшӗнче вӑл, сӑмахран, паллӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейӗн этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волков академик каланине илсе кӑтартнӑ. «Кашни ҫынна е уйрӑм халӑхӑн шӑпине виҫӗ юрату тытса пырать: ачасене юратни: ӗҫе юратни: Тӑван ҫӗршыва юратни», – тесе аса илтернӗ Олег Николаев Геннадий Никандрович сӑмахӗсене. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев каланине те асӑнса хӑварнӑ: «Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнланса пурӑнни, пӗрне пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать… Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр».

«Пурте пӗрле кар тӑрса, харӑссӑн утсан, йывӑрлӑхсем те сирӗлӗҫ, ҫул та кӗскелӗ!» — тесе вӗҫленӗ Ҫырӑва Олег Николаев.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш Енре - Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ.

Ҫулталӑка официаллӑ майпа уҫасси йӑлана кӗнӗ. Экологи ҫулне кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ыран, уҫма палӑртнӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.

Унта влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, общество ӗҫӗсене хастар хутшӑнакансем, шкул лесничествине хутшӑнакансем, педагогсем, наставниксем, ӑсчахсем, экологсем, вӑрманҫӑсем хутшӑнӗҫ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарать. Пӗлтӗр Олег Николаев Ҫырӑва кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вуланӑ. Кӑҫал вара унпа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллаштарӗ.

Халӗ ҫынсенчен сӗнӳсем пуҫтарма тытӑннӑ. Ҫырура Элтепер ҫитес малашлӑх валли тӗллевсем лартать.

Хальлӗхе Элтепер Ҫырӑва ӑҫта вуласси паллӑ мар. Унччен ку мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата прокуратура ветеранӗ Иван Григорьев 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов та килнӗ.

1942-1945 ҫулсенче Иван Григорьевич фронтра пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл юридици пӗлӗвӗ илнӗ, 1950 ҫулсенче прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку тытӑмра 15 ҫул ӗҫленӗ, прокурор ҫумӗ таран ҫитнӗ. Кайран Иван Григорьев влаҫ органӗсенче вӑй хунӑ.

Эдуард Гиматов ветерана ЧР Элтеперӗн Тав хутне тата сехетне панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Кӳршӗре
ptoday.ru сайтри сӑн
ptoday.ru сайтри сӑн

Хусанта пурӑнакан ҫынсем вӑхӑта 2 сехет куҫарма ыйтаҫҫӗ. Унашкаллисем нумаййӑн тупӑннӑ.

Хусансем Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнаҫҫӗ. Чылайӑшне ку килӗшмест иккен. Хусана куҫса килнисем ку вӑхӑта халӗ те хӑнӑхаймаҫҫӗ имӗш, вӗсене кун ҫути кӗске пулни тӗлӗнтерет-мӗн.

Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ унччен сехете куҫарма килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_353260
 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 179
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем