Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: эрех

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан пилӗк ҫынна сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен тӗлӗшпе следстви пырать.

Малтанах 49 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Следовательсем тишкернӗ хыҫҫӑн ку ӗҫе пӗрле пурӑнакан 40-ри хӗрарӑм та явӑҫнӑ тесе шухӑшланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 37-ри пӗлӗшӗ, унӑн 41 ҫулти упӑшки тата вӗсен 39 ҫулти пӗлӗшӗ ҫак ӗҫпе аппаланнӑ-мӗн.

Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗрремӗш тытса чарнӑ арҫыннӑн килӗнче сӑмакун юхтарнӑ. Унта вара фенилэтанол пур. Кайран сӑмакуна ҫӳлерех асӑннӑ ытти ҫынсене салатнӑ. Лешсем вара сутнӑ.

Ҫурта ухтарнӑ чухне сӑмакун аппаратне, 550 литр сӑмакун тата пӑрака туртса илнӗ. Халӗ следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34763
 

Республикӑра

Полицейскисем «Алкоголь-Табак» ятпа мероприяти ирттернӗ. Ку пӗр эрне ытларах иртнӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 13–22-мӗшӗсенче ШӖМ ӗҫченӗсем 640 тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем ҫакна контрабанда, спирта тата пируса саккунсӑр майпа сутнине тупса палӑртас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче полицейскисем 2500 литр пахалӑхсӑр эрех туртса илнӗ.

Ятарлӑ операци вӑхӑтӗнче 9 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 4 административлӑ протокол ҫырнӑ.

Пахалӑхсӑр эрех ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ. Аса илтерер: 2015 ҫул вӗҫӗнче республикӑра темиҫе ҫын «суя» эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34254
 

Раҫҫейре

Нумаях пулмасть Раҫҫейре чи йӳнӗ эрехӗн хакне хӑпартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ытти эрех хакӗ, шурӑ эрехсӗр пуҫне, ҫаван пекех юлассине хыпарланӑччӗ. Чиновниксем шампань эрехӗн хакне те ӳстерме палӑртнӑ. Ку ҫӗнӗлӗх утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫа кӗмелле.

Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа чи йӳнӗ шампань эрехӗшӗн нумайрах тӳлеме тивӗ. Савутран ӑна сахалтан та 115 тенкӗпе сутӗҫ. Курттӑммӑн туянакансем вара 133 тенкӗпе илӗҫ. Лавкка сентри ҫинче вара сахалтан та 165 тенкӗ пулӗ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хамӑр патра туса кӑларнӑ шампань эрехӗ вӑтамран 220 тенкӗ тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33981
 

Статистика

Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.

2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.

Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.

Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑри следстви органӗсем Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан усламҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 46 ҫулти арҫын сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ентешӗсене икӗ ҫул сӑмакун сутнӑ. Шӗвеке вӑл литр ҫурӑллӑ кӗленчесен янӑ. Унӑн хваттерӗнче шырав ирттернӗ хыҫҫӑн сӑмакун аппаратне тата 1,1 тонна кӑрчамапа ханша тупнӑ. Вӑл ӑна 200 литр кӗрекен пичкесенче упранӑ.

Спирт шӗвекне судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ку преступленишӗн тӗрмене 2 ҫул таранах лартма пултараҫҫӗ.

 

Сывлӑх «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем эрехпе наркӑмӑшланнӑ арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ача икӗ ҫулта кӑна-ха.

Ку кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗри ачана, эрехпе наркӑмӑшланнӑскере, Шупашкарти пӗр пульницӑн реанимацине вырттарнӑ.

Ҫав пульницӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ачана ахаль палатӑна куҫарнӑ, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Икӗ ҫулти ача эрехпе мӗнле наркӑмӑшланнӑ? Хальлӗхе тӗпчесе пӗлеймен-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80849
 

Хулара

Чӑваш Енре пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттернӗ чухне эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури уявӗсенче те ҫак йӗркене пӑхӑнӗҫ.

Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, массӑллӑ мероприятисен, ярмӑрккӑсен вӑхӑтӗнче эрех-сӑра сутма юрамасть.

Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 17 сехетрен пуҫласа карлачӑн 1-мӗшӗнчи ирхи 8 сехетчен, алкоголь шӗвекӗ сутма юрамӗ. Ку — массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ вырӑнта кӑна. Ҫакӑ Шупашкарта Ярославль, Ленинград, Карл Маркс, К.Иванов, К.Ефремов, Воробьев композиторсен урамӗсенче, Ехрем купса бульварӗнче, Президент бульварӗнче, Юханшыв порчӗн лапамӗнче Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫнӑ суту-илӳ предприятийӗсене пырса тивет.

Ҫавӑн пекех Сурхури уявӗнче, карлачӑн 6-мӗшӗнче 17 сехетрен пуҫласа тепӗр кунхи ирхи 8 сехетчен эрех-сӑра сутма чарӗҫ.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗнче контрафактлӑ эрехпе виҫӗ ҫын наркӑмӑшланса вилсен кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, айӑпланакансене тытса чарнӑ. Ун чухне наркӑмӑшлӑ 900 ещӗк эрех туртса илнӗ. Анчах пирӗн республикӑра ҫакӑ кӑна пулман-мӗн. Халӗ туртса илнӗ контрафактлӑ эрех 2 пин ещӗкрен иртнӗ. Кашни ещӗкре — 20 кӗленче.

Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗленчесем ҫинче суя акциз пулнӑ. Эрехе чӑн-чӑнни тесе сутнӑ. Анчах ӑна вӗсем самай йӳнӗпе ярӑнтарнӑ.

Чӳк уйӑхӗнче наркӑмӑшланса вилнӗ виҫӗ ҫын эрехе алӑран туяннӑ. Унра метанол тупнӑ. Следстви шухӑшӗпе, контрафакта Мускав облаҫӗнчен илсе килнӗ.

Следстви управленийӗнче иккӗленӳллӗ эрех пирки пӗлтермелли лини ӗҫлет. Асӑрханма сӗнеҫҫӗ. Эрех йӳнӗ пулнине курсан сисчӗвленмеллех, алӑран туянмалла мар.

 

Республикӑра

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Право йӗркине тытса тӑрас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ.

Унта наркотика тата психотроплӑ ытти япалана хирӗҫ кӗрешессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Элтепер яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пушӑ вӑхӑт пуррипе алхаснине палӑртнӑ. Ӗҫлӗ пулсан наркотикпа айкашма та вӑхӑт юлмасть тесе шухӑшлать вӑл.

Эрех-сӑра сиенӗ пирки те калаҫнӑ. Республика пуҫлӑхӗ сутлӑха пахалӑхсӑр эрех лекни ҫинчен те чарӑнса тӑнӑ. «Ҫынсем йӳннине кура илеҫҫӗ. Пирӗн ку процеса сӑнаса кӑна лармалла мар. Тухӑҫлӑн витӗм кӳмелле», — тесе каланӑ Элтепер. Ҫав шутра пахалӑхлӑ эрехе ӑҫта туянма май пуррине ӑнлантармаллине те Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ.

Сӑнсем (11)

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть республикӑра виҫӗ ҫын ром ӗҫнӗ хыҫҫӑн вилни пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӑхра сас-хура тухнӑ тӑрӑх, хӗрпе каччӑ реанимацире вилнӗ. Ишлейре хӑнара пулнӑ хӗрарӑм вара Кӳкеҫ пульницинче куҫне хупнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӑватӑ ҫынна айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсене аслӑ суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ.

Ҫакна тума пултарнӑ тӑватӑ ҫынна кӗске вӑхӑтрах тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче — коммерци организацийӗн тӗп директорӗ, унӑн амӑшӗ, еркӗнӗ тата вӗсен пӗлӗшӗ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене Пуҫиле кодексӑн 238-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн 10 ҫул таранах йӗплӗ пралук леш енне ӑсатма пултараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем