2019 ҫулта йӗркеленнӗ DIVA чӑваш ушкӑнӗ авалхи чӑваш юррисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелет. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйне евӗр илемлӗ янӑравне упраса хӑвараҫҫӗ.
DIVA – аббревиатурӑна чӑваш руна элемӗсенчен йӗркеленӗ. «Чӑнлӑх, юрату, пӗрлӗх тата шанчӑклӑх патне ҫул тытни, аталану тата пӗрне-пӗри пулӑшни». Ҫапларах куҫарма пулать ӑна.
DIVA репертуарӗнче – XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчи – ХX пуҫламӑшӗнчи юрӑсем.
Ушкӑн Russian World Music Awards премие тивӗҫнӗ, 2019 ҫулта Ӗпхӳре иртнӗ «Musafir» фестивале, ҫав ҫулах Питӗте пулнӑ «Добровидение», 2021 ҫулта Улан-Удэре йӗркеленӗ «Золотой голос Байкала», 2022 ҫулта Екатеринбургра пулса иртнӗ «Ural Music Night» фестивальсене хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ушкӑн Мускаври Хӗрлӗ лапамри Пӗчӗк сцена ҫине тухӗ. Унта Раҫҫейри халӑхсен наци литературин фестивальне хутшӑнса ирттерекен концерт 12 сехетре пуҫланӗ.
Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш тумне кӑтартнӑ. Унпа республикипе паллӑ «Паха тӗрӗ» фабрика паллаштарнӑ.
Мускаври этноподиума фабрика чӑваш тӗрриллӗ сцена тумне илсе кайнӑ. Куракансем умне тухнӑ пикесен ҫипуҫӗ пӗри тепринчен шукӑльрех те илӗртӳллӗрех пулнӑ.
«Эпир Мускава илсе кайнӑ тум-тир пирӗн асаннесемпе ватӑ асаннесем епле тӑхӑннине кӑтартса парать. Ку вӑл тӗрлӗ ӑрури модӑпа стиле хаклама май парать», — теҫҫӗ «Паха тӗрӗре».
Хӗрлӗ Чутайӗнчи истори ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Икӗ хутлӑ йывӑҫ шкул ҫуртне реставрацилессин проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ӑна Пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Культура эткерлӗхӗн объекчӗн адресӗ – Хӗрлӗ Чутайӗнчи Совет урамӗнчи 5б ҫурт.
Вӑл ҫурт XIX ӗмӗр вӗҫӗнче – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑпартса лартнӑ общество ҫурт-йӗрӗн паха тӗслӗхӗ шутланать. Хальхи вӑхӑтра икӗ хутлӑ ҫуртпа усӑ курмаҫҫӗ.
Реставраци вӑхӑтӗнче ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ, анчах унӑн малтанхи сӑнне упраса хӑварӗҫ.
Шупашкарти Арбитраж сучӗн ҫуртне тӗпрен юсасшӑн. Ҫав ҫурт хулари Ленин проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Реставраципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем нумаях пулмасть патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.
Тӑватӑ хутлӑ кирпӗч ҫурта 1954 ҫулта хӑпартнӑ. Малтан ӑна Электроаппаратура завочӗн общежитийӗ тесе тунӑ. Проект авторӗ – паллӑ чӑваш архитекторӗ Феофан Сергеев.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫав ҫуртра 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Ун валли хӑй вӑхӑтӗнче шалти планировкӑна тата кӗмелли алӑка улӑштарнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ объекта культура эткерлӗхӗ пулнӑ май упрамаллисен шутне кӗртнӗ.
Ҫав шутра Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Успени паркӗ пур. Ӑна XIX ӗмӗрӗн варринчех йӗркеленӗ. Тепӗр ҫавӑн пек объект — асӑннӑ хулари чултан тунӑ икӗ хулӑ ҫурт. Ӑна 1908 ҫулта хӑпартнӑ. Вӑл Николаев урамӗнчи 48-6-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Тата тепӗр ҫурт — Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишекри Тӗп урамри 7-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна 1870 ҫултах туса лартнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӑл ҫуртра вырӑнти краеведни ҫурчӗ вырнаҫнӑ.
Шупашкарти ҫурма ротондӑна историпе культура палӑкӗсен йышне кӗртнӗ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пуринчен хыпарланӑ.
Сӑмах Юрату сӑмсахӗнче вырнаҫнӑ архитектура сооруженийӗ пирки пырать. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурма ротондӑна чӑваш архитекторӗ Феофан Сергеев 1955 ҫулта хӑпартнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишекри Тӗп урамри 7-мӗш ҫурта регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ тесе йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта 1870 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи Александр Иванов Костин купса пулнӑ. Ишекри чиркӗве пыракансем ҫав ҫуртра ҫӗр каҫма пултарнӑ. Пӗрремӗш хутра апатланма май туса панӑ, иккӗмӗшӗнче — ҫӗр каҫма.
Ҫав купсан вулӑсра пӗртен пӗр кирпӗч савучӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех пир тӗртмелли савут тата шыв арманӗ тытнӑ. Хӑй вара вулӑсри судья пулнӑ. Унӑн ҫемйи Чанкассинче пурӑннӑ. Кил хуҫи вилсен ҫемье Шупашкара тухса кайнӑ, Ишекри пӳрт самай вӑхӑт пушӑ ларнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче унта блокадӑри Ленинградран илсе килнӗ ачасене усранӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсенче хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ачасен интерначӗ пулнӑ. Ишеке аякри ялсенчен вӗренме ҫӳрекен ачасем те унта пурӑннӑ. 1983 ҫулта вырӑнти «Слава» совхозӑн музейне уҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта Ишекри таврапӗлӳлӗх музейӗ вырнаҫнӑ.
«Савӑнмалли пурах. Елчӗк тӑрӑхӗнчи стеласем ҫине ялсен ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса вырнаҫтарнӑ», — хавхаланса хыпарланӑ иртнӗ канмалли кунсенче тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
«Чӑвашла ял ятне пы-ысӑк сас паллисемпе ҫырни уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Маттур ҫав ман ентешсем! Кунта Чӑвашла пурӑнни аякранах курӑнать. Раҫҫей нумай чӗлхеллӗ ҫӗршыв, ытти халӑхсене сума сӑвасси вара тӑван чӗлхене, культурӑна хакланинчен пуҫланать», — пӗтӗмлетнӗ Елчӗк чӑвашӗ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче «Чӑваш халӑх еткерлӗхӗ» ятпа регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Ӑна Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелӗ.
Фестивале Чӑваш Енпе, чӑвашсен историйӗпе, этносӗпе тата культурипе паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫаксем: шкул таврапӗлӗвӗ, археологи таврапӗлӗвӗ, экологи таврапӗлӗвӗ, ҫарпа истори таврапӗлӗвӗ, туризм таврапӗлӗвӗ, литература таврапӗлӗвӗ, музыка таврапӗлӗвӗ. Унта 14-26 ҫулхи вӗренекенсемпе студентсене, ҫавӑн пекех вӗсен ертӳҫисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.
Фестиваль «Чӑваш Керем» этнографи комплексӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре «О нематериальном этнокультурном достоянии Российской Федерации в Чувашской Республике» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн пурлӑх мар этнокультура пуянлӑхне Чӑваш Республикинче упрасси) саккун проектне ырланӑ.
Ҫавна май Чӑваш Енӗн Культура министерстви этнокультура пурлӑхне тупса палӑртас, тӗпчес, усӑ курас, актуализацилес, упраса хӑварас тата халӑхра сарас енӗпе ӗҫлӗ. Наципе культура автономийӗсене пулӑшассишӗн тата этнокультурӑн пурлӑх мар эткерлӗхӗн объекчӗсен регионти пӗрехи реестрне хатӗрлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |