Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах памашкӑн заявлени ҫырнисем хӑйсен пӗлӗвне малалла тӗрӗсленӗ. Ӗнер Шупашкарти 48-мӗш шкула общество пӗлӗвӗпе тата литературӑпа экзамена пуҫтарӑннӑ.
Общество пӗлӗвӗпе экзамен тытма малтанласа 102 ҫын заявлени ҫырнӑ. Патне ҫитсен вӗсенчен шӑп та лӑп ҫурри пынӑ. Литературӑпа пӗлӗве тӗрӗслес кӑмӑл пуррине 34-ӗн систернӗ, анчах парта хушшине 13-ӗн ҫеҫ ларнӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытнине ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.
Ыран Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн резерв кунӗсем пуҫланӗҫ. Ку тапхӑрта та унчченхи ҫулсенче шкул вӗренсе пӗтернисем, техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслейӗҫ. Ун чухне ППЭӗн малтанхи тапхӑрӗн тӗп кунӗсенче парта хушшине ларайманнисене кӗтеҫҫӗ. Ыран акӑлчан чӗлхипе, химипе, информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе, географипе тата историпе экзамен тытӗҫ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.
ZaRulem.ws портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче таксиста тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. Кайран 26 ҫулти каччӑ тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑна Канаш хулинче тытса чарнӑ. Вӑл унта кукамӑшӗ патӗнче пытанса пурӑннӑ. Ӑна Канашри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраса тупнӑ. Ӑна Мускав облаҫне конвойпа илсе кайнӑ. Кун валли ятарласа Балашихӑри полицейскисем килнӗ.
Ҫамрӑкскертен следовательсем ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Енрен унта икӗ пике суйланнӑ: Ҫӗнӗ Шупашкарти 21-ри Анна Швецова тата Атӑл леш енче пурӑнакан 18 ҫулти Юлия Полячихина.
Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, конкурсӑн сайтӗнче ҫӗршыври чи чипер пикесемшӗн интернет-сасӑлав пуҫланнӑ. Ӑна йӗркеленисем ӗнентернӗ тӑрӑх, финалта тӳресен хаклавне кӑна мар, тӗнче тетелӗнче сасӑланине те шута илӗҫ.
Юлия маларах ытти тӗрлӗ конкурсра та ҫӗнтернӗ. Вӑл — «Раҫҫей туризмӗ вице пике — 2016», «Атӑл пики топ 10», «Miss globe топ 10 — 2016», «Apollon вице мисс — 2017». 2016 ҫулта вӑл «Чӑваш пики» ята ҫӗсе илнӗ. Пулас журналистка Францинче тата Японинче модель пулса ӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗршыври чи хитре пикене ака уйӑхн 14-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей пики» наци конкурсӗнче Чӑваш Ен тата Шупашкар ятне икӗ чиперкке хӳтӗлет. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») портал хыпарлать.
Конкурс пуҫланнӑ ӗнтӗ. Унта пирӗн республикӑран Атӑл леш енче пурӑнакан 18 ҫулти Юлия Полячихинӑпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 21-ри Анна Швецова хутшӑнаҫҫӗ. «Маншӑн пӑшӑрханнисене, манпа пӗрле кастингсем витӗр тухнисене, эпӗ «Раҫҫей пики — 2018» конкурса хутшӑнасса ӗненнисене пурне те тав тӑватӑп. Эпӗ ҫӗршыври чи чипер 50 пике йышӗнче тӑнишӗн чунран савӑнтӑп», — ҫапла ҫырнӑ Анна Швецова Instagram халӑх тетелӗнче. Конкурса хутшӑнакан тепӗр чиперук вара Юлия Полячихина сасӑлав пуҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине палӑртнӑ, вӑл та Чӑваш Енре пурӑнакансем хай майлӑ пуласса шанать.
Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑк шурӑ халатлисене хӑйӗн асламӑшӗ патне чӗнсе илнӗ. Анчах кайран мӗн пайлайман-ши — пулӑшма ҫитнӗ шурӑ халатлисене хваттерти пӳлӗмсенчен пӗринче питӗрсе хунӑ. Каччӑ вӗсене пӗр сехете яхӑн тытса тӑнӑ. Хӑй тепӗр енче кӑшкӑрашнӑ, усал тӑвассипе хӑратнӑ имӗш.
Каччӑ туалета кайсан тухтӑрсенчен пӗри алӑка ҫапса ватнӑ та ӗҫтешӗпе иккӗшӗ хваттертен тухса тарнӑ.
Ҫамрӑк хӑй тӗрӗс мар хӑтланнине кайран ӑнланнӑ курӑнать, тӗпчевҫӗсем вӑл айӑпа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫынсене ирӗксӗр хӑварнӑ фактпа пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти суда ярса панӑ.
Ӗнер пирӗн ҫӗршывра, ҫав шутра Чӑваш Енре те, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах тытмалли тапхӑр пуҫланчӗ. Экзаменсене халех тытма 266 ҫын заявлени ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӗсен хушшинче – пӗлтӗр вӗренсе тухнисем, колледжсемпе техникумсен студенчӗсем. Маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫланчӗ те ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ӗнер ҫамрӑксем информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе, ҫавӑн пекех географипе пӗлӗве тӗрӗсленӗ.
Информатикӑпа экзамен халех тытас шухӑшлисем малтанласа 17 ҫын, георграфипе 8-ӑн пулнӑ. Ҫапах та ӗнерхи тӗрӗслеве вӗсем пурте хутшӑнман. Информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе парта хушшине 9 ҫын ларнӑ, географипе - виҫҫӗн.
Нумаях пулмасть «Кӑмакаҫӑ ӗҫӗ» компетенци енӗпе «Ҫамрӑк профессионалсем» наци чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑх техникумӗн студенчӗ Михаил Федоров ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Ӑмӑрту Чулхулара пуш уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче иртнӗ. Чи лайӑх кӑмакаҫӑ ятне тивӗҫессишӗн регион шайӗнче ҫӗнтернӗ 6 ҫын тупӑшнӑ. Вӗсем Ленинград, Киров, Чулхула облаҫӗсенчен, Карелирен, Чӑваш Енрен тата Красноярск крайӗнчен. Конкурсҫӑсем темиҫе кун тупӑшнӑ. Пӗтӗмлетӳ акӑ мӗнлерех: пирӗн ентеш Михаил Фёдоров пуринчен те маттур!
Палӑртмалла: кӑмака тӑвас енӗпе Чӑваш Енри тепӗр каччӑ та унччен ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Вӑл ҫав техникумрах ӑс пухакан Иван Тиманов. Ваня 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Краснодарта иртнӗ конкурсра мала тухнӑ.
Суйлав кампанийӗсем вӑхӑтӗнче политика партийӗсем хастарланма, халӑхпа тӗл пулма ӑнтӑлни вӑрттӑнлӑх мар.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Куславккари пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен хулара митинг ирттерме шухӑшланӑ. Вунӑ кун маларах вӗсем ҫырупа вырӑнти тӳре-шара ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе паллаштарнӑ, урамра пӗрле пухӑнма ирӗк ыйтнӑ. Митингсене, паллӑ ӗнтӗ, пули-пулми вырӑнта йӗркелеймӗн — ятарласа палӑртнӑ ҫӗрте кӑна. Куславккара ун пекки — унчченхи «Октябрь» кинотеатр умӗнчи лапам.
Ҫыру авторӗсене тепӗр икӗ кунтан район администрацийӗнчен «Молодая гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех урӑх сӗнӳпе тухнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем пролетариат ҫыравҫи А.М. Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине флешмоб ирттерсе уявлама шухӑшласа хунӑ-мӗн.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФКП райком ҫыруҫи И.Е. Кузнецов тата Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Р.С. Асадуллин унчченхи кинотеатр умӗнче 11 сехетчен тӑнӑ, анчах ҫамрӑксем флешмоба тухман имӗш. «Ҫыравҫӑ пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мар, 28-мӗшӗнче ҫуралнӑран васкас темен пулинех?
Сӗнтӗрвӑрринчи прокуратура тата унти суд органӗ тӑлӑх каччӑна хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳснӗскер ҫурт-йӗр ҫуккипе нушаланнӑ. Хвтатер черетне вӑл 2013 ҫултах тӑнӑ.
Тӑлӑхсене, пӗлетпӗр ӗнтӗ, пурӑнмалли кӗтеспе патшалӑхӑн тивӗҫтермелле. Анчах вырӑнти тӳре-шара ҫакна тума пур чухне те васкамасть. Кӗтсе ывӑнсан хастартараххисем надзор органне ҫӑхавпа вӗҫтереҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри каччи те выртан чул айне шыв лекмессине аван ӑнланнӑ — прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем ҫамрӑка пулӑшма килӗшнӗ. Ара, саккун та тӑлӑха майлӑ та-ха.
Кӗҫех прокуратурӑран вырӑнти суда тавӑҫпа тухнӑ. Пурӑнмалли кӗтессӗр нушаланакан каччӑна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн район администрацине хушнӑ. Тӳре те тӑлӑха майлӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |