Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫул тунӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялӗпе ҫыхӑнтарать.
Ҫул тӑршшӗ — 150 метр. Пӑр ҫийӗн каҫмалли ҫула транспорт тата ҫуран ҫӳрекенсем валли сарнӑ. Транспорт виҫи 3 тоннӑран ытла пулмалла мар. Пассажирсене лартма юрамасть.
Юханшыв урлӑ каҫмалли ҫула ҫуркунне сӳтӗҫ.
«Сӑр» автоҫулӗ ҫинче йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пункт вырнаҫтарнӑ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ тӗлӗнче. Хальлӗхе тытӑм сӑнавлӑ мелпе ӗҫлӗ, кайран, виҫӗ уйӑх иртсен, штатлӑ режим ҫине куҫӗ.
Машинӑсене автоматизациленӗ мелпе виҫекен пункт транспортӑн пӗтӗмӗшле виҫине, кашни тӗнӗлне тивекен йывӑрлӑха палӑртаҫҫӗ. Электрон информацие кӑтартакан табло ҫине пӑхсан водитель хӑйӗн машини епле тайнине курӗ. Тытӑм правӑна административлӑ майпа пӑснине шута илекен центра хӑех пӗлтерет.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пӗрремӗш пункт «Шупашкар-Сурски» автомобиль ҫулӗ ҫинче Улатӑр районӗнче уҫӑлнӑ. Ӑна пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ӗҫлекенсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшни пирки хӑйсен Инстаграмри страницинче час-часах пӗлтереҫҫӗ. Паян та вӗсем ҫынна ырӑ тунӑ.
«Ҫул ҫинче фура ҫапса хӑварнипе вилесси хӑрушӑ», — тесе ҫырнӑ @gibdd21 пабликра. Ҫухату ҫыннӑн ҫемйине пысӑк хуйхӑ илсе ҫитерет. Хамӑр пирки шухӑшламасан та тӑвансемшӗн пӑшӑрханар.
Ҫуран ҫӳрекен пӗр ҫын федераци ҫулӗн хӗррипе утнӑ. Вӑл ҫула май транспорт ҫӳрекен енпе пынӑ. Ун ҫумӗнче машинӑсем аякран курӑнмалли нимле паллӑ та пулман. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Ара, водительсене тӗттӗмре ҫынна асӑрхама йывӑр-ҫке.
Ҫуран ҫӳрекене пакунлисем Хусан енне каякан ҫула май машинӑпа лартса янӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул хӗрринче выртакан ҫынна пулӑшнӑ. «Пулӑшу кирлӗ ҫынсенчен пӑрӑнса ан иртӗр», — чӗнсе калаҫҫӗ вӗсем.
Патрульпе ҫула тухнӑ инспекторсем ҫул хӗрринчи тротуар ҫинче ҫын выртнине асӑрханӑ. Пакунли машинӑна чарнӑ та ҫуран ҫӳрекен патне пынӑ, мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утайманни палӑрнӑ.
Ҫав вӑхӑтра ҫулпа иртсе пыракан тепӗр машина та чарӑннӑ. Унӑн водителӗ васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ.
Инкеке лекнӗ ҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ шкула вӗренме ҫӳрекен ачасен машина ҫулӗпе ҫӳреме тивет. Кун пирки «Прo Гoрод» хаҫат хула ҫыннисем пӗлтернине кура хыпарлать.
Ачасен автомобиль ҫулӗпе утма тивнишӗн машинӑсем айӑплӑ. Тротуара вӗсем йышӑнаҫҫӗ иккен.
Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва 14-мӗш тата 16-мӗш шкулсен ҫывӑхӗнче асӑрхама пулать. Асӑннӑ шкулсем Ельниково микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Тротуара машинӑсем халӗ, хӗлле, юр ҫунӑ хыҫҫӑн, ярса илнӗ иккен.
«Семенов урамӗнче тротуар туса парасса эпир вӑрах кӗтрӗмӗр. Анчах ачасен пӗрех ҫулпа утма тивет, мӗншӗн тесен машинӑсене тротуар ҫине лартаҫҫӗ», — пӗлтернӗ пӗр хӗрарӑм кӑларӑма.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Федерацин пассажир компанийӗ 11 ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ организаци «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар яваплӑ обществин шутланать. Предприяти хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри пассажир кунне ирттерме йышӑннӑ.
Купе вакунӗсенчи ҫӳлти вырӑнсене раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен билет туянса ӗлкӗрекенсене ҫур хакпа сутӗҫ. Акципе усӑ курас тесен раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫула тухса ӗлкӗрмелле.
Йӳнӗ хакпа билетсене Чулхулапа Питӗр, Хусанпа Мускав, Хусанпа Ижевск, Шупашкарпа Первомайск тата ытти хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем ҫине туянма пулать. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Чулхулари чукун ҫулӑн корпораци коммуникацийӗсен службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Акципе «Раҫсейӗн чукун ҫулӗсем» АУОн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур.
Красноармейски районӗнче Ҫырмапуҫ ялӗнче Хӗл мучипе Юр пике ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ. Ял ҫыннисем ӑна тахҫантанпах кӗтнӗ, савӑннӑскерсем уяв тунӑ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти Хӗвелтухӑҫ урамӗнче иртнӗ. Хӗпӗртемесӗр! Ара, ҫынсем ҫӗнӗ ҫул сарма хӑйсем те укҫа пухнӑ. Кашни килтен 16500 тенкӗ тухнӑ.
Укҫана ҫу уйӑхӗнче пухса пӗтернӗ. Документсем хатӗрлесенех, авӑн уйӑхӗнче, ҫул тума тытӑннӑ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Халӗ ав ҫак кунсенче ҫырмапуҫсем савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ.
«Улатӑр–Канаш» расписанипе ҫӳрекен пуйӑс раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ хыҫҫӑн урӑх расписанипе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗнӗ расписани 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫирӗплетнӗ.
«Канаш – Улатӑр» маршрутпа пуйӑс ирхи 4 сехет те 48 минутра хускалӗ (ку вӑл хальхинчен 3 минут каярах тенине пӗлтерет); Улатӑра 7 сехет те 14 минутра (хальхинчен 8 минут каярах) ҫитӗ.
«Улатӑр – Канаш» маршрутпа пуйӑс 4 сехет те 52 минутра тапранӗ, Канаша 7 сехет те 16 минутра ҫитӗ (хальхинчен 7 минут каярах).
Хуҫалӑх пуйӑсӗн расписанийӗ те ылмашӗ. Канашран вӑл 3 сехетре Улатӑра тухса кайӗ, Улатӑртан Канаша килме 6 сехет те 15 минутра тухӗ.
Шупашкартан ҫитес ҫул ҫӗнӗ авиарейссем уҫӑлас шанчӑк питех те пысӑк. А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пур. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Ҫӗнӗ маршрутсене уҫас тӗллевпе аэопорт самай ӗҫ калаҫу ирттернине ӗнентерет. Ҫав шутпа авиакомпанисемпе, республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствипе, республикӑн Элтеперӗпе темиҫе те калаҫнӑ.
«ИрАэро» авиакомпани Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене Шупашкар ҫыннисене ҫулталӑкӗпех турттарма хатӗр. «Руслайн» авиакомпани Екатеринбурга ҫулла вӗҫме килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |