Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫсене вырӑнти ача пахчисенчен пӗри патӗнче тротуар ҫукки пӑшӑрхантарать. Унта сӑмах район центрӗнчи ҫӗнӗ районсенчен пӗрин, Совет урамӗн вӗҫӗнче, вырнаҫнӑ «Крепыш» ача пахчи пирки пырать.
Унтан куллен иртсе ҫӳрекенсен машина ҫулӗпе е симӗс курӑк тӑрӑх (вӑл хытса ҫирӗпленнӗ темелле) иртме тивет. Унтан ача-пӑча та, аслисем те ир-каҫ та, кӑнтӑрла та утаҫҫӗ. Шӑпӑрланӗсене ача пахчине илсе пынисен машинисем ирсерен тата каҫсерен ҫавӑнта шӑкӑрттин ларнине кура урапа айне ним мар лекме пулать.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ постпа нумайӑшӗ килӗшет. Тротуар тахҫанах кирлине вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек палӑртса ҫырнӑ. Ҫавӑнти машинӑсен парковки саккун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть текен те тупӑннӑ.
Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кун тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне (ку ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман) ларнӑ, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑшӑн пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта пуҫлӑх должноҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ара, пуҫлӑха унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн постановлени кӑларнӑ.
«Шӑхасан – Нурӑс» ҫула юсама пуҫлани пирки Пӗрремӗш канал кӑтартнӑ. Анчах репортажра ку ӗҫе лайӑх енчен хакламан.
«12 ҫухрӑм ҫула авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ юсама пуҫланӑ – подрядчике чылай вӑхӑт тупайман. Халӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсем хӑҫан асфальт хума пуҫлассине калаймаҫҫӗ», - тенӗ репортажра. «Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе тума пулать. Анчах эпир куратпӑр: техника тата ҫын сахал», - Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри элчи Илья Васильев федераци телеканалӗн эфирӗнче ҫапла каланӑ.
Халӗ ку ҫулпа машинӑсене ҫӳреме чарнӑ. Анчах маларах кун пирки ЧР Транспорт министерстви те, Чӑвашупрдор та пӗлтермен – пӗр кун ҫак ҫулпа пынӑ водительсем чару палли патӗнче пырса чарӑннӑ. Ҫапах машинӑсем ҫакна пӑхмасарах ҫулпа ҫӳреҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула юсани чылай ҫыншӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ара, тавран ҫаврӑнса ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Аса илтерер: реконструкци авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ.
Ҫак кунсенче комисси ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Унта Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫитнӗ. «Иккӗленӳ ҫук: машинсене ку ҫулпа ҫулталӑк вӗҫлениччен ярӑпӑр», - тенӗ сити-менеджер.
2020 ҫулта Ашмарин урамӗнчен пуҫласа Канаш ҫулӗ таран юсӗҫ. Унта полосасен шутне ултта ҫитересшӗн, магистральпе ҫумӑн тротуар тӑвӗҫ, ҫутӑсем лартӗҫ, светофор тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем пулӗҫ.
Пачах урӑх маршрутпа мар-ха. Ҫапах та улшӑну пулӗ. Хула влаҫӗсем ҫакна халӑх йышлӑн ыйтнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, улшӑну юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пулса иртӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссем ҫапла майпа ҫула «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ылмаштарӗҫ. Унта вӑл сӑнавлӑ мелпе ҫапларах кайӗ: Шупашкарӑн тӗп пайӗнчен кайнӑ чух вӗсем Шупашкар проспектӗнчен И.П. Прокопьев урамне сулахаялла пӑрӑнса кӗрӗҫ. Каялла хулан тӗп пайне кайнӑ чухне И.П. Прокопьев урамӗнчен Шупашкар проспектне тухӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малалла маршрут унчченхиллех юлӗ.
Шупашкарта троллейбус водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.24 статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статья ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене е транспорта тытса пынӑ чух ҫынсен сывлӑхне вӑтам сиен кӳрекенсене пырса тивет.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар вырӑнта 1-мӗш маршрут троллейбусӗ ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑччӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнине пӗлтерчӗ ӗнер. Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем.
Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вӑл та тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма пултарать.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.
Ӗнер Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑ. Троллейбусра ун чухне 40-50 ҫын пынӑ.
Ӗнер ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 26 ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ – ачасем.
«Пилӗк аслӑ ӳсӗмри ҫынна тата ҫул ҫитмен 1 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ 16 ҫынна тата 9 ачана амбулатори мелӗпе сиплеҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство пресс-служби.
Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехет те 38 минутра Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ еннелле пынӑ, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар ҫутӑ юпи ҫине пырса кӗнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче троллейбусра 50-50 ҫын пулнӑ. 15 сехет те 36 минут тӗлне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 ҫын аманнӑ, ҫав шутра – 7 ача. Тепӗртакран, 16 сехет те 12 минут тӗлне, аманнисен йышӗ 25-е ҫитнӗ, вӗсенчен 7-шӗ – ачасем. Вӗсене пурне те пульницӑна тӗрӗслеме илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫур сехетрен аманнисен йышӗ хушӑннӑ: 26 ҫын.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ водитель пулнӑ. Халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен Федерацин пассажир компанийӗ Мускавран Петрозаводска хутлакан ҫӗнӗ маршрут уҫӗ. Унта пуйӑс Питӗр тата Сортавалу урлӑ кайӗ.
Хальхи вӑхӑтра «Карели» фирма пуйӑсӗ «Мускав—Петрозаводск» маршрутӑа хутлать-ха. Кӑҫалхи раштавӑн 3-мӗшӗнчен унта икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнчен уҫӑлакан рейс Мускаври Ленинград вокзалӗнчен 16:00 сехетре хускалӗ, Петрозаводска тепӗр кунхине 12:10 сехете ҫитӗ. Карелин тӗп хулинчен пуйӑс 14:10 сехетре хускалса ҫӗршывӑн тӗп хулине 10:16 сехетре ҫитӗ.
Пуйӑс Тверь, Чудово, Питӗр (Ладога вокзалӗ), Белоостров, Зеленогорск, Выборг чарӑнусенче, Хийтола, Элисенваар, Яккима, Сортавала, Хелюля, Маткаселькя, Янисъярви, Суоярви, Новые Пески, Эссойла, Чална станцисенче чарӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |