Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫыравҫӑсем

Персона
Чӑваш Енри писательсен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри писательсен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Никифор Мранькка ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асра тытса пуҫтарӑннӑ. Унта писательсемпе журналистсем пухӑннӑ.

Пуҫтарӑннисем Мранькка халӑхран тухнӑ ҫыравҫӑ тата ялан халӑхпа пӗрле пулнине палӑртса хӑварнӑ. Кӑмӑлӗпе вӑл тӳрӗ те хӑюллӑ пулнӑ. Граждан тата Тӑваш ҫершывӑн аслӑ вӑрҫисем витӗр тухнӑ.

Мускаври киносценаристсен курсӗнчен вӗренсе тухсан «Союзкинохроника» чӑваш киностудийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Районсенчи парторганизацисене критикленӗшӗн ӑна репрессиленӗ, анчах кайран таса ятне тавӑрнӑ.

Чӑваш халӑх писателӗ, Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Павлов Никифор Мраньккан романне ялта краҫҫын ҫутипе вуланине аса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3443
 

Культура
https://vk.com/club211725618?z=photo-211725618_457241491%2Fwall-211725618_3445 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/club211725618?z=photo-211725618_457241491%2Fwall-211725618_3445 сӑнӳкерчӗкӗ

Хусанта ҫӗртме уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Атӑлҫи, Урал, Ҫурҫӗр Хӗвеланӑҫ тата Алтай халӑхӗсен наци литературин конференцийӗ иртет. Ӑна йӗркелекенни — Раҫҫейри писательсен союзӗ.

Мероприятие чӑваш писателӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Конференцие ҫӗршывӑн 13 регионӗнчи делегатсем пухӑннӑ. Вӗсем Аҫтӑрхан облаҫӗнчен, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Мари Элтен, Мордва, Удмурт, Чӑваш, Карели, Коми республикисенчен, Алтайран, Пермь тӑрӑхӗнчен тата Ханты-Манси автономи округӗнчен килсе ҫитнӗ.

Конференцире наци литературин хальхи вӑхӑтри тӑрӑмне, хальхи авторсене пулӑшассине, регионсем хушшинче литература енчен ҫыхӑну йӗркелессине сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Енрен конференцие Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ Сергей Павлов, Улькка Эльмен прозаик, Кервен поэт хутшӑнаҫҫӗ.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Светлана Асамат ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнеки 1050 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. «Сӑнавҫӑсем» ят панӑскерте прозӑлла хайлавсем кун ҫути курнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Унта 12 калавпа 1 халап кӗнӗ.

Кӑларӑмри калавсенчи тӗп сӑнарсем тавралӑха сӑнама, ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнипе кӑсӑкланма, тӗрлӗ пулӑмпа ӗҫ-пуҫа тишкерме, танлаштарма юратаҫҫӗ иккен. Хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусен хуравӗсене тупаймасан ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне, кукашшӗ-кукамӑшне тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ кӗнеке вулаҫҫӗ-мӗн.

Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Алина Майорова, кенекене ӳкерчӗксемпе Юлия Лутошкина художник илемлетнӗ.

 

Персона
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Драматургия и театральное искусство» (чӑв. Драматурги тата театр ӳнерӗ) ятпа ҫавра ҫӗтел иртӗ. Ӑна Арсений Тарасов ҫыравҫӑ-драматург, журналист 70 ҫул тултарнӑ май йӗркелӗҫ.

Арсений Тарасов — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унӑн хайлавӗсемпе Чӑваш академи драма театрӗнче спектакльсем лартаҫҫӗ.

«Ҫырма пурнӑҫ хӑех хавхалантарать», — тет иккен калем ӑсти. Чӑваш академи драма театрӗнче кӑтартакан «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакльти сюжет та, сӑмахран, пурнӑҫран тата тӗрӗсрех каласан, ҫыравҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫӗнчен, илнӗскерех-мӗн.

Арсений Тарасовӑн юбилейне халалланӑ ҫавра сӗтел вулавӑшри концеренц-залра 14 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3434
 

Культура
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ драматург, журналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Арсений Тарасов 70 ҫул тултарать. Ҫавна май ӑна «Хыпар» хаҫат тӗпелне йыхравланӑ.

«Унӑн пултарулӑхӗ наци искусствинче пысӑк вырӑн йышӑнать. Арсений Алексеевичӑн чӑваш драматургине аталантарассишӗн тӳпе хывнӑ ӗҫӗн хакӗ виҫесӗр. Чуна уҫса калаҫнӑ статьяпа хаҫатӑн ҫитес номерӗнче паллаштарӑпӑр», — пӗлтернӗ МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта.

Патӑрьел чӑвашӗ 1978 ҫултанпа Чӑваш радиора тата телевиденире ӗҫленӗ. 1987–1989 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. 2010-2015 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» литература журналӗн шеф-редакторӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Никифор Мранькка чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. Чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, ҫав шутра матрос та, вӑрман тиекен те пулнӑ.

1925 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна вырӑнти ял совечӗн председательне лартнӑ, тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш АССР халӑх комиссариачӗн коллеги пайташӗ пулма шаннӑ.

1931 ҫулта вӑл Мускаври кинематографистсен институтӗнчи киносценаристсен ҫулталӑклӑх курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулччен «Чӑвашкинора» сценарист пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл 1933–1938 ҫулсенче «Союзкинохроникӑн» чӑваш студийӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. 1938–1942 ҫулсенче «Ленин ялавӗпе» хаҫат редакторӗнче тимленӗ. 1942 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫарта политика ӗҫченӗ пулнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Куславкка районӗнче партин райкомӗнче агитаципе пропаганда пайӗн заведующийӗнче, райӗҫтӑвкомра культура учрежденийӗсен пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.

Никифор Мранькка 1973 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Куславккара пытарнӑ.

Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ. Асӑннӑ роман тӑрӑх Чӑваш академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_13860
 

Персона

Паллӑ чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, публицист, поэт, писатель Лидия Филиппова ҫак

кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Хальхи, «Предки – наши корни, мы – их плоды…», ятли авторӑн йӑх-несӗлӗпе паллаштарать.

Ку кӑларӑм валли материалсем хатӗрлес тесе вӑл нумай ӗҫленӗ. Тӑватӑ ҫул. Кӑҫӑкланса шыранӑ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, ҫине тӑрса тӗпченӗ. Тӗплӗн тунӑ ӗҫре Трофимовсен, Филипповсен, Давыдовсен, Сельцовсен, Михайловсен, Захаровсен йӑхӗпе паллаштарнӑ.

«Патшалӑхӑн тата обществӑн мӗнпур ӗҫне туса пӗтереймен, мӗнпур кӗнеке ҫырса кӑлараймӑн. мӗнпур укҫана ӗҫлесе илеймӗн, вӑхӑт шав сиккипе чупать», — ҫакӑн пек шухӑшласа пуҫӑннӑ та Лидия Ивановна ӗҫе вӗҫне те ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall270168791_3180
 

Культура

Пысӑк пахалӑхлӑ хайлавсемшӗн тата ӑслӑлӑх, литература тата ӳнер енӗпе никӗс шайӗнчи тӗпчев ирттернӗшӗн республикӑри темиҫе ҫынна кӑҫал уйӑхсерен патшалӑх стипендине парса тӑрӗҫ. Кашнине — 7200-шер тенкӗ.

Сумлӑ йышра ҫаксем: Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко тата коллективӑн дирижёрӗ Александр Возяков, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Александр Демидов тата Надежда Зубкова, Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗн артисчӗ Евгений Евграфов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори кафедрин профессорӗ Лев Ефимов, Василий Кошкин ҫыравҫӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артист-вокалисчӗ Сергей Кузнецов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алексей Леонтьев, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн анатоми кафедрин профессорӗ Лариса Меркулова, Валентина Милославская художник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культурин кафедрин профессорӗ Виталий Родионов, Лолита Чекушкина композитор, Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Диана Яковлева, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫин ҫумӗ Зоя Яковлева.

Малалла...

 

Культура
Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» литература журналӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ. Кун пирки эпир Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ, Ольга Фёдорова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫавра сӗтеле пухӑннисем тем пирки те калаҫнӑ: мӗнлерех материалсем пулмаллинчен пуҫласа гонорар ыйтӑвӗ таранах.

Калаҫӑва издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев ертсе пынӑ. «Тӑван Атӑл» редакторӗ Людмила Сачкова журнал ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Юрий Артемьев критик, литература тӗпчевҫи, профессор публицистикӑна аталантармаллине пусӑм туса каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «массӑллӑ литература ҫеҫ мар, ҫӳллӗ шайри литература та пулмалла».

Юхма Мишши чӑваш халӑх ҫыравҫи ытти халӑх хайлавӗсене ытларах куҫарса пичетлеме сӗннӗ.

Николай Максимов прозаик «Тӑван Атӑла» мордва халӑхӗн литература журналӗсемпе танлаштарнӑ, кӳршӗ халӑхӗсенчен вӗренмелли нумай тенӗ.

Анатолий Кибеч чӑваш халӑх писателӗ кашни авторӑн ӑна тӑван яла, шкула, района ҫырӑнса памалла, ентешлӗхсен ертӳҫисемпе ҫыхӑну тытмалла тесе шухӑшлать иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall332305213_2627
 

Персона
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Гордеевсем ҫемье докуменчӗсене Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивне панӑ. Ку пулӑма Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ятарлӑ мероприяти йӗркелесех туса ирттернӗ. Унта Архив директорӗ Светлана Казеева тата учреждени ӗҫченӗсем, Светлана Гордеева поэт, художник, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хутшӑннӑ.

Светлана Денисовна архива хайӗн тата ашшӗн, чӑваш халӑх писателӗн, Денис Гордеевӑн докуменчӗсене панӑ.

Денис Викторович — СССР Писательсен союӗн членӗ, 20 ытла кӗнеке авторӗ, ҫав шутра вӑл 5 роман, 30 повесть, 150 ытла калав ҫырнӑ. Вӑл чылай ҫул республикӑри паллӑ публицистсенчен пӗри пулнӑ. Унӑн хӗрӗ Светлана Денисовна ачасемпе аслисем валли вырӑсла ҫырать.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 42
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 27

1929
97
Муллин Гамильтон Александрович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Павлов Анатолий Николаевич, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Шарапова Ольга Викторовна, политика ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1990
36
«Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна йышӑннӑ.
1993
33
«Илем» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ