Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын тӑванӗ патне шӑнкӑравланӑ. Анчах лешӗ телефона тытман. Алӑкран шаккасан та уҫман. Анxах хваттерте ача макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехетре пулнӑ. Арҫын Эгер бульварӗнче пурӑнакан тӑванӗ патне килнӗ. Лешӗ алӑка уҫманнипе вӑл сисчӗвленнӗ.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 62 ҫултискер, урайӗнче тӑнсӑр выртнине асӑрханӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ача хӗрарӑмшӑн кам пулни пирки хальлӗхе хыпар ҫук.
Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ывӑлне вӑратас тесе хӑйӗн пӳртне чӗртсе янӑ. Инкекӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет иртсен.
51 ҫулти кил хуҫи хӑйӗн вун ҫиччӗри ывӑлне вӑратма хӑтланнӑ. Анчах яш ӳсӗр ашшӗн сӑмахне хӑлхана чикмен — малалла хуп турттарнӑ. Итлемен ывӑлне тӑн кӗртес тесе киккирикне ирех хӗртнӗ ашшӗ хайхи ҫывӑракан пӳлӗме чӗртсе янӑ. Пушар кӑларнӑ вӑхӑтра килте арҫыннӑн арӑмӗ те пулнӑ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те ҫунакан пӳртрен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах 17-ри каччӑ сулахай енчи хулпуҫҫипе пӗҫҫине пӗҫертсе янӑ. Сурана 1–2-мӗш степеньлӗ тесе хакланӑ тухтӑрсем. Ҫемьери тепӗр ача вӑл вӑхӑтра шкулти уйхӑхра пулнӑ.
Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем хуралтӑсене тата ВАЗ–2110 автомашинӑна ҫӑлса хӑварнӑ. Пӳрте вара юсама май килмӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра ҫӑлавҫӑсен шывра тупӑшассипе ӑмӑрту пуҫланнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округӗсенчи ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. Спорт мероприятийӗ Йӑлӑмри «Солнышко» турист базинче иртнӗ.
Инспекторсем парта хушшине ларса хӑйсен кулленхи ӗҫне епле пӗлнине хут тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Хуравлама вӗсене сехет ҫурӑ вӑхӑт панӑ. Теори пайӗ хыҫҫӑн инспекторсен шывра 5 километр тӑршшӗ инҫӗше хӑвӑрт ҫӗнессипе тупӑшма тивнӗ. Ӑмӑртура мотор кимӗсемпе те, катерсемпе гидроциклсемпе те ярӑннӑ.
Ӑмӑртӑвӑн пилӗк тапхӑрӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗ-ушкӑна палӑртӗҫ. Унӑн вара Атӑлҫи тӑрӑхне Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлемелле пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |