Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӳп-ҫап

Ҫутҫанталӑк

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Раҫҫейре Экологи харушсӑрлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем иртеҫҫӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри тӳре-шара «Селфи ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» акци пуҫарнӑ.

Тӳре-шара ҫак мероприятие чылай ҫын хутшанасса шанать. Ара, сӑн ӳкрӗнме кӑмӑллакан нумай-ҫке. Акцие хутшӑнмашкӑн вара йывӑр мар. Хӑвна кӗсье телефонӗ е фотоаппарат ҫине ҫӳп-ҫап купи патӗнче ӳкермелле. Сӑнӳкерчӗке ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче кӑтартнӑ e-mail ҫине ямалла. Ҫырура телефон номерне, сӑна ӑҫта ӳкернине палӑртмалла.

Акци йӗркелӳҫисем каланӑ тӑрӑх, чи хастаррисем «Сӑрҫи» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие кайса курӗҫ.

Сӑмах май, селфи — хӑвна хӑв фотоаппарат е кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерни.

 

Пӑтӑрмахсем

Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкарти ломбардсенчен пӗрин директорӗ вара ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ. Хӑй укҫасӑр ҫын мар пулсан та туянма хытнӑ курӑнать — пӗҫертме шут тытнӑ. Хайхискер авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Шупашкар районӗнчи Юртукассине тухса вӗҫтерет. Контейнера ҫурӑм хыҫне ҫакса килейместӗн-ҫке — 1 000 тенкӗ тӳлесе машина тытать. Тара тытнӑ машина хуҫипе, вӑл та яваплӑ должноҫре тар тӑкаканскер пулнӑ, контейнера тиесе килеҫҫӗ те вӑрра кайма шут тытнӑ ҫыннӑн суту-илӳ павильонӗ умне лартса хураҫҫӗ.

Уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ахальтен каламан пуль ҫав чӑваш. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫӗтнине ял халӑхӗ часах асӑрхать. Унтан та ытларах — тиесе кайнине асӑрхакан та тупӑннӑ.

Контейнер вӑрланӑ 28-ти арҫыннӑн халь суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ют пурлӑха, ӑна Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗ 4950 тенкӗ парса илнӗ, вӑрланӑ пирки айӑплава ҫирӗплетсе Шупашкар район прокуратури ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Мӗнпур уяв пӗр вӗҫӗмсӗр тӑсӑлма пултараймасть. Ҫавӑнпа та Шупашкар хула кунӗн уявне паллӑ тума килекенсем ир еннелле ирексӗрех килсем тӑрӑх саланма тытӑнчӗҫ. Уяв вӗҫленни вӗсен кӑмӑлӗсенче палӑрми салху хӑварчӗ. Хула кӳлмекӗ таврашӗнче тасалӑх кӳрекенсем валли вара уяв вӗҫӗ 750 кубометр ҫӳп-ҫап хӑварнӑ.

Официаллӑ кӑтартусемпе килешӳллӗн хула кунне паллӑ тума пурӗ 71 750 ҫын пуҫтарӑннӑ. Ятарлӑ ӗҫченсем вара хула кӳлмекӗнче тасалӑх кӳрессипе ирчченех, тӑхтавсӑрах ӗҫленӗ. Талӑк хушшинче уяв хыҫҫӑн хула урамӗсенчен 750 кубометр хытӑ каяша тиесе кайнӑ. Ирхи 4 сехетсем тӗлнелле хулан пысӑк пайӗ ҫӳп-ҫапран тасалса ҫитнӗ.

Коммуналлӑ хуҫалӑх службисем тирпей илем кӳрессипе хастар ӗҫленӗшӗн Шупашкар хула администрацийӗ вӗсене тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64802
 

Ельников ращи тӗппипех ҫӳп-ҫап айне путнӑ
Ельников ращи тӗппипех ҫӳп-ҫап айне путнӑ

Ҫуркунне ҫитнӗрен республика таврашӗнче шӑматкунлӑхсем самаях иртрӗҫ. Тавралӑха ҫӳп-ҫапран тасатни, илем кӳни — паха ӗҫ. Анчах та Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ку ӗҫ пахисен шутне кӗртесшӗн мар пулмалла. Мӗншӗн тесен хула таврашӗнчи хӑш-пӗр лаптӑкӗсенче паянхи кун та ҫӳп-ҫаплӑ.

Хула ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх Ельников ращи (ун хӗрри) тата 13-мӗш шкул таврашӗнче лаптӑка тасатса тӑмаҫҫӗ. Культура паркӗн директорӗ Флавьян Воронов хӑйсен ӗҫне «тӗпипех пурнӑҫлатпӑр» тесе ӗнентерет, айӑпне вара ҫутҫанталӑкра пикник ирттерекенсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарманнинче курать.

Вара кам, мӗнле пуҫтарать ыйту тавра «ҫатӑлтатаҫҫӗ» ҫеҫ. Чӑннипех те ҫак ыйту хӑмпине тем тӑршӗ хӑпартни кирлӗ те мар, хула администрацийӗн те 13-мӗш шкул дирекцийӗн те харӑс тасалӑх ӗҫне пуҫӑнмалла. Шӑматкунлӑха та пуҫлӑхсем каланнипе мар тухмалла, чун ыйтнипе. Таса таврӑлӑхра хамӑра та пурӑнма питӗ лайӑх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62851.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 31

1927
98
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
54
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
49
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
23
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын