Кашни ҫӗнӗ кун тӗрлӗ пулӑмсемпе палӑрать. Ҫавах пуриншӗн те вӑл лайӑх, яланах ырӑпа вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Тискер ӗҫ-пуҫа ҫӗршывра куллен туллинех сӑнама май лекет. Мӗн пур массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫакӑн йышши хыпарсене яланах туллин те сӑнарлӑ пӗлтерме юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуль паянхи ӗмӗрти ҫын кашни утӑмра вӑрӑ-хурахсене, террористсене, усал шухӑшпа ҫӳрекен ҫынсене «тӗл пулассипе» пурӑнать.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Шупашкар ҫынни полици ӗҫченӗсене хӑйӗн тимӗр урапине — «Лада Калина» маркӑлла машина — вӑрласа кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Полици 4-мӗш пайӗн оперативникӗсем тӳрех шырав ӗҫне пикеннӗ. Вара иккемӗш кунхине вӗсем хайхи урапана Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ клуб ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Урапа вара ҫак вырӑнта водителе пулах килсе ҫитнӗ пулнӑ. Тимӗр лашасӗр «юлнӑ» арҫын пӗр кунхинче хытах ӗҫне иккен, «хаяр» шӗвӗк вара водитель ӑсне минретнӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн урапине ӑҫта лартса хӑварнине манса кайнӑ. Тен, клуба килнӗ юлташӗсене курма васкаса арҫын урапара хаклӑ япаласем пӑрахса хӑварма та хӑраман. Тура шӗкер, вӗсене никам та вӑрласа кайман.
Кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 16-ҫулхи каччӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче компьтер вӑйипе вылянӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ пулнӑ. Совет урамӗнче вӑл 40 ҫулхи ӳсӗр арҫынна тӗл пулнӑ, вара ӑна вӑл хытах хӗнесе карас телефонне вӑрланӑ пулнӑ. Хытах сусӑрланнине пула арҫын выртнӑ ҫӗртех вилсе кайнӑ.
Каярах ШӖМ ӗҫченӗсем, хураха тытнӑ хыҫҫӑн, арҫынна ҫав тери мӗншӗн ватнине ыйтсан ҫамрӑк ҫапларах хуравланӑ иккен: «Килелле утнӑ май ман хыҫҫӑн темле арҫын ҫакланчӗ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтрӗ. Укҫапа тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн ӳсерскер сасартӑк ман пирки тата ман анне ҫинчен усал сӑмахсем калама пуҫларӗ. Хытах урнипе чӑтаймасӑр эпӗ ӑна хӗнеме тытӑнтӑм».
Карас телефонне вӑрланӑ сӑлтава арҫын ача калама пултарайман. Хӑйне полици ӗҫченӗсем шыранӑ ҫинчен илтсенех вӑл тӳрех вӑрланӑ япаларан хӑтӑлма васканӑ.
Паянхи кун асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа ШӖМ ӗҫченӗсем тӗпчев вӗҫленӗ ӗнтӗ. Вара 16 ҫулхи каччӑн шӑпине ҫитес кунсенче суд татса парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.