Сывлӑх
![]() РФ Сывлӑх министерстви сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсен этика кодексӗн проектне хатӗрленине «Известия» хаҫат пӗлтерет. Унта 25 статья-мӗн. Документпа килӗшуллӗн, медицина ӗҫченӗсен хӑйсен професси ӗҫ-хӗлне рекламӑлама ирӗк ҫук. Ҫавӑн пекех вӗсен ӗҫтешӗсем тата вӗсен ӗҫӗ пирки пациентсен тата вӗсен тӑванӗсен умӗнче хурласа калама юрамасть. Кодексра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫтешӗсен тӗлӗшпе асӑрхаттарнине аргументпа ҫирӗплетмелле, вӗсене кӳрентермелле мар. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче вӑй хуракансен пирус туртма, хӑйӗн сывлӑхне ытти мелсемпе сиен кӳме те юрамасть. Проектра сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмаллине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен ку йӗркене МИХсем урлӑ пропагандӑламалла. Этика кодексне нарӑс уйӑхӗнче Ольга Голодец вице-премьер хатӗрлеме хушнӑ. Вӑл тухтӑрсенчен пуҫласа регистратура ӗҫченӗсем таранах пырса тивмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑрсенчен пӗри хӗрарӑма чирлет тесе пульница хучӗ памалла тунӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ тухтӑра лешӗ 2 пин тенкӗ укҫа тыттарнӑ. Усалпа вӗҫленнӗ ҫак ӗҫ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Чирлӗ мар ҫынах хӑйне чирлӗ пек кӑтартас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен тухтӑра вӑл ӗҫ пӳлӗмӗнчех укҫа тыттарнӑ. РФ Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйӗн сайтӗнчи кӗске хыпарта мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫӑмлатман та, суя ҫиеле епле тухни паллӑ мар. Анчах 2 пин тенкӗлле ырӑ тӑвас тени тухтӑршӑн хакла ларнӑ. Сӗтев илнӗ тесе ун пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑрӑн 1,5 ҫул хушши шурӑ халат тӑхӑнма май килмӗ — шӑпах ҫав вӑхӑтлӑха ӑна врачра ӗҫлеме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта медицина апписен канашлӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Тухтӑрсен тӗп пулӑшуҫисене Пӗтӗм тӗнчери медаппасен кунӗпе саламласа парнесемпе хавхалантарнӑ. ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗ медицина апписемсӗр ӗҫлейменнине палӑртнӑ. Тухтӑрсем вӗсемсӗр хӑйсене алӑ ҫук пекех туяҫҫӗ. Опытлӑ медаппасем вара, унчченхипе танлаштарсан, халӗ ӗҫлеме ҫӑмӑлрах пулнине палӑртнӑ. Халӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр, пӗр хутчен усӑ курмалли инструментсем пур-ҫке. Паян куҫӑн мар майпа аслӑ пӗлӳ те илме май пурри лайӑх. Унччен куҫӑн-куҫӑн мар майпа ҫеҫ вӗрентнӗ. Ун чухне районсенчи медаппасем каҫхине вӗренме килеймен. Республикӑра медицина апписем валли вӗренӳ семинарӗсем, конференцисем иртеҫҫӗ. Паллах, йывӑрлӑхсем те ҫук мар. Хӑш-пӗр пульницӑра ҫамрӑк специалистсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫапах шурӑ халатлисем халӑха май килнӗ таран пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкара ача-пӑча хирургӗсен скальпелӗ пуҫласа килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ача-пӑчан тӗп хирургӗ, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тӗп врачӗ Анатолий Павлов ку инструмент ҫӗршыври ача-пӑча хирургӗсемшӗн реликви шутланнине пӗлтерет. Экспонатӑн кун-ҫулӗ Раҫҫейре ҫав специалистсен ҫулсерен иртекен симпозиумӗпе тата «Ача ҫулӗнчисен хирургийӗнчи, анестезиологийӗнчи тата реаниматологийӗнчи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» студентсен конференцийӗпе ҫыхӑннӑ иккен. Кӑҫал форум Сочире 55-мӗш хут пуҫтарӑннӑ. Скальпеле тепӗр ҫул мероприятие ирттерме палӑртнӑ хулана параҫҫӗ. 2016 ҫулта ача-пӑча хирургӗсем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Ку вӑл ҫак енӗпе пирӗн тӑрӑхра лару-тӑру аваннине пӗлтерекен паллӑ тесе палӑртнӑ маларах асӑннӑ Анатолий Павлов тухтӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре «Авто-МотоДонор» акци иртет. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑра пурӑнакансене ҫул ҫинчи инкекре суранланнисене пулӑшмашкӑн юн пама чӗнеҫҫӗ. Республикӑри юн илекен станцире авто- тата мотоклубсен пайташӗсене, профессионал водительсене, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене тата пурне те, кӑмӑл пуррисене, кӗтеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен донор пункчӗ Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра ӗҫлӗ. Регистратурӑна 8(8352) 45-37-05 номерпе шӑнкӑравлама пулать. Юн илекен станцие пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт пулмалла. Вӗсен Чӑваш Енре регистрацире ҫур ҫултан кая мар тӑмалла. «Авто-МотоДонор» акцие республикӑра пӗр ҫул кӑна ирттермеҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсем юн паракан ҫыннӑн станцие тепӗр ҫур ҫултан пырса анализсем памаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Ку вӗсен юнӗ хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине ҫирӗплетӗ. Ара, ӑна сипленмелли учрежденисене яраҫҫӗ-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Варринче — Татьяна Зольникова неонатолог Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм маларахах пулса иртнӗ-ха. Акан 15-мӗшӗнче. Анчах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче кун пирки ӗнер хыпарланӑ. Маларах асӑннӑ ҫав кун РФ Сывлӑх сыхлав министерствин пӗтӗмлетӳллӗ коллегийӗ иртнӗ. Унӑн вӑхӑтӗнче Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова маттур тухтӑрсенсен пӗрисене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Пысӑк шайри хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Чӑваш Енри тухтӑр та пулнӑ. Ку вӑл — Татьяна Зольникова неонатолог. Татьяна Васильевна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче кӗҫӗн ҫулхисен уйрӑмне ертсе пырать. Сывлӑх сыхлавӗнчи унӑн стажӗ — 37 ҫул. Пысӑк квалификациллӗ тухтӑра «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» хисеплӗ ят панӑ.Т. Зольникова ача тухтӑрӗ ку ят хӑйшӗн кӗтменлӗх пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ака уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫулсерен иммунизаци эрни иртет. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫал тухтӑрсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене прививка тӑвӗҫ. Ку вакцина пневмококковлӑ инфекцие хирӗҫ пулӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, микробсем ватӑ ҫынсен ӳпкине шыҫӑнтараҫҫӗ. Кунашкалли ан пултӑр тесе шурӑ халатлӑ специалистсем прививка тума сӗнеҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина каланӑ тӑрӑх, вакцинопрофилактика халӑха 80 процентран кая мар хӳтӗлет. Ҫитес вӑхӑтра республика хыснинчен пневмококковлӑ вакцина туянмашкӑн 3 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Республикӑри мӗнпур ветерана прививкӑна тӳлевсӗр тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пульницӑна никамӑн та йӑпӑр-япӑр каяс килмест. Тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлекен ҫынсен уйрӑмах йывӑр унта ҫитме. Кӑҫалтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин медицина учрежденийӗсем ҫынсем валли шӑматкунсерен Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех ку графикпа ҫак каҫӑпа cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=11&id=1995590 иртсе паллашма пулать. Уҫӑ алӑксен кунӗнче пульницӑна ҫитесе тесен малтаналаса ҫырӑнмалла мар тесе ӗнентерет республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Паспорт тата медицина полисӗ вара кирлех. Тухтӑрсем патне ҫитнӗ май хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ. Ансӑр специалистсем (кунта офтальмолог, кардиолог, эндокринолог, онколог, фтизиатр тата ыттисем кӗреҫҫӗ) канашпа пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Малашне Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем вӗренӳрен уйрӑлмасӑр специалистсем патӗнче тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Унта ачасене диспансеризаци витӗр кӑлармалли мобильлӗ комплекс пур. Нумай функциллӗ автобуса ҫак кунсенче 1-мӗш шкулта хӑтланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ комплексӑн ӗҫлемелли енӗсем анлӑланнӑ. Ҫапла майпа ачасем поликлиникӑна каймасӑрах медтӗрӗслев витӗр тухма пултараҫҫӗ. Халӗ медицина специалисчӗсен бригади кирек мӗнле шкула, ача пахчине килме, диспансеризаци ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫав автобусра анализсем пама, электрокардиограмма тума, чӗрене тӗрӗслеме пулать. Ҫавӑн пекех стоматолог тӗрӗслет. Тухтӑрсен бригадин йышне невролог, отоларинголог, окулист, хирург, ортопед, гинеколог, уролог тата психиатр кӗрет. Автобусра тухтӑрсем пӗр сехетре 50-60 ҫынна тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Рак тени ытла та усаллӑн, хӑрушла янӑрать. Ку сӑмах чылайӑшӗшӗн вилӗм тенипе пӗр танах туйӑнать. Анчах Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ ку вӑл апла маррине чирлисем патне ҫитерессипе ҫине тӑрать. 2014 ҫулта асӑннӑ общество организацийӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ӑна валли хыснаран укҫа та тивӗҫнӗ хастарсене. Тухтӑрсем хастар хӗрарӑмсене профилактика ӗҫне шанса панӑ теме юрать. Онкодиспансерта операци тӳссе ирттернӗ тата сиплев курсӗ витӗр тухакансене хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗсем психологи пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. «Ир сиплесен кирек епле амака те ҫӗнме пулать», — ҫак шухӑша илсе ҫитересшӗн вӗсем. Хальлӗхе хӗрарӑмсем пӗрле пухӑнса пултарулӑх ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Ӳлӗмрен сиплев гимнастики те, физипроцедурӑсем те ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |