Культура
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ вӗҫӗмех пухӑнать. Нумаях пулмасть вулавӑшра «Инкеклӗ телей» кӗнекене тишкернӗ. «Алран алла» ярӑмпа тухнӑ кӑларӑма Улькка Эльменӗн, Юрий Терентьевӑн, Лидия Филипповӑн, Людмила Сачковӑн, Владимир Степановӑн, Галина Матвеевӑн, Ольга Любимовӑн калавӗсем тата Юлия Николаевӑн повеҫӗ кӗнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Унта кӗнӗ хайлавсен пӗр пеклӗхӗ – хӗрарӑм шӑпи. Кӑларӑма тишкерме асӑннӑ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, «Варкӑш» литература клубӗн хастар пайташӗ Елена Кудрявцева тата ыттисем пухӑннӑ. ЧР Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Варкӑшӑн» ҫитес тӗлпулӑвӗнче Нелли Петровскаян икӗ кӗнекерен тӑракан «Тухатмӑш» романне пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шуйтан чури» премьера кӑтартнӑ. Ӑна, аса илтерер, Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр. Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пирӗн халӑхӑмӑр хӑйне ҫутта кӑларма нумай тӑрӑшнӑ, чӑваш букварьне парнеленӗ, Атӑлҫи тӑрӑхнчи вак халӑхсемшӗн нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлева сума суса та асра тытса пурӑнать. Вӑл 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 хальхи Тутар Республикине кӗрекен Кӑнна-Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Н.И. Ильминский вӗренекенӗ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ. Паян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем чечек хума тата хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн капашсӑр пысӑк ӗҫне сума сунине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче «Кӗр сӑри» уяв ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ. «Шупашкар районеӗнчи «Шортан» халӑх фольклор ансамблӗ авалхи йӑла-йӗркене, юрра-ташша кӑтартса парӗ. Ертӳҫи — Надежда Михайлова, купӑсҫи — Геннадий Якимов, ташша вӗрентекенӗ — Надежда Васильева. 20 сехетрен Надежда Васильева чӑваш халӑх ташшине ӑста ташлама вӗрентӗ. Вырӑн сахал, ҫaвӑнпа 20 сехетчен пыма тӑрӑшӑр. Маска илме ан манаӑр», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева. Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта чӑваш юмах-халапӗсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелли «Чудеса в парке» (чӑв. Паркри тӗлӗнтермӗшсем) конкурс иртет. Ӑна А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенсем халӑх культурине тӗпе хурса ачасене илеме туйма вӗрентесшӗн, чӑваш наци тумне сарас тӗллевлӗ. Конкурса хутшӑнакансен юмах-халапсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелле тата ун ҫинчен кӗскен каласа кӑтартмалла. Тӗрлӗ сӑнарпа усӑ курма пулать. Тӗслӗхрен, Улӑп, Шуйттан, Турӑ, Пӳлӗх, Куйкӑрӑш, Йӗрӗх, Вутӑш, Вупӑр, Вӗриҫӗлен, Арҫури. Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗччен mirdetstva.cheb@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ. Унта ята-хушамата, сӑнар ятне тата ӑна ӑнлантарнине, хӑвӑрӑн телефон номерӗпе электрон почтӑна кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвас ҫӗре хутшӑннӑ паттӑрсене халалласа асӑну комплексӗ тӑвӗҫ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Алла Салаева премьер-министр каланӑ тӑрӑх, «Строители безмолвных рубежей» проекта РФ Культура министерстви грантпа пулӑшнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, комплекс Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 гектар ҫӗр лаптӑка уйӑрнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен унта геологи тата геодези ӗҫӗсене туса ирттерӗҫ. Асӑну комплексӗн эскизне суйлама конкурс ирттерӗҫ, вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗччен пулӗ. Асӑну комплексне 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Куракансене «Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легендӑна чӗнеҫҫӗ. «Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнин хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та. «Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легенда чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать», — тесе пӗлтернӗ театр Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Ял кинофестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет. Ӑна хальхинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ, вӑл 5 районта иртӗ. Паллах, Роспотребнадзор сӗнӗвӗсене те шута илӗҫ. Паян кинофестиваль Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче уҫӑлӗ. 18 сехетре унти кинозалта пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Кинозалта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Ҫынсем-халапсем» ярӑмри документлӑ фильмсемпе паллашма май пулӗ. Киностудин фондӗнчи илемлӗ фильсемпе те паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – «Ржев» тата «28 панфиловцев». Юпан 20-мӗшӗнче кинофестиваль Тӑвай районӗнче иртӗ, унтан – Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче. Юпан 23-мӗшӗнче мероприяти Муркаш районӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноярскри Ӗҫпе килӗшӳ керменӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ. Мероприятие хутшӑннисем И.Я. Яковлев ҫинчен видеофильмсем курнӑ, ун кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ. Йӑхташӑмӑрсем РСФСР халӑх художникӗн В. Мешковӑн ӳкерчӗксен куравне те йӗркеленӗ. Сӑмах май каласан, вӑл В. Мешковӑн куравӗ чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Чӑваш культуиин кунӗнче Ачасен ӗҫӗсен куравӗ те ӗҫленӗ. Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокель художникӑн палӑкне уҫнӑ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов Фейсбукра пӗлтернӗ. Алексей Кокель – академи пӗлӗвӗ илнӗ пирвайхи чӑваш художникӗ. Художник ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 140 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Турханта 1880 ҫулта ҫуралнӑ. Харьковра ӗҫлесе пурӑннӑ. Украинӑн пулас художникӗсене туптанӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче художникӑн музей-ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑччӗ. Унта республикӑн ертӳҫи Олег Николаев хутшӑннӑччӗ. Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Кокель палӑкне уҫас шухӑш Лев Кураковӑн пулнӑ. Уншӑн вӑл ӑна тав тунине палӑртнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Алексей Кокелӗн ятне тӑван тӑрӑхра сарас енӗпе культурологи докторӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев самай ҫине тӑнӑ. Ӑна вӑл вӑхӑтра университет ректорӗнче тӑрӑшнӑ Лев Кураков академик пулӑшса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |