Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -19.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Тавлашуллӑ ыйту Культура

Паян пӗр киоска кӗтӗм те апат-ҫимӗҫ туянтӑм. Хам вара банк карточкипе тӳлерӗм. Ара майне туса панӑ та мӗншӗн усӑ курас мар? Тата карточкӑпа тӳлеме самай ҫӑмӑлрах — енчӗкре карточка сахал вырӑн йышӑнать, ваккине шутласа тӑма вӑхӑт кирлӗ мар. Тепӗр ансатлӑхӗ те пур — карточкине тӗксе илмелле ҫеҫ, нимӗнле код та кӗртмелле мар. Сутӑҫ ӗҫне вара карточкӑсем, паллах, йывӑрлатаҫҫӗ. Пӗрре кассӑна тата кӗсьене укҫа капла лекмест, тепре банк ҫак тӳлеврен хӑйӗн процентне хӑйпӑтса юлать.

Вӑт хайхи, карточкӑпа тӳлерӗм те сутӑҫ мӑрлатса илчӗ — вакки ҫук-им тет. Эп вара ҫак меслетпе тӳлени маншӑн меллӗрех пулни пирки каларӑм. Сентре хыҫӗнче тӑракан хӗрарӑм ҫавах мӑкӑртатма пӑрахмарӗ — калӑн, эп ун таварне туянса ӑна темле сиен турӑм.

Ҫак пӗчӗкскер пӑтӑрмахла япала мана шухӑша ячӗ. Мӗншӗн-ха пирӗн сутӑҫсем хӑйсене питӗ мӑнна хураҫҫӗ? Енчен те анӑҫра туянакан яланах тӗрӗс (выр. Покупатель всегда прав) тесе калаҫҫӗ пулсан пирӗн сутӑҫсене ҫакӑ темшӗн пырса тивмест. Ҫук, пирӗн лавккасенче те туянакансене юрама тӑрӑшакансем чылаях.

Малалла...

 

Культура
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкара Раҫҫей культура министрӗ Владимир Мединский килнӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

Кунта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, юбилейсене республика епле хатӗрленнине пӗлме йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ирттернӗ, филармонире юсав ӗҫӗсем епле пынипе паллашнӑ, искусствӑсен академийӗнче пулнӑ. Каҫхине министр культура ӗҫченӗсемпе курнӑҫӗ.

«Шупашкар йӗркеленнӗренпе 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче— 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫӗ пулса кайнӑранпа 2020 ҫулта пӗр ӗмӗр ҫитет. Юбилейсене паллӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене регион пуҫлӑхӗпе Михаил Игратьевпа сӳтсе яврӑмӑр», — ҫырнӑ Владимир Мединский халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑн айне.

 

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш каналӑн «Стань Первым!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртӗ, унта паллӑ телеертӳҫӗсем, артистсем, мусӑкҫӑсем тата спортсменсем хутшӑнӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.

Акцие Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттересси пирки республика Элтеперӗ Перремӗш канал директорӗн халӑх проекчӗсемпе ӗҫлекен пулӑшуҫипе Александр Ильинпа тата «Музыка Первого» каналӑн тӗп продюсерӗпе Борис Хлудневпа калаҫнӑ.

Палӑртмалла, «Стань Первым!» акци 20 ҫул ытла ӗнтӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун иртет. Акци вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсем ача ҫурчӗсенче, пульницасенче, нумай ачаллӑ ҫемьесем патӗнче пулаҫҫӗ, ачасене парнепе хавхалантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ыркӑмӑллӑх концерчӗсем те иртеҫҫӗ. Тӳлевсӗр гала-концертсем вара уҫӑ лапамра пулаҫҫӗ, вӗсене кирек кам та курма пултарать.

 

Культура

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 98 ҫул тултарать. Ҫавна май ку шӑматкун ҫак уява халалланӑ мероприятисем пуҫланӗҫ.

Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче В.И.Чапаев музейӗнче «Чапаев ӑҫта – унта ҫӗнтерӳ» видеокӗпер, «Шашка Чапаев» Пӗтӗм чӑвашсен турнирӗ, «Чапаев пирӗнпе» кинолектори иртӗ.

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Суворов мӑнукӗсем, Чапаев ачисем» канмалли кун иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче вара «Музей мӗнле ҫуралнӑ?» интерактивлӑ заняти пулӗ. Тепӗр кунхине К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Пушкина вулатпӑр» флешмоб йӗркелӗҫ.

Тӗп мероприятисем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулӗҫ. Ҫак кун Чӑваш наци мезейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех ҫитсе курма май пулӗ.

 

Культура

Шупашкарта пурӑнакан Юлия Линберг «Пятница» телеканал эфирне тухакан «Пацанки-4» шоу кастингне хутшӑнать. Унӑн ҫамрӑксен кӑларӑмӗн ҫӑлтӑрӗ пулма майсем пур. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла асӑннӑ проектӑн ҫӗнӗ сезонне кӑтартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра иртекен кастинга ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти Юлия Линберг. Унӑн чун киленӗҫӗ те хӑйнеевӗрлӗ. Вӑл — ММА боецӗ. Профессипе вара — ӳкерӳ учителӗ. Аслӑ пӗлӗве Мускавра илнӗ.

«Пӗтӗм Раҫҫейри питӗ правур арҫынаппасене пуҫтарнӑ кунта. Телешоура вӗсене ырӑ енне улӑштарма палӑртнӑ. Ҫак хӗрсен наркотиксем, пирус тата эрех-сӑра пирки манма тивӗ», — палӑртнӑ Юлия Линберг.

 

Культура
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Шупашкарта «Мир» радиостанци ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, «Мир» телерадиокомпанин председателӗпе Радик Батыршинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки «МИР 24» хыпарлать.

Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта 96,5 FM хумсем ҫинче талӑкӗпех ҫак радиона итлеме май пулӗ. Эфирта пӗтӗм тӗнче хыпарӗсемпе пӗрлех халӑх кӑмӑллакан юрӑ-кӗвӗ те пулӗ. Хыпарсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та вулӗҫ. Малашне эфира автор программисемпе те пуянлатма палӑртнӑ.

«Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне кӗрекен чи авалхи чӗлхесенчен пӗри. Эпир вӑл пирӗн хумсем ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупасса, чӗлхене аталанма пулӑшса пырасса шанатпӑр», – палӑртнӑ «Мир» МТРК председателӗ Радик Батыршин.

 

Культура

Нарӑс уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри ӳкерӳ диктанчӗ иртмелле. Шупашкарти Акцыновсен ячӗллӗ ача-пӑча 6-мӗш шкулӗ ҫав мероприятин муниципалитет лапамӗ пулса тӑрӗ.

Ӳкерӳ диктантне ирттерме Пӗтӗм халӑхсен хушшинчи педагог-художниксен пӗрлешӗвӗ йышӑннӑ. Пуҫарӑва Президент гранчӗсен фончӗ ырланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра «Каждый народ — художник» (чӑв. Кашни халӑх — художник) халӑхсем хушшинчи I ыр кӑмӑллӑх конкурсӗ иртмелле. Ҫамрӑк художниксен конкурса хутшӑнса мала тухсан «Кашни халӑх — художник» сборника илемлетме хутшӑнас шанчӑк пур. Ӳнер кӗнекине 30 пин экземпляр тиражпа кӑлармалла.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательстви азербайджан ҫыравҫин Ханымана Алибейлин «Эльхан – Чӑваш ҫӗршывӗнче» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унӑн сӑввисене чӑвашла Раиса Сарпи куҫарнӑ, кӗнеке редакторӗ — Ольга Федорова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ханымана Алибейли иртнӗ ӗмӗрте Чӑваш Енре пулса курнӑ, ун чухне вӑл кунти тавралӑхпа киленсе паллашнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухнех вӑл азербайджанла темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ. Халӗ вӗсемпе тата кайран хайланисемпе чӑваш вулаканӗсем те паллашма пултараҫҫӗ.

Кӗскен каласан, кӗнекере азербайджан ачи Чӑваш Ене килсе курнине сӑнласа кӑтартнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш космонавт ҫуралнӑ ялта, Кӑкшӑм вӑрманӗнче, ытти тӑрӑхра пулса курать. Ҫавӑн пекех кӗнекене хӗвеллӗ Азербайджан ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем те кӗнӗ.

 

Культура

Ыран, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «По обе стороны кулис» (чӑв. Чаршав ик енче) савӑнӑҫлӑ программӑна йыхравлаҫҫӗ. Унта Шупашкарти тӗрлӗ театрсем хутшӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Театр ҫулталӑкне халалланӑ мероприятире И.С. Тургенев, Н.А. Островский, Н.В. Гоголь пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем «Элегия», «Без вины виноватые», «Женитьба» спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Маргарита Финогентова тата Татьяна Бахтина та пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Н.В. Гоголь хайлавӗпе лартнӑ «Ночь перед Рождеством» пӗр актлӑ спектакле кӑтартӗ.

 

Культура
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

«Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Чӑваш парни» программӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленет. Унӑн премьери нарӑсӑн 2-мӗшӗнче пулӗ, ун чухне Владислав Николев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Токолоро» спектакле те кӑтартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн культура министерстви хыпарлать.

Театр туризмне аталантарма тивӗҫ «Чӑваш парни» театрализациленӗ программӑна пӗлтӗрех пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӑна иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Пхукет хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен фестивалӗнче те кӑтартнӑ. «Токолоро» спектакль вара — асӑннӑ программӑн иккӗмӗш пайӗ. Унта хаваслӑ кӗвӗ, чуна тыткӑнлакан ташӑ нумай, ҫавӑн пекех спектакльте тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхине илтме пулать.

Палӑртса хӑвармалла, спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов лартнӑ. Художникне Любовь Борисовскаяна Самартан чӗнсе илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 259, 260, 261, 262, 263, 264, 265, 266, 267, 268, [269], 270, 271, 272, 273, 274, 275, 276, 277, 278, 279, ...447
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын