Кӳршӗре
![]() cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Енре тунӑ алюмини кӗпер хута кайнӑ. Машинӑсем ун урлӑ раштав вӗҫӗнчех ҫӳреме тытӑннӑ. Кӗпер Чулхула облаҫӗнчи Бор хули ҫывӑхӗнче уҫӑлнӑ, вӑл 72 метр тӑршшӗ, унпа Линда юханшывӗ урлӑ каҫма пулать. Ӑна алюминирен тунӑ. Унччен кунашкал технологисемпе Раҫҫейре тата Хӗвеланӑҫ Европӑра усӑ курман. Чӑваш Енри «Сеспель» предприяти машиностроителӗсем вара ӑна пӗрремӗш хутчен пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Пушкӑртстанра Шур Атӑл юханшывӗ урлӑ пӑр ҫийӗн каҫнӑ чухне фура анса кайнӑ. Ку инкек Бирск ҫывӑхӗнче пулнӑ. Юханшыв сарлакӑшӗ - 520 метр, пӑр хулӑнӑшӗ - 30 сантиметр, вӑл 3 тонна чӑтать. Фура пӑр айне анса кайсан водитель ҫӑлӑнайман. Ирхине водолазсем унӑн виллине кӑларнӑ. Халӗ унта юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑна хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Рувики» логотипӗ «Рувики» интернет-энциклопеди Раҫҫейри халӑхсен тӗрлӗ чӗлхипе пилӗк уйрӑма халӑх усӑ курмалӑх уҫнӑ, ҫитес вӑхӑтра тата тепӗр улттӑшӗ ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Кун пирки «Рувики» пресс-службинче пӗлтернӗ. Пресс-службӑра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулта «Рувикире» Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхиллӗ уйрӑмсене тултарма команда пухнӑ. Ҫур ҫул хушшинче площадкӑн интерфейсне 20 чӗлхе валли хатӗрленӗ. Пӗтӗмӗшле калӑпӑш 100 пине яхӑн сообщенипе танлашать, вӗсене тӗрлӗ чӗлхесем хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарнӑ. «2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче халӑх усӑ курмалӑх пилӗк уйрӑма уҫнӑ — пушкӑрт, мари, саха, тутар, чечен уйрӑмӗсене. Ҫывӑх вӑхӑтра тата улттӑшӗпе усӑ курма май пулӗ — ҫавӑн пекех алтай, мӑкшӑ, тува, удмурт, чӑваш, ирҫе уйрӑмӗсем ӗҫлесе кайӗҫ. Энциклопеди статйисен пӗтӗмӗшле шучӗ 1,1 миллион ытла пулӗ» — тесе пӗлтернӗ пресс-релизра. 2024 ҫулта энциклопедие йӗркелекенсем сахалтан та тата 10 чӗлхе уйрӑмне уҫма палӑртаҫҫӗ. «Рувики» портал, вырӑс чӗлхиллӗ «Википеди» аналогӗ пек, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнче Анатолий Юман поэта асӑнса «Крылья обретаю вновь» иккӗмӗш литература фестивалӗ иртрӗ. Пӗрремӗшне пӗлтӗр Анатолий Федоровичӑн тӑван ялӗ, Чӑвашкасси, йышӑннӑччӗ, хальхинче вара хӑнасене район центрӗ – Аслӑ Нагаткин ялӗ пуҫтарчӗ. Поэт ҫитӗнсе тӑван ялӗнчен тухса кайнӑ та ӗмӗрне Нагаткинта район хаҫатӗнче вӑй хурса ирттернӗ. Анатолий Федорович Ермилов-Юман 1932 ҫулта ҫуралнӑ, пилӗк ҫул каялла вара ҫӗре кӗчӗ. Вӑл 70 ытла литературӑра тӑрӑшнине, 60 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнине хакласа патшалӑх «РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса чысланӑ. Ҫаплах вӑл Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ гражданинӗ, литературӑри тата журналистикӑри темиҫе преми лауреачӗ. Ҫӗр ҫынни вӑл, тӑван ялне, тӑван районне, тӑван ҫӗршыва питӗ хытӑ юратнӑ, ҫакна сӑввисенче тата поэмисенче, ҫаплах статйисенче яр уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Юманӑн икӗ ҫирӗп ҫунат пулнӑ – поэзи тата журналистика. Пирӗн аслӑ юлташӑмӑр -- тӑван ҫӗршыва парӑнса ӗҫлекен ҫыннӑн тӗслӗхӗ. Вӑл обществӑлла ӗҫсен хастарӗ, 1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑваш юхӑмне пуҫарса яракансенчен пӗри. Паллӑ ентешне асӑнса чыслама районти ытти ялсенчен культура ҫыннисем, вӗрентӳҫӗсем, ачасем тата район хаҫатӗнче пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешӗсем килнӗччӗ. |
Кӳршӗре
![]() Хусанти Республика клиника пульници тунӑ видео скринӗ Хусанти тухтӑрсем Чӑваш Енри каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн ӳчӗн 90 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче 22 ҫулти ентеш тусӗпе гаража ятарлӑ растворпа витнӗ. Ӑна газ баллонӗпе ӑшӑтнӑ. Тӑрук шланг татӑлса кайнӑ та ҫулӑм каччӑсене лекнӗ. Пирӗн ентеш вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ. Тусӗн ӳчӗн 50 проценчӗ сиенленнӗ. Иккӗшне те Хусана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Пирӗн ентеш реанимацире 2 уйӑх выртнӑ. Тухтӑрсем вӑл сываласса шантарайман. Ӑна 20 операци тунӑ, 11 литр юн плазмине янӑ. Каччӑ майӗпен ура ҫине тӑнӑ. Юпан 13-мӗшӗнче ӑна киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() vk.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ арҫын Мари Эл вӑрманне, Звенигово районне, шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Анчах ҫырла пуҫтарнӑ чухне пӗри ҫухалса кайнӑ. Тепри ӑна шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Ку хыпар Мари Элти ҫӑлавҫӑсем патне ҫитнӗ. Кӑнтӑрла вӗсем арҫынна шырама тухнӑ. Ку ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Арҫынна тепӗр кун, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 15 минутра тупнӑ. Палӑртмалла: вӑл 1952 ҫулта ҫуралнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхулари чӑвашсен видеовӗнчен илнӗ скриншот Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чулхулара сӑвӑҫсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ. «Поэтический «Дружный Нижний» (чӑв. Поэзилле туслӑ Чулхула) ят панӑ мероприяти хулари Ленин ячӗллӗ вулавӑшӑн шурӑ залӗнче (ун пекки те пур иккен) иртнӗ. Чӑваш поэзийӗпе тата хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе Екатерина Макаренко паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ҫӑлкуҫ: 1MI 16-ри ҫамрӑк ача Лысково округӗнче шурлӑхра лакса ларнӑ. Раҫҫей ШӖМӗн регионти тӗн управленийӗн пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ӑна ҫӑлма май килнӗ. Шкул ачи ҫурлан 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ, ӑна шыраса амӑшӗ полицие ҫитнӗ. Тӗпчесе палӑртнӑ тӑрӑх, унччен икӗ кун маларах арҫын ача юлташӗсемпе пӗрле юханшыв ҫывӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн тусӗсем пурте киле таврӑннӑ, вӑл вара — ҫук, вӗсенчен уйрӑлас умӗн «пӗччен пулас килет» тесе каланӑ пулать. Шырав мероприятийӗсем йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫе кинологсене те явӑҫтарнӑ. Пӗр Урма ятлӑ йытӑ йӗрлесе кайса йӗрке хуралҫисене шурлӑх патне илсе ҫитернӗ — ҫул ҫитмен ача унта тупӑннӑ та. Вӑл пӗр талӑк ытла лачакара пӗр хускалмасӑр тӑнӑ. Шкул ачине шурлӑхран туртса кӑларнӑ, малтанхи медицина пулӑшӑвне панӑ хыҫҫӑн пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() izvmor.ru сайтри сӑн Мӑкшӑ Республикин пуҫлӑхӗ Артем Здунов тӳре-шарана иномаркӑсем туянма чарнӑ. Паллах, ку – ӗҫпе ҫыхӑннӑ чухне кӑна. Вӑл Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрах, нумаях пулмасть ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина туянмашкӑн саккас вырнаҫтарнине асӑрханӑ. Ҫакна пуҫлӑх ҫийӗнчех пӑрахӑҫлаттарма хушнӑ. Артем Здунов Владимир Путинпа пӗр пулса малашне ведомствӑсене хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсене кӑна туянма ирӗк панӑ. Палӑртмалла: ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӳре-шаран иномарка туянма юраманни пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Ҫутӑ ҫул» сайтри сӑн Пушкӑрт Республикинчи Хушӑлка ялӗнчи ачасем «Суккӑр така» тата «Ларать, ларать, Миша ларать» чӑваш вӑййисене вылянӑ. Кун пирки Пушкӑртстанӑн Пишпӳлек районӗнче тухакан «Ҫутӑ ҫул» хаҫат хыпарлать. «Ачасем сиккеленӗ, чупнӑ, кулнӑ. Вӑхӑта питӗ савӑнӑҫлӑ ирттернӗ», — пӗлтернӗ вырӑнтисем. Хушӑлка ачисем те ахаль выляман — вӑйӑсем хыҫҫӑн вӗсене пылак парнесем лекнӗ. Ку вӑйӑсене «Культура шӑматкунӗ. Раҫҫей халӑхӗсен вӑййисем» мероприяти шайӗнче ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |