|
Хулара
Шупашкарта кӗҫех Лаврентий Таллеров тата Анисим Асламас ячӗллӗ урамсем пулма пултарӗҫ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗнче комисси ларӑвӗ иртнӗ, унта урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн ытти ҫурт-йӗре мӗнле ятсем памаллине сӳтсе явнӑ. Шупашкарти ҫуртсем ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнине час-часах кураймӑн. Чӑваш Енре вара паллӑ ҫын сахал мар пурӑннӑ. Халӗ ҫак лару-тӑрӑва ылмаштарма вӑхӑт ҫитнӗ-мӗн. Кӑҫал — Культура ҫулталӑкӗ-ҫке-ха. Дзержинск урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫинче кӗҫех асӑну хӑми ҫакмалла. Ӑна паллӑ патшалӑх ӗҫченне Леонид Прокопьева халаллӗҫ. Вӑл пурнӑҫӗн юлашки кунӗсене ҫак ҫуртра ирттернӗ. Асӑну хӑман эскизне конкурс ирттерсе суйланӑ та ӗнтӗ. Унта Владислав Немцевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Хӑмана гранитран тӑвӗҫ, брельефа — пӑхӑртан. Тӗп вырӑн Леонид Прокопьевӑн сӑнӗ йышӑнӗ. Тепӗр хӑмана Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫтарма пултарӗҫ. Вӑл Совет тапхӑрӗнче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ Ида Кочеткова ячӗпе пулӗ. Ӑна хисеплесе Шупашкарти ҫӗнӗ пӗр урама та ят хума палӑртнӑ. Ларура чӑвашсен паллӑ композиторне Анисим Асламаса, халӑх поэтне Лаврентий Таллерова та ҫапла хисеп тума сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Республика лапамӗ каҫсерен йӑлтӑртатать Ҫӗнӗ ҫул тахҫанах хыҫа юлчӗ ӗнтӗ, анчах Шупашкар урамӗсенче уяв савӑнӑҫӗ парнелекен сӗм ҫухалман-ха. Йывӑҫсем, администраци ҫурчӗсем ҫинчи ҫутӑсем юмаха аса илтереҫҫӗ. ЧР официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хулин ертӳлӗхӗ хушнипе Республика лапамӗнчи хырсем ҫине металлогалогенлӑ 10 прожектор ҫакнӑ. Вӗсем каҫхине йывӑҫсене илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна пула лапам тата хитреленнӗ, вӑл уява аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче, арҫынсен мӑнастирӗпе юнашар, юрҫӳрен хатӗрсене техосмотр кӑлармалли центр уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх йӗркеленӗ центр нарӑс уйӑхӗнче, шӑматкунсерен, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ӗҫлӗ. Консультаци центрӗ епле ӗҫленипе Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев тӗрӗслени пирки пӗлтерет асӑннӑ службӑн сайчӗ. Яваплисене вӑл юрҫӳренсене техосмотр кӑлармаллине тата хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмаллине ҫынсене ӑнлантармаллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
Республикӑн тӗп хулинче ҫӳп-ҫап контейнерӗсене улӑштарас ӗҫ малалла пырать. Ӑна пӗлтӗр пуҫӑннине тӗп хулара пурӑнакансем асӑрхарӗҫ-тӗр. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан хулари чи пысӑк предприятисенчен пӗри, «Спецавтохозяйство» хӑйӗн балансӗ ҫинчи мӗнпур контейнертан 35-е яхӑн процентне ҫӗнетнӗ иккен, «Таса хула» — 38 процент ытларах, «Экоцентр» — 100 проценчӗпех. Ҫав вӑхӑтрах «Эткер» тата «Вертикаль» предприятисем ылмаштарма та тытӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫуратнӑ тесе хыпарлать Шупашкарти «Элара» завод професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пирки. Ӑна иртнӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑмӑртӑва асӑннӑ савутра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне «Авионика» МНПК» акционерсен уҫӑ обществинче, «Темп» тата «Инстэл» фирмӑсенче вӑй хуракансем хутшӑннӑ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсне «Элара» заводӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ӑмӑртура радиоэлектроника аппаратурин тата приборсен 32 монтажникӗ, 22 фрезеровщик, 16 токарь, хими анализӗн 18 лаборанчӗ, 17 водитель, 16 маляр. 14 инженер-конструктор, трафарет, шкаласемпе платӑсем хатӗрлекен 10 ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кун йышши конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине те палӑртаҫҫӗ. Унта студентсем те хаваспах тупӑшнӑ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика коллеждӗнче монтажника вӗренекенсем. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне «Эларӑра» монтажникра ӗҫлекен С.Д. Фёдорова, В.Ю. Чернов фрезеровщик, Ю.Б. Смелов токарь, Т.Г. Андреева лаборант, С.Н. Козлов водитель, О.Г. Маркова маляр, М.А. Краснов инженер-конструктор, Л.В. Кузьмина трафарет ӑсти тата ыттисем кӗнӗ. |
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗ аукционсене ӳлӗмрен он-лайн меслечӗпе ирттерме пуҫлать. Кун пирки республикӑн тӗп хулин Пурлӑх управленийӗн комитечӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗхе «Уҫӑ хула» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май хута ямалла иккен. Аукционасене он-лайн меслечӗпе йӗркелени суту-илӗве уҫҫӑн ирттерме май памалла. Ун йышши пирвайхи аукцион ыран, ирхи 10 сехетре, пуҫӑнмалла. Хӑҫан епле аукцион иртессипе ӳлӗмрен хулан сайтӗнче, www.чебоксары.рф, адреспа паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханта Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен обществӑлла организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Официаллӑ цифрӑсем вӑл вӑрҫӑра 15 051 совет салтакӗ вилнине пӗлтереҫҫӗ. 417 хыпарсӑр ҫухалнӑ е тыткӑна лекнӗ. Ҫӗмӗрле ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ Афган вӑрҫине лекнисенчен Иван Кириллов, Григорий Антонов, Владимир Маскин, Анатолий Максимов вилнӗ. Евгений Сергеев хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлери уйрӑм — республикӑра йӗркеленнӗ 17 уйрӑмран пӗри иккен. Ӑна 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ертӳҫӗ пулма малтанласа Ю.В. Кузьмин афганеца шаннӑ. Каярах ертӳҫӗ тивӗҫне С.Л. Калашников, Г.Л. Альцев, В.Г. Ефимов пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ушкӑн 30 ытла ҫынна пӗтӗҫтерет. Шӑматкунхи отчетпа суйлав вӑхӑтӗнче Александр Горбунов кандидатурине пӗр саслӑн ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
«Ляпис Трубецкой» текен Белоруссири панк-ушкӑн Шупашкарта, «Олимп» концерт залӗнче, концерт кӑтартнӑ. Республикӑн тӗп хулине килнӗскерсем чӑвашсен ялавӗпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Концерта панк-ушкӑн нарӑсӑн 6-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Килме вӑл иртнӗ ҫулхи кӗркуннех палӑртнӑ пулнӑ иккен, анчах ун чух солист чирлесе ӳкнипе ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
Республикӑн тӗп хули «МИПИМ–2014» текен курава пуҫласа хутшӑнма хатӗрленет. Асӑннӑ мероприяти кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртет иккен, Шупашкар вара унта пуҫласа хутшӑнать. Францире иртекен курава тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекенсем — куҫман пурлӑх, инвестици рынокӗсенче тӑрӑшакансем, девелоперсем, архитекторсем, патшалӑх служащийӗсем, финансистсем — хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкар экспозицийӗ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ экспозицийӗпе пӗрле вырӑн тупӗ. Чӑвашсемсӗр пуҫне унта тата тепӗр 24 регион кӗнӗ. Шупашкар кӑтартакан тӗп самантсен шутӗнче Йӑлӑма, Лакрей вӑрманӗпе Шупашкара 500 ҫул парка юсаса ҫӗнетмелли, Хӗрлӗ лапама, «Ҫӗнӗ хула» тата Сад микрорайонсене хӑтлӑх кӗртессин проекчӗсене тӑратасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
Лакрей паркне хула влаҫӗсем юсаса ҫӗнетме палӑртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ку хыпара ҫак ӗҫе пуҫӑннин пӗрремӗш утӑмӗ вырӑннех йышӑнмалла мар пулӗ те, ҫапах та хула администрацийӗ Лакрей паркне ярӑнмалли ҫӗнӗ хатӗрпе пуянлатма хыснаран 4,5 миллион тенкӗ уйӑрассине хыпарлать. Юлашки 10 ҫулта Шупашкарта кун пекки пулман-мӗн. 4,5 миллион тенкӗ тӑракан оборудовани — «Вальс» аттракцион. Унчченхи кивелсе япӑхнӑ. Кунсӑр пуҫне паркра епле аттракцион кирлӗ пирки халӑхран ыйтса пӗлнӗ иккен. Ҫынсем «Вальс» аваннине палӑртнӑ. Сӑмах май, паян паркра «Хип-хоп», «НЛО», «Сюрприз», «Ҫавраҫил», «Хаваслӑ ту», «Бамперлӑ кимӗ», «Автодром» тата ытти аттракционсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
