Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пичет ҫурчӗн акт залӗнче «Петр Егоров – наш современник» ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна П.Е. Егоров зодчий ячӗллӗ «Ӑрусен астӑвӑмӗ» культурӑпа истори еткерлӗхӗн фончӗн учредителӗ тата директорӗ Евгений Дмитриев пухса хатӗрленӗ. Яваплӑ редакторӗ – Атнер Хусанкай, издательство редакторӗ – Владимир Степанов. «Ку кӑларӑм – монографи мар, ӑна историлле тата публицистикӑлла кӑларӑм тесен тӗрӗсрех пулӗ. Унта историксен, ӳнер, тӑван ен тӗпчевҫисен, Шупашкар, Мускав, Питӗр тата Таллин хулисенчи чиркӳсенче тӑрӑшкансен статйисем кӗнӗ. Вӗсем архитектор мӗнле ҫемьре ҫуралса ӳснине, ӑҫта вӗреннине, пултарулӑх ҫулӗ ҫине еплерех тухнине каласа параҫҫӗ, унӑн еткерлӗхӗпе туллин паллаштараҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ кӑларӑма пухса хатӗрленӗ Евгений Дмитриев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви 2023 ҫулта 81 тӗрлӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 155 пин экземпляр. Асӑннӑ 81 кӗнекерен 35-шӗ — чӑвашла, 31 – чӑвашла тата вырӑсла, 15-шӗ – вырӑсла. Хӑш-пӗр кӑларӑм кӗнеке кӗнеке конкурсӗсенче дипломсене тивӗҫнӗ. Сӑмахран, чӑваш халӑх юмахӗсен «Ула курак тӗнче курма кайни. Как ворона хотела мир повидать» юмахсен пуххи, Владимир Трофимовпа Алексей Кировӑн «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» кӗнеке-альбомӗ. «Ҫул кайӑкӗ» кӗнеке, Юрий Васильевӑн «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» кӗнеки, «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» кӗнеке-альбом (автор-составителӗсем – Федор Козлов тата Евгений Касимов). Юрий Васильевӑн «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» тата Владимир Трофимовпа Алексей Кировӑн «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» кӗнеки-альбомӗ Раҫҫейӗн регионӗсенчи чи лайӑх 50 кӗнеке шуне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑн Министрсен Кабинечӗн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Культура учрежденийӗсем чылай мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Чӑваш наци музейӗ «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» регионсем хушшинчи конкурс йӗркелӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Культурный код «Сеспель» (чӑв. «Ҫеҫпӗл» культура кочӗ) поэзи фестивалӗ йӗркелӗ, «Ҫӗн Кун Ачи» спектакль лартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх истори архивӗнче Владимир Нагорнов скульптор-монументалистпа тӗлпулу иртнӗ. Владимир Нагорнов — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ. Вӑл — Шупашкарти Амӑшӗн палӑкӗн, Константин Ивановпа Петӗр Хусанкайӑн, Святослав Фёдоров офтальмолог палӑкӗсен тата ытти сумлӑ ӗҫсен авторӗ. 2022 ҫулта ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенче Указӗпе «За заслуги в культуре и искусстве» (чӑв. Культурӑпа ӳнерти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн) орденпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Йӳҫпанра пурӑнакан Николай Ландышев хӗлле яланах юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталама юратать. Кӑҫал та вӑл ҫавӑн пекех тунӑ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал юрлӑ-ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула юр кӗлеткесене виҫӗ хутчен ӑсталама тивнӗ. Арҫын ӑсталакан хитре кӳлепесем илемӗпе чуна тыткӑнлаҫҫӗ, ял ҫыннисене савӑнтараҫҫӗ, Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» литература конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӗҫсене ярса пама кая юлман-ха. Вӗсене 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Е Шупашкарти Чӑваш кӗнеке издательствине илсе ҫитерсе памалла. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла пулмалла. Конкурса халиччен пичетленмен хайлавсемпе хутшӑнмалла. Вӗсен тематики ирӗклӗ. Калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран ытла мар пулмлала мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тата Чӑваш Енри Профессиона писательсен союзӗ ҫул ёлки ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче йӗркелӗҫ. Литература ёлкине поэтсем тата поэзие юратакансем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетӗҫ, сӑвӑсем вулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() sportishka.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен туризма аталантарма субсиди илесшӗн. Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви ирттерекен конкурса пирӗн регион пӗрлехи субсиди илме ҫак енсемпе заявка панӑ: пляжсене аталантарасси тата хӑтлӑлатасси, туризм инфраструктурине (прокат пункчӗсем, апатлану точкисем, турист оборудованийӗ тата ытти те); кемпинг йӗркелесси; пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттересси; хула центрӗн турист кочӗ валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамбльне сумлӑ ята твиӗҫнӗ. Коллектив Шупашкарти Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче ӗҫлет. Нумаях пулмасть ӑна Раҫҫей Федерацийӗн «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята панӑ. Приказа Раҫҫейӗн Культура министерстви раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн кульурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Федотов «Эревет» ансамбле 1981 ҫулта йӗркелесе янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектва тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ ят панӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре халӗ Вырӑс провинцийӗн музейӗ те пур. Вӑл Улатӑрта хула училищин революци умӗнхи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурта 1911 ҫулта хута янӑ. Вӑл истори тата культура историйӗсен списокне кӗрет. Унта вырӑс провинцийӗн музейӗ пуласси пирки 2021 ҫултах пӗлтернӗ. Ҫурта юсаса ҫӗнетнӗ, халӗ ав вӑл хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Экспозицире - Улатӑр хулин тата Улатӑр уесӗн историйӗ: 1952 ҫултан пуҫласа 20-мӗш ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсемччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |