Комсомольски районӗ — кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ район. Район тӗпӗ Комсомольски ялта вырнаҫнӑ.
Районӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 630,3 км2.
Район ҫӗрӗ кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле, ҫавӑн пекех хӗвелтухӑҫ енчен хӗвеланӑҫ еннеле 32 ҫухрӑма саралса выртать. Ҫурҫӗр енче Канаш районӗ, кӑнтӑр енче — Патӑрьел районӗ, хӗвеланӑҫ енче — Йӗпреҫ районӗ, хӗвелтухӑҫ енче — Елчӗк районӗ вырнаҫнӑ. 12 ҫухрӑм хушши Тутарстан ҫӗрӗпе чикӗленет.
Района 1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче туса хунӑ.
1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районӑн 54 ялӗнче пурӗ 28,2 пин ҫын пурӑннӑ. Пӗр ялта вӑтамран 535 ҫын пурӑннӑ. Чӑвашсен йышӗ — 73%, тутарсен — 23%.
Халӑх Ытларах пайӗпе ял хуҫалӑхӗнче вӑй хурать. Ӳсентӑран ӳстерессипе вылӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пӗр пек аталаннӑ. Тырӑ, ҫӗрулми, тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫе ҫитӗнтереҫҫӗ. Вылӑх-чӗрлӗхе илес пулсан сысна, ӗне-вӑкӑр, лаша усраҫҫӗ, пыл хурчӗ ерчетеҫҫӗ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |