Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Лашман Степан Митрофанович

Лашман Степан Митрофанович (чӑн хушамачӗ Авксентьев) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1895 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Патирек ялӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ.

1958 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Мускавра Ҫутӗҫ комиссариачӗн вӗрентӳ институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ. Ҫарта хӗсметре тӑнӑ.

Чӗмпӗрте «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫат редакцилесе кӑларнӑ. Шупашкарти «Канаш» хаҫатпа «Тӑван Атӑл» журнал редакцисенче, радиокомитетра, Улатӑр районӗнчи Эйпӗҫ шкулӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Сӑвӑсем, пьесӑсем, калавсем ҫырнӑ. Унӑн пурӗ 15 кӗнеке ытла тухнӑ. Паллӑрахисем:

  • «Ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗ» (пьеса, 1920);
  • «Хура ҫӑхансем» (пьеса, 1921);
  • «Леш хайхисем» (камит, 1924);
  • «Савни енчӗкӗ» (поэма, 1926);
  • «Тамаша» (камит, 1931);
  • «Большевикла кӗрешӗвӗ» (агитпьесӑсем, 1933);
  • «Ирхи акаран» (очерк, 1933);
  • «Ахӑрсамана» (пьесӑсем, 1935);
  • «Амӑшӗ» (очерк, 1936);
  • «Кӑвак хуппи» (суйласа илнисем, 1960);
  • «Патирек ҫутисем» (сӑвӑсем, очерксем, калавсем, 1971);
  • «Татӑклӑ ҫапӑҫу» (повесть, 1975);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-05 14:57:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10165 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем