Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуп таврашӗ

Чан ҫапать, кӗлле кӗрет. Паян эпӗ те кӗлле кайрӑм. Праҫникӗ пысӑк. Кӗлӗре ҫын нумай мар. Чӑвашсем кашни ҫурта илсе лартаҫҫӗ. Ҫурти пит хаклӑ. Шухӑшлатӑп: ҫурта тӗтӗмӗ чиркӗве юлать, ҫурта усламне кам илет? Ҫуртине ҫуннӑ-ҫунман пуп пуҫтарса илтерет, ҫурта тӗпӗ нумай пухӑнать, ӑна вара сутаҫҫӗ. Ҫавӑ укҫа кама пулать? Турӑшсем умне ҫутма йывӑҫҫу нумай илеҫҫӗ. Йывӑҫҫу усламӗ кам аллине кӗрет-ши? Ҫавӑ укҫа кама пулнине чӑвашсем пӗлмеҫҫӗ. Акӑ ҫакӑ мӑн хырӑмлӑ пуп Турра ҫурта лартма вӗрентет. Ҫурта ӑшши икона ӑшӑтать, ҫурта усламӗ - элхерейсене, пупсене пулать, йывӑҫҫу паришӗ, ҫурта тӗпӗ сутнӑ укҫа пурте элхерей, пуп тавраш аллине кӗрет. Диаконӗ «паки-паки» тесе аллине тӑратса кӑшкӑрать. Ун сасси ниме пуҫӗ сасси пек янӑрать.

Мӗнле апла ҫурта усламӗ элхерейпе пуп тавраш кӗсйине кӗрет-ши? Акӑ ҫапла вӑл. Пуппа чиркӳ старости ҫурта усламне, ҫурта тӗпӗ укҫине, турилккипе пухнӑ укҫана (чиркӗве кӑшт хӑварса) Хусана яраҫҫӗ. Вара Хусан кӗпӗрнинчен чиркӳсенчен пурӗ темиҫе мӗльюн тенкӗ укҫа пуҫтарӑнать. Ҫавӑ укҫапа элхерейсем ҫап-ҫут тумланаҫҫӗ, хырӑмӗсене шӳтерсе яраҫҫӗ. Хусанта унта элхерей таврашӗнче аслӑ пупсем, мӑнӑ саслӑ диаконсем явкаланса ҫӳреҫҫӗ. Ҫаксем те ҫавӑ укҫапах мӑнтӑрланса, пуҫа ухса куштанланса ҫӳреҫҫӗ. Чӑвашсем лартнӑ ҫурта укҫи, чиркӳри чӑвашсем турилкке ҫине хунӑ укҫа унпа пӗтмест-ха. Пуп таврашӗн тата ачи-пӑчи йыт-кӗшки пек йышлӑ. Вӗсен ачисем, ним ӗҫлемесӗр, ахӑрса кӑна пурӑнаҫҫӗ. Пуп тавраш ачисене вӗрентме Хусанта мӑнӑ шкулсем пур. Ҫавӑ шкулсенче вӗрентекенсем – профессорсем. Хайхи чӑвашран чиркӳре пухнӑ укҫапа ҫавӑ мӑнӑ шкулсене тытаҫҫӗ, пуп тавраш ачисене усраҫҫӗ, вӗсене ташлама вӗрентеҫҫӗ, кӗнекесем илсе параҫҫӗ, тӑрантараҫҫӗ. Леш профессорсене пысӑк шалу ҫавӑ укҫапах тӳлеҫҫӗ. Диакон тата леш чехсемпе Хусантан тарнӑ митрополита чиркӳре асӑнать. Митрополит Яков Хусанти хуҫалӑхсемпе, улпутсемпе пӗрле Ҫӗпӗре тарнӑ. Вӑл хура халӑха, Христоса ӗненекен мӗскӗнсене – ҫармӑссене, чӑвашсене – пӑрахнӑ та, улпутсемшӗн кӗл тума тара кӗрешсе Ҫӗпӗре кайнӑ. Ҫав митрополит Яков Ҫӗпӗрте шур кулач ҫиет пулӗ, улпутсем ӑна эрехсем («Коньяк», «Шампанское» хаклӑ эрехсем) ӗҫтерсе, ӳсӗрскерне, хӑйсемшӗн кӗл тутараҫҫӗ пулмалла.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-06-26 22:34:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3931 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org