Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

21-30-мӗш кӗлӗсем (Кибеч)

Ман ҫӑвартан киревсер сӑмах тухман, калама та пӗлместӗп. Ярса панӑ эрехе те тута патне тытмарӑм. Манран кулчӗҫ, айван вырӑнне хучӗҫ. Пирус туртманни те, эрех ӗҫменни те пысӑк ҫитменлӗх иккен. Пӗр кун сиктермесӗр ҫӳрерӗм ӗҫе, ырра, илеме вӗрентрӗм ҫамрӑксене. Мана сивӗлерӗҫ, хӑваласа ячӗҫ, усалпа тав турӗҫ. Таса ҫынран хӑрарӗҫ, суя сӑмахпа варалама тӑрӑшрӗҫ.
Куртӑм эпӗ пуҫлӑхсем иртӗхнине, ултавпа пурӑннине, миххи-миххипе укҫа сӑптӑрнине, тарҫисене выҫӑ тытнине. Ҫакна каларӑм хӑйсене, уҫҫӑн пӗлтертӗм ҫынсене. Каллех, ав, кулчӗҫ пӗрисем, ылханчӗҫ пулӗ теприсем. Анчах чӗрем ман ыратмарӗ, тасалтӑм эпӗ йӑх-яхран, хама вӗҫертрӗм капкӑнран.
Эй, Турӑҫӑм! Эсӗ ҫакна куртӑн, ман хута кӗтӗн, тӑшман ҫулне пӳлсе утайми турӑн. Ҫук, эпӗ ҫакӑншӑн хӗпӗртеместӗп, хӗрхенетӗп кӑна хураюн усалсене.
С моих уст не слетали непристойные слова, их я не смогу произнести. Налитое мне спиртное даже к губам не подносил. Надо мной насмехались, считая наивным простаком. Обучая молодежь, прививая подрастающему поколению чувство добра и красоты, ежедневно, не пропуская ни дня, ходил на работу. На меня смотрели враждебно, осуждали, прогоняли, за добро расплачивались злом. Боясь порядочного человека, всеми фибрами души старалисъ опорочитъ наветами и инсинуациями.
Мне довелось увидеть бесчинство высокопоставленных чинуш, как они иногда обманным путём хапали деньги мешками, а прислугу свою держали в черном теле. Об этом им, сытым, сказал я при народе. Ухмылки вижу в них опять я, другие шлют мне вновь проклятья. Но в сердце боле нету боли, очистился теперь от грязи, освободился я
от мрази.
О, Бог мой! Ты все увидел и прознал, меня же под защиту взял, врагам дорогу заказал. Нет, я не злорадствую, мне их, злых и с черной душой, просто жаль.
* * *
Эй, Турӑ! Йышланма пулӑш пире, ӗрчевлӗх пар. Хӗсӗр хӗрарӑм ан пултӑр, арсем сывлӑхлӑ та хастар ҫитӗнччӗр.
Ачамӑрсене патшалӑхшӑн кӑна мар, хамӑра валли ҫуратар, ырӑлӑхпа, юратупа ӳстерер. Пӗр ача вӑл ача мар, икӗ ача — ҫур ача, виҫӗ ача — чӑн ача. Пирӗншӗн паян кашни ача хаклӑ, кашни вилӗм пысӑк ҫухату. Ача амӑшне мухтар, тав сӑмахӗ калар, чӑн-чӑн чӑваш ҫитӗнтерме пулӑшар.
Ырӑлӑхне Санран ыйтрӑм-ха, анчах ӑшра канлӗх ҫук. Пӗрле савӑнса пурӑнма пирӗн хамӑрӑн аслӑ Ҫӗршыв ҫук. Чӑваш ҫӗрне касса вакланӑ, халӑхне те пайланӑ. Пӗр Турӑпа, пӗр тӗллевпе пурӑнмасӑр эпир телейлӗ пулас ҫук.
Ҫӗнӗ ӑру ӳстерме пире Эсӗ вӑй-хал пар, ачамӑрсен пуҫӗ ҫине хӑюлӑх, хастарлӑх яр.
О, Боже! Способствуй же приумножению рода нашего, дай плодовитости нам. Чтобы не было бесплодных женщин, чтобы мужчины росли здоровыми и сильными. Чтобы детей рожали не только для государства, а для самих же с тем, чтобы привить в них любовь и добро. Один ребенок — еще не дитяти, два чада — половина ребенка, трое детей — полнокровный ребенок. Для нас сегодня дорог каждый ребенок, смерть одного — невосполнимая утрата. Да возвеличим же мать ребенка, скажем ей слово благодарности, поможем ей вырастить настоящего чуваша.
Прошу Твоего благоденствия, а душа все беспокоится. Дпя совместной счастливой жизни у нас и Отечества своего нет. Чувашскую землю раздробили, народ разделили. Без единого Бога, без единой цели нам не увидеть лучшей доли.
Дай нам мужества вырастить новое сильное поколение, дай детям нашим отвагу и удаль.
* * *
Эй, Турӑ! Мана тӗрӗс ҫулпа утма ҫав тери йывӑррине куратӑн пулӗ. Пур ҫӗрте те кӗвӗҫ чунсем, ура хума хӑтланакансем. Мӗн тумаллине те пӗлместӗп. Мӗншӗн хаярлӑхӑм ҫав тери сахал-ши? Тен, ӑна Эсӗ хушса парӑн? Тен, хаяр пулма кирлех те мар? Пӗлместӗп. Ман пӗртте харкашас килмест, ҫапӑҫас килмест. Ман ӗҫлесчӗ, савӑнасчӗ, ҫут тӗнче илемӗпе, юрату ӑшшипеле киленсе пурӑнасчӗ.
Эсӗ ман хаярлӑха вӑйлатсан, эпӗ ӑна хам тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗре мар, халӑх тӑшманӗсене тӗп тунӑ ҫӗре ярӑттӑм. Халӑхӑмӑр телейсӗр чухне уйрӑм чӑваш телейӗ ниме те тӑмасть.
О, Бог мой! Ты, конечно же, видишь, как тяжело мне идти по праведному пути. Всюду завистники, готовые в любой удобный для них момент дать мне подножку. Порой и не знаешь: как быть? Почему во мне мало гнева? Может, Ты мне прибавишь его? А, может, и не стоит гневаться? Не знаю. Мне претит раздор. Наслаждаясь прелестью белого света и огнем любви, я хочу трудиться.
Ну, а если Ты прибавил бы мне гнева, то я его использовал бы не в борьбе со своими врагами, а направил бы на врагов моего народа. Когда несчастлив весь народ, то счастье одного чуваша равносильно нулю.
* * *
Эй, Турӑ! Мӑйӑр, йӗкел паракан йывӑҫсене касса тӑксан урӑх вӑрман пулас ҫук; ачамӑрсене сумсӑр вӑрҫа яни ӑрӑва сиен кӳни мар-и-ха? Унта вилеҫҫӗ вӑй-питтисем, чи сывлӑхлисем, чи илемлисем, ача ашшӗ пулса ӑрӑва вӑйлатма хатӗррисем. Вӑрҫӑран таврӑнаҫҫӗ аманнисем, хӑрушлӑхра чунне сусӑрлантарнисем. Тӑшман кулли темшӗн-ҫке ытларах чӑваша тивет. Пӗртен-пӗр салтак вилсен те — вӑл та пулин чӑвашах, ыттисем хушнипеле пуҫне хурать инҫетре.
Пирӗн пурнӑҫ йӗркипе вӑрҫӑ пачах кирлӗ мар. Чӑваш Турри хушнипе пирӗн паттӑрлӑх — ӗҫре, пурнӑҫ ҫуртне купаланӑ ҫӗрте. Анчах пӑтранчӑк тӗнче ӗҫлет пире хирӗҫле. Ҫурт лартакан чӑвашӑн мӗншӗн пӑшал тытмалла? Манӑн ырӑ халӑхӑм ҫын вӗлерме ҫуралман. Каҫар пире, Туррӑмӑр, ҫакӑ чи ирсӗр ӗҫе хамӑр ирӗкпе туман.
О, Боже! Если спилить деревья и кустарники, приносящие орехи и желуди, то новый лес листвой не зашумит; разве не тоже самое, когда детей наишх отправляют на братоубийственную войну? Там погибают самые здоровые, самые красивые, полные сил и энергии парни, которым, став отцами, предстоит продолжить наш род. С войны же возвращаются инвалиды и психически расстроенные люди. Горе по обыкновению выбирает чуваша: если где-то убит хоть один боец, то это, как правило, — чуваш, погибший вдали от родины по воле других.
Укладу нашей жизни война чужда. Волею Чувашского Бога, наша доблесть в труде, там, где строят жилье. Но смутное время действует против нас. Строящий дом чуваш должен ли взяться за оружие? Мой добрый народ не рожден убивать людей. Прости нас, наш Бог, это злодеяние творилось не по нашей воле.
* * *
Ҫын вал хайпе хай самай кӑмӑллӑ иккен. Пӗр кахал та хӑйне кахал ҫын вырӑнне хумасть, улталакан та, усал тӑвакан та ҫавах: япӑх ӗҫ тӑватӑп темест. Ӗҫке ярӑннӑ ҫын та хӑйне черкке тӗпне путнисен шутне кӗртмест, ҫынна усал сӑмахпа кӳрентерекен те хӑйне аванах туять, уншӑн намӑс-симӗс ҫук. Тепӗр чухне ҫак ҫынсемех Турӑ пирки пуплешеҫ. Анчах мӗнле Турра аса илеҫҫӗ-ши? Чӑвашсенне мар пуль ҫав. Хамӑр Турра ӗненсен ҫак ҫынсем тахҫанах тӗрӗс ҫула тухӑччӗҫ. Ун ырлӑхӗ пурне те ҫитет, темле йывӑрлӑхран та ҫӑлать.Оказывается, человек по сути своей весьма самодовольное существо. Ни один лодырь не считает себя лентяем, и лгун, и преступник не помышляют о том, что они творят зло. Пьяница также не видит себя на дне рюмки. И тот, кто не стыдясь, грубит и оскорбляет другого, не чувствует за собой вины. Иногда эти же люди поговаривают о Боге, но какого Бога они вспоминают? Наверное, не Чувашского Бога. Если бы они верили в нашего Бога, то давно встали бы на путь праведный. Его благодати хватит для всех. Он в любых трудных ситуациях выручит и спасет.
* * *
Эй, Турӑ! Сан ятна кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте асӑнса ҫылӑха кӗрес марччӗ. Улталаса е вӑрласа тупнӑ укҫапа лартнӑ пӳртре кӗлтуни, варти пӗчӗк пепкене тухтӑр пулӑшнипе вӗлернӗ хыҫҫӑн сывлӑх ыйтни, ҫын вӗлернӗшӗн суда ҫаклансан ҫӑлӑнӑҫ шыраса тархаслани, тепӗр халӑха пӑхӑнтарса чура тӑвас тӗллевпе вӑрҫӑ пуҫланӑ патша ҫӗнтерӳ ыйтни «турӑ» сӑмахпа вылявлӑ усӑ курни ҫеҫ.
Турӑ ятне вырӑнсӑр асӑнса хамӑрӑн ырӑ Сыхлавҫа курентерес марччӗ.
О, Бог мой! Всуе вспоминая Твое имя, не хотелось бы согрешить. Молиться в здании, которое построено на ворованные средства или добытые обманным путем, просить здоровья после того, как при помощи врача в утробе матери погублена жизнь будущего человека, на скамье подсудимых просить пощады после убийства человека, просить победы в войне, затеянной с целью порабощения другого народа, разве не есть заигрывание со словом «Бог»?
Вспоминая всуе имя нашего Покровителя, не обидеть бы Его.
* * *
Такама та куртӑм, такампа та калаҫрӑм. Ҫын вӑл хӑй пирки япӑх шутламасть, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ. Ыттисем ӑна мӗнлерех хак пани кӑна канӑҫ памасть, яланах ҫителӗксер пек туйӑнать, ырланине, мухтанине илтес килет. Анчах халӑх пӗтӗмпех курать: хӑй патне ырӑ кӑмӑлпа ҫывхарнӑ ҫынсенчен мӗн кирлине сӑптӑрса илнӗ хыҫҫӑн вӗсенчен хӑвӑрт пӑрӑнса утнине те, тӑван пиччӗшне пытарма пыманнине те, пӗрмаях ҫӑхав ҫырса ҫынсене тертлентернине те, килӗнче килӗшӳлӗх ҫуккине те, укҫашӑн амӑшне сутма хатӗррине те...
Ҫавнашкал ҫын та, юрату туйӑмӗ мӗнлине пӗлменскер, пулать иккен. Мӗншӗн чунӗ ҫав тери чухӑн-ши, сивӗ-ши? Мӗншӗн пурнӑҫра хӑйне ҫеҫ курать-ши? Турра пачах маннӑран мар-ши?
С кем только не встречался, с кем только не беседовал. Человек о себе дурно и не подумает, он доволен собой. Беспокоит только то, как его характеризуют другие. Ему всегда кажется, что его недооценивают, хочется слышать лестные слова. Но народ все видит: и то, как в корыстных целях воспользовавшисъ его добротой, резко отворачивается от него, и то, как не приехал на похороны родного брата, и то, что своими гнусными жалобами тревожит покой порядочных людей, и то, что в семье нет согласия, и то, что за гроши может продать родную мать...
Оказывается, естъ такой человек, который не знает чувства любви. Почему его душа так скудна и холодна? Почему в жизни он видит только себя? Не от того ли, что совсем забыл Бога!
* * *
Эй, Турӑҫӑм! Тавах сана кӑштах мана та пултарулӑх панӑшӑн. Эпе унпа усӑ курма пӗлтӗм-ши, пӗлеймерӗм-ши? Анчах пӗрмай тӑрӑшрӑм, пӗр канмасӑр ӗҫлерӗм, ывӑннине пӗлмерӗм. Тӑван ялпа хулана, юратнӑ халӑхӑма, Чӑваш Ҫӗрне мухтаса юрӑсем эп юрларӑм, ҫӗршер-пиншер ҫамрӑка аслӑ ҫула кӑлартӑм. Юрларӑм юрату ҫинчен, ирӗклӗх ҫинчен, аса илтертӗм ҫынсене ӗмӗр сакки сарлака та, ӗмӗрӗ пит кӗскине, телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух, пурнӑҫ ҫулӗ такӑр чух туссене, тӑвансене тав тума манмалла маррине, хамӑр Улӑп йӑхӗнчен пулнине, чӑваш чысне алла хӗҫ тытса хутӗленӗ паттӑрсене яланах асра тытмаллине.
Ырӑ ҫынсем ҫакна йышӑнчӗҫ, тав сӑмахне тивӗҫрӗм. Тӑшмансем вӗчӗхсе ҫӳрерӗҫ, ура хума хӑтланчӗҫ — вӗсен ӗҫ тухмарӗ. Ҫакӑ пурте килчӗ эс пулӑшнипе. Тавах сана, ырӑ Туррӑмӑр!
О, Бог мой! Благодарю Тебя за то, что дал мне скромное дарование. Сумел ли я воспользоватъся им или нет? Но старался, трудился без отдыха, не зная устали. Воспел родное село, любимый народ, Чувашскую Землю, тысячи молодых людей вывел на жизненную стезю. Пел о любви, о свободе, напомнил людям о том, что поле жизни широко, а время быстротечно; что надо уметь благодаритъ родных и близких даже тогда, когда счастье льется через край; о том, что мы из рода Улыпа; о том, что нужно помнить героев, смечом в руках защищавших честь и достоинство чувашей.
Добрые люди это восприняли с благодарностъю. Супостаты шипели от злости, пытались мне подставить ногу, но у них ничего не вышло. Потому что Ты мне помог. Благодарю Тебя, добрый Бог.
* * *
Эй, Ҫӳлти Турӑ! Пӗтӗм ырри-лайӑххи Эсӗ пулӑшнипе пулса пычӗ. Эпӗ тӗрӗссине каларӑм, ултавлӑ ӗҫ туса чап шыракансене питлерӗм, ылтӑн-кӗмӗлшӗн сутӑнмарӑм. Чӑн сӑмах килӗшмерӗ. Вӗсем выҫӑ ҫӑхан пек пӗр ҫӗре пухӑнса кавар турӗҫ, ятӑма тикӗтпе варалама хӑтланчӗҫ. Анчах ӗҫӗ тухмарӗ, хӑйсемех ҫын куллийӗ пулчӗҫ: пӗрисем тӗрмере ҫӗрчӗҫ, теприсене шалкӑм ҫапрӗ, виҫҫӗмӗшсем катӑка тухса сӳпӗлтетсе
ҫӳреҫҫӗ, тӗнче асапне кураҫҫӗ. Эх, мӗскенсем-чурасем. Мӗншӗнне чухлаҫҫӗ-ши? Чӑваш Турри курать ҫав, таса ҫынна тапӑннӑшӑн хаярлӑхне хӗрхенмест. Ҫапла пултӑр яланах.
О, Всевышний! Все сотворилось с Твоей помощью. Я всем говорил правду в глаза, осуждал тех, кто обманным путем стремился стяжать себе славу, ради золота и серебра не предавался.
Мое правдивое слово задело их тщеславие. Они, словно ненасытные стервятники, коварно накинулись на меня, пытались очернить мое доброе имя. Но у них ничего не вышло, сами же стали всеобщим посмешищем: одни сгнили в тюрьме, других разбил паралич, третьи, выжив из ума, и поныне страдают. Эх, бедолаги. Догадываются ли они: из-за чего терпят эти муки? Чувашский Бог все видит и не пожалеет тех, кто наводит напраслину на честного человека. Да будет так!
* * *
Эй, Турӑҫӑм! Ман халӑхӑма сыхла, ун юнне сӑвӑс пек ӗмсе пурӑнакансене аҫа ҫаптарса ҫунтар. Ӗҫлемен ҫын сӗтелӗ ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар ан пултӑр. Чӑваш хӗрарӑмне имҫам тунӑ ҫӗре кӗрте-кӗрте яраканӑн ачи чирлӗ ҫуралтӑр; чӑваш аллинчен туртса илнӗ чӗлӗ пырне лартӑр; ултавпа пухнӑ пурлӑх такӑнтарса пытӑр; хуҫисене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе чӗр тамӑка ӑсаттӑр.
Эй, Чӑваш Турри, ҫакна Сансӑр пуҫне урӑх никам та тӑваяс ҫук. Эпир хамӑр халсӑр, чирлӗ ҫын шайӗнче кӑна. Пире кашни кунах алӑран ҫапса тӑраҫҫӗ, тепӗр чух — йӑхташсем ҫине тӑнипех. Пулӑш пире. Санпа пӗрле вӑйлӑрах пуласса шанатпӑр. Тӑшманшӑн хӑв хӑватна ан хӗрхен.
О, Бог наш! Сохрани мой народ, а тех, кто, словно клещ, сосет кровь, порази и испепели молнией. Не должно быть хлеба на столе того, кто не работает. Пусть от болезней страдает тот, кто чувашских женщин посылает на производство ядовитых химикатов; пусть подавится куском хлеба тот, кто отобрал его у чуваша; добро, нажитое обманным путем, пусть для таких будет яблоком раздора и обузой; чтобы гореть им в аду.
О, Чувашский Бог, кроме Тебя это никто не сделает. Мы же, как больные люди, немощны. Нас ежедневно бьют по рукам, чаще — по наущению своих же соплеменников. Помоги нам. Вместе с Тобой мы чувствуем себя увереннее. Не пощади врагов наших.

А. Кибечӗн «Кӗлӗсем» кӗнекирен. Автор хӑй ирӗкне панипе кӗртнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-13 22:23:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4635 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org