Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ахмане

АхманеЧӑваш Енӗн Муркаш районне кӗрекен ял. Москаккасси ял тӑрӑхӗнче шутланать. Муркашран 14 ҫухрӑмра, Шупашкартан 33 ҫухрӑмра ларать.

Ялта пурӗ тӑватӑ урам: Андрей Петтоки ячӗллӗ урам, Симӗс урам (выр. Зеленая), Ҫурҫӗрти урам (выр. Северная), Кӑнтӑрти урам (выр. Южная).
Юнашар ялсем: Ситуккасси, Москакасси.

Тавралӑх

Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнчи вырӑнсем: Шор олӑхӗ (лит. Шур улӑхӗ), Ҫтаппан авӑрӗ, Ахмане клавушши.

Сӑнсем

Ахмане пӗви
Ахманери ҫуртсем
Ҫӑл
Ахмане пӗви
Ахманери ҫуртсем
Ҫӑл
Ахмане тавралӑхӗ
Ялпа юнашар юхакан шыв
Кӳлӗ
Ахмане тавралӑхӗ
Ялпа юнашар юхакан шыв
Кӳлӗ

Ял кун-ҫулӗ

1917 ҫулхи пӑлхавӑрччен ҫырна хутсенче ял «Малые Ачкарясь», «Ахманейкасы» ятсемпе ҫырӑнса юлнӑ.
1859 ҫулта ялта 38 кил пулнӑ.
1920 ҫулхи утӑн 23-мешӗччен Чикме уесне, каярах Шупашкар уесне кӗнӗ. Ку пӗтӗм тапхӑрта ял Тутаркас вулӑсӗнче шутланнӑ.
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче, районсем туса хунӑ хыҫҫӑн, Ахмане Тутаркас районне кӗнӗ. 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗр районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкар районне, 1964 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтченех Муркаш районне кӗрет.
2002 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 88 кил пулнӑ, вӗсенче пурӗ 161 ҫын пурӑннӑ.

Культура

Ялта фельдшерпа аккушер пункчӗ, спорт лапамӗ пур.

Паллӑ ҫыннисем

Андрей Петтоки Дегтярёв Геннадий Анатольевич

Ҫул-йӗр

Ахмане ялӗнчен инҫе те мар М7 федераллӑ ҫул иртет, ун урлӑ районти, республикӑри кашни ялпа ҫыхӑнма май пур.

Хуҫалӑх

Яла шыв, газ кӗртнӗ.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Ахмане
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-29 10:52:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6149 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем