Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.9 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Первомайски (Ҫӗрпӳ районӗ)

Первомайски (выр. Первомайское) — Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи ял, Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине — Шупашкара — ҫити 35 километр. Район центрӗ Ҫӗрпӳ хулине ҫити — 8 километр. Чи ҫывӑх чугун ҫул станцийӗ 15 километрта вырнаҫнӑ. Первомайски ялӗ Тушанар юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Ял МСК (Мускав вӑхӑчӗ) сехет зоннинче вырнаҫнӑ. Усӑ куракан вӑхӑтӑн UTC тӗлӗшпе куҫӑмӗ +3:00 сехетпе танлашать.

Историйӗ

1940 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗччен ял Кутаки (чӑвашла Кӑтак) ятлӑ пулнӑ. Истори докуменчӗсенче ҫавӑн пекех Кутаки тата Катак околоток тесе ҫырни те тӗл пулать. Ял ҫыннисем 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Тӗпрен ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. 1898 ҫулта ялта хутла вӗрентес шкул уҫнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кунта шыв арманӗпе бакалея лавкки ӗҫленӗ. 1931 ҫулта ял ҫыннисем Тапанар ялӗнчи ҫынсемпе пӗрле «Ильич» колхоз йӗркеленӗ. XIX ӗмӗрте ял Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗрпӳ вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫултанпа вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа ял Кӑтак ял канашӗн административлӑ центрӗ пулнӑ. 1940 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнчен Первомайски ял канашӗн центрӗ пулса тӑнӑ. Каярахпа Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Ялти халӑх йышӗ ҫапла улшӑнса пынӑ:

  • 1897 ҫулта Кӑтак ялӗнче 399 ҫын (177 арҫын тата 182 хӗрарӑм) пурӑннӑ.
  • 1926 ҫулта 101 кил пулнӑ, 463 ҫын (225 арҫын тата 238 хӗрарӑм) пурӑннӑ.
  • 1939 ҫулта халӑх йышӗ 418 ҫын (191 арҫын тата 227 хӗрарӑм) пулнӑ.
  • 1979 ҫулта 202 ҫын (89 арҫын тата 113 хӗрарӑм) пурӑннӑ.
  • 2002 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 172 ҫын пурӑннӑ, ытларах пайӗ — чӑвашсем.
  • 2010 ҫулта 60 уйрӑм кил хуҫалӑхӗнче 163 ҫын (97 арҫын тата 66 хӗрарӑм) пурӑннӑ.
  • 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, халӑх йышӗ 191 ҫын пулнӑ.

Инфраструктура

Ял территорийӗнче клубпа лавкка пур. Ялта «Хорошавин» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ вырнаҫнӑ. Ял ҫыннисем ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗнче — Иккӗмӗш Вӑрманкас ялӗнче вырнаҫнӑ социаллӑ инфраструктурӑпа усӑ кураҫҫӗ, унта вӑтам шкул, ача пахчи тата пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ пур.

Паллӑ ҫыннисем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-23 20:20:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем