Патӑрьел (выр. Батырево) — Чӑваш Республикинчи ял. Патӑрьел районӗн администраци центрӗ.
Ял Пӑла юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче Шупашкартан 138 км тата чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 54 км аякра вырнаҫнӑ. Анӑҫ енче А-151 автоҫул иртет.
Ял XVII ӗмӗрте никӗсленнӗ. Историри ячӗсем — Юхма, Аслӑ Патӑрьел. 1724 ҫулччен кунта пурӑнакансем ясак хресченӗсем, 1835 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем, 1863 ҫулччен удел хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, хурт-хӑмӑр тытнӑ, сад ӳстернӗ, бакалей суту-илӗвӗпе аппаланнӑ, ҫӑпата ҫыхнӑ тата ютра ӗҫлесе ҫӳренӗ.
1859 ҫултанпа ялта пульница ӗҫленӗ, 1884 ҫултанпа — почта станцийӗ, 1890 ҫултанпа — арҫынсен чиркӳ-прихут шкулӗ, 1902 ҫултанпа — хӗрарӑмсен чиркӳ-прихут шкулӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче 35 суту-илӳпе производство заведенийӗ, ярмӑрккапа пасар ӗҫленӗ.
1928 ҫулта «Ленин ҫулӗ» колхоз йӗркеленнӗ. 1929 ҫулта педагогика техникумӗ, 1933 ҫулта Патӑрьел улма-ҫырла питомникӗ уҫӑлнӑ.
Администраци енӗпе ял Пӑва уесӗн Патӑрьел вулӑсне (XVIII ӗмӗртен 1920 ҫулччен), Патӑрьел уесне (1921–1927 ҫулсенче), Аслӑ Патӑрьел районне (1927–1935 ҫулсенче), Патӑрьел районне (1935–1939 ҫулсенче тата 1957 ҫултанпа), Чкалов районне (1939–1957 ҫулсенче) кӗнӗ. 1927–1939 ҫулсенче тата 1944 ҫултанпа хальхи вӑхӑтчен район центрӗ шутланать.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 5431 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 2527-шӗ арҫын, 2904-шӗ хӗрарӑм. 2021 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, 5281 ҫын пурӑнать.
Наци йышӗ: чӑвашсем — 83%, тутарсем — 12% (2002 ҫул).
Ҫулсемпе халӑх йышӗ улшӑнни:
Ялта Чӑваш патшалӑх университетӗн филиалӗ, професси училищи, икӗ вӑтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, каҫхи шкул, виҫӗ шкулчченхи ача учрежденийӗ, культура ҫурчӗ, тӗп вулавӑш пур, 1994 ҫулта Ҫӑкӑр музейӗ уҫӑлнӑ, вӑл халӑх ятне тивӗҫнӗ.
Сӑвӑплӑ кнеҫ Александр Невский ячӗллӗ храм ӗҫлет (1885–1940, 1990 ҫулта каллех уҫнӑ).
2025 ҫулта ялта культурапа кану центрӗн ҫуртне тӗпрен юсанӑ, оборудование ҫӗнетнӗ, паркра Wi-Fi йӗркеленӗ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 35 суту-илӳпе производство заведенийӗ ӗҫленӗ. Совет вӑхӑтӗнче «Ленин ҫулӗ» колхоз ӗҫленӗ (1928 ҫултанпа). 2025 ҫулта Патӑрьел округӗнче чипс туса кӑларакан ҫӗнӗ производство уҫнӑ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 