Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туҫи Ҫармӑс

Туҫи Ҫармӑс (вырӑсла Тузи-Сярмус) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Кӗҫӗн Явӑш ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Ен варринче Шупашкартан — 92 км, район центрӗнчен, Вӑрнар поселокӗнчен, — 13–19 км, ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗнчен 19 км аякра вырнаҫнӑ.

«Туҫи Ҫармӑс» ята чӑвашла «Ту ҫармӑсӗсем» тесе куҫарма пулать.

Историйӗ

Ял XVIII ӗмӗртенпе паллӑ. Авалхи ячӗсем: Янсарина, Янсарина-Сярмузы, Туҫи (Ҫармӑс).

Ял ҫыннисем — чӑвашсем, 1724 ҫулчченех ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫлесе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе пурӑннӑ.

1931 ҫулта «Хӗрлӗ трактор» колхоз йӗркеленнӗ. Административлӑ енчен ял Шупашкар уесӗнчи Кӑвакал вулӑсне, Етӗрне уесӗнчи Явӑш, Асакаси, Кушлавӑш, Упи, Кӗҫӗн Явӑш вулӑсӗсене (XVIII ӗмӗр — 1925), Ҫӗрпӳ уесне (1925–1927), Вӑрнар районне (1927–1935, 1956 ҫултанпа), Шӑхасан районне (1935–1956) кӗнӗ.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 337 ҫын (163 арҫын, 174 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсемпе — 331 ҫын. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх 98%).

Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1747 — 135 арҫын;
  • 1795 (выселокпа пӗрле) — 39 кил, 224 арҫын, 184 хӗрарӑм;
  • 1858 — 166 арҫын, 227 хӗрарӑм;
  • 1897 — 239 арҫын, 243 хӗрарӑм;
  • 1926 — 113 кил, 254 арҫын, 291 хӗрарӑм;
  • 1939 — 300 арҫын, 333 хӗрарӑм;
  • 1979 — 230 арҫын, 294 хӗрарӑм;
  • 2002 — 142 кил, 365 ҫын (171 арҫын, 194 хӗрарӑм);
  • 2010 — 117 харпӑр хуҫалӑх, 337 ҫын (163 арҫын, 174 хӗрарӑм).

Паллӑ ҫынсем

  • Кузьмина Наталья Петровна — йӗлтӗрпе чупас енӗпе спорт мастерӗ, тӗнче чемпионки. Туҫи Ҫармӑсри шкулта ун ячӗпе республика шайенче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртет.

Инфратытӑмӗ

Ялта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, фельдшерпа акушер пункчӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш, Перекет банкӗн уйрӑмӗ, спорт лапамӗ, виҫӗ лавкка, музей пур. Яла газ кӗртнӗ, ял патне асфальт ҫул хывнӑ.

Экономики

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта «Вӑрнар аш-какай комбиначӗ» АОУ ӗҫленӗ.


 
Категорисем: Туҫи Ҫармӑс
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-30 20:41:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем