Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.8 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫӗмӗрле хулин гербне йышӑннӑранпа нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ӑна 1976 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ.

Халӗ ҫӗннине хатӗрлеме пуҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашне ҫӗнӗ герба кӑтартнӑ хыҫҫӑн вӗсем темиҫе ҫитменлӗхе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗнӗ герба малтанхине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Гербӑн хӗрлӗ хулккан ҫинче ытллӑн тӗслӗ юман ҫулҫи. Ҫулҫи ҫӳмӗнче виҫӗ йӗкел. Ун айӗнче хумлӑ йӗр. Гербӑн ҫулти пайӗнче сулахай енче Чӑваш Ен гербӗнчен илнӗ Ама йывӑҫҫи вырнаҫнӑ.

Геральдика канашӗ хулккан хӗррипе иртекен ылттӑн йӗре кӑларса пӑрахма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех кӗмӗл тӗслӗ шӑллӑ урапа та гербра вырӑнсӑр тесе каланӑ — вӑл паллӑна хула вырӑнӗнче хӳтлӗх пулнӑ е пур пулнӑ чухне ӳкереҫҫӗ иккен.

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хула администрацийӗнче гербри ҫитменлӗхсене кӑларса пӑрахнӑ темиҫе ҫӗнӗ варианта кӑтартрӗҫ. Пуҫтарӑннӑ халӑх гербпа малалла ӗҫлемеллине пӗлтерчӗ. Сӑмахран, хула промышленностьне кӑтартмалла. Анчах та ӑна сӑнласа кӑтартакан паллӑ геральдика йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗсен конкурсӗ вӗҫне ҫите пуҫларӗ ӗнтӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министерствин сайчӗ пӗлтерет. Конкурса И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа тата вӗрентӳ базине ҫирӗплетмешкӗн ирттереҫҫӗ.

Ӑмӑрту 3 пайран тӑчӗ. Чи малтан вӗрентӳ пӳлӗмӗсем шкулсенче хӑйсене кӑтартмаллаччӗ, каярах район шайӗнче мала тухмаллаччӗ. Юлашки тапхӑрӗ — республика шайӗнчи.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш республикин вӗрентӳ институтӗнче республика шайне тухнисем пухӑнаҫҫӗ, вӗсен материалӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Пур хутшӑнакана та пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн жюри чи лайӑх 5 пӳлӗме суйласа илмелле. Вӑл 5 пӳлӗмпе кайран ыттисене те паллаштарӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Эквадор хӑнисемКубок ӑмӑртуҫисем килсех пыраҫҫӗ. Ак Колумби спортменӗсем хыҫҫӑн Эквадорти ушкӑн та ҫитрӗ. Колумби ӑмӑртуҫисем пекех вӗсем икӗ пайран тӑраҫҫӗ. Ку пӗр пайӗ кӑна, иккӗмӗшӗ ӑмӑрту пуҫланас умӗн ҫитмелле. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкарти ҫанталӑк вӗсемшӗн пӗрре те ют пек курӑнман. Ӑмӑртуҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӑтартусем кӑтартма Шупашкар ҫанталӑкӗ вӗсене чарса тӑмӗ.

 

Хӑна ҫуртне канма кайиччен хӑнасем пулас ӑмӑртӑвӑн ҫулӗпе тата Шӗкӗр хуламӑрти Тӗп стадионпа паллашрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫутҫанталӑк хӑйне хисепленине, юратнине кӑмӑллать. Ҫавна асра тытса ӗнтӗ Такана ялӗнче пурӑнакан Николай Алексеевпа Фёдор Алексеев пенсионерсем кашни ҫул кӗркуннепе ҫур кунӗсенче хӑйсен ял тӑрӑхӗнче йывӑҫсем лартаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫур кунӗсенче те вӗсем ҫырма-ҫатра ан сарӑлтар тесе 50 йӑмрапа хурӑн лартрӗҫ. Шупашкарта пурӑнса унтах ӗҫлекен, ҫапах ат ялта пӳрт тытакан Анатолий Васильев та вӗсенчен юлмасть. Вӑл 100 хурӑн таран лартрӗ.

Хӑйсем лартнӑ хурӑнсемпе йӑмрасене вӗсем пӑхсах тӑраҫҫӗ — типӗ кунсенче шӑвараҫҫӗ, выльӑх кӑшлассинчен сыхлаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Паян каҫхине, ҫу уйӑхӗн пӗрремешӗнче, Китайра тӗнчери чи вӑрӑм кӗпере уҫӗҫ.

 

Кӗпере Ханчжоу кӳлмекӗ урлӑ хывнӑран ӑна кӳлмек ячӗпе калаҫҫӗ. Вӑл Шанхайпа Нинбо хулин промышленость пайне ҫыхантарӗ, тӑршшӗ — 36 ҫухрӑм. Lenta.Ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, енчен те Ла-Манш тинӗс пырӗнче ку кӗпере тӑвас шухӑш ҫуралнӑ пулсан ун тӑршшӗ Франципе Аслӑ Британине ҫыхӑнтарма ҫитӗччӗ.

 

Вӑрӑм кӗперсем Раҫҫейре те пур. Сӑмахран, Тутарстанра Чулман Атӑл урлӑ 14 ҫухрӑмлӑ кӗпер хывнӑ. Ӑна 2002 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӑмӑрту пуҫланиччен 10 кун кӑна юлчӗ — ӑмӑртуҫӑсем Шупашкара пуҫтарӑнма та пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Ак, вырсарникун, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, сӑмахран, Колумби ушкӑнӗ ҫитрӗ. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен ушкӑнӗ икӗ пайран тӑрать. Ку пӗрремӗш пайӗ кӑна, иккӗмӗш пайӗ ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче ҫитӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен тренерӗ тата массажистсем килӗҫ.

Ӑмӑртуҫӑсем ҫитес кубокӑн ҫулӗпе те паллашрӗҫ — тренировка ирттерчӗҫ. Трасса хӑнасене килӗшрӗ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем пуласса шанаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫитес тӗнче кубокӗ кӑҫӑлхи олимпиадӑ умӗн хӑвӑрт утакансем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултаракан юлашки пысӑк мероприяти пулать. Ҫавна кура чикӗ леш енчи информаци агенствисем те, информаци кӑларӑмӗсем те унпа интересленеҫҫӗ — вӗсем Шупашкара килме хатӗрленеҫҫӗ те ӗнтӗ. Кунта вӗсемпе Чӑваш Республикин культурӑпа халӑхсен ӗҫӗсен тата информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствинчи ҫынсем тата пресс-центр ертӳҫи Полина Кролькова ӗҫлӗҫ.

Паян вӗсем пухӑнса малаллахи ӗҫе сӳтсе яврӗҫ. Журналҫӗсем ӗҫлемелли оборудовани ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех хатӗр пулӗ. Вӑл кун Шупашкара ИААФ пресс-делегачӗ Янис Николау ҫитмелле.

 

Чӗлхе йывӑрлӑх ан кӳтӗр тесе кашни патшалӑх представителӗ ҫумне пӗршер тӑлмач уйӑрӗҫ. Кашни уйрӑм ӑмӑрту хыҫҫӑн пресс-центрта пресс-канашлу иртӗ.

 

Пресс-центр ӗҫченӗсем тепӗр хут ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пухӑнӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ака уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче Мускаври «Кунцево» спорт комплексӗнче ушу-саньда кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Чемпионата Мускав, Питӗр, Улатимӗр, Киров, Курган хуласенчи, Чечняпа Дагестан тӑрӑхӗнчи, тата ытти ҫӗрти чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Пирӗн ентешӗмӗр, Екатерина Макарова ӑмӑртури 58 кило йывӑрӑшлисем шутӗнче чемпион ятне ҫенсе илнӗ. Катӗрне вӗрентӳҫи — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Ильин. Екатерина 2003-мӗшпепе 2005-мӗш ҫулсенче Тенче шайӗнчи призсене ҫӗнсе илнӗ, Раҫҫей ушу-саньда спорт ӑсти. Раҫҫей шайенчи ӑмартусенче те вал тӑтӑшах ҫенсе илет.

Ҫавӑн пекех ку ӑмӑртура пирӗн тепӗр ентеш палӑрчӗ — Максим Николаев 52 килограмм йӑвӑрӑшлисен шутӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Франци, АПШ тата Аслӑ Британи ПНОри хӳтлӗх канашӗн Сомали патӗнчи тата ытти ҫӗрсенчи вӑрӑ-хурахӗсемпе кӗрешмелли резолюци хатӗрлет. Ӑна вӑрӑ-хурахсем чарсӑрланса кайнине пула хатӗрлеме тытӑннӑ. Сӑмахран, юлашки виҫӗ эрне хушшинчех Сомали шывҫи вӑрӑ-хурахӗсем икӗ кимме тытса илнӗ, тата тепӗр ют ҫершыв киммине тупӑсенчен персе хӑратнӑ.

 

Резолюци тӑрӑх патшалӑхсем пӗрле ӗслекен хуралҫӑ ушкӑнӗсене тӑвӗҫ, вӗсем карапсемпе кимӗсене тытса иллесинчен хӳтӗлӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ пуху пулӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Пухӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑслӑлӑх тухтӑрӗсем, академиксем, культура министерствипе вӗрентӳ министрествисен ертӳҫисем пулӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Н.В. Фёдоров тухса сӑмах калӗ.

 

Пухӑва аякра пурӑнакан чӑвашсем те курма пултарӗҫ — ӑна интернет урлӑ кӑтартӗҫ. Адресӗ: mms://media.cap.ru/20080424-Yakovlev

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3576, 3577, 3578, 3579, 3580, 3581, 3582, 3583, 3584, 3585, [3586], 3587, 3588, 3589, 3590, 3591, 3592, 3593, 3594, 3595, 3596, ... 3627
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 13

1940
84
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...