__Красноармейски__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче __Чӑваш чӗлхи кунне__ халалласа вунӑкунлӑх иртрӗ. Ҫак вӑхӑтра шкулта Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсем те пулчӗҫ. Районти тӗп вулавӑшра вӑй хуракан Гурьева С.В. __Николай Карай__ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа «Вӑл ҫуралнӑ ҫыравҫӑ пулмах…» мультимедилле хӑтлав хатӗрленӗ. Унпа усӑ курса вӑл 5 тата 10б классенче вӗренекенсене ентеш-поэтӑн кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе, пичетленнӗ кӗнекисемпе паллаштарчӗ, викторина ирттерчӗ. Ҫак тӗлпулу ачасене питӗ килӗшрӗ. Трак енри __Карай__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Томск облаҫӗнче пурӑнакан поэтӑмӑр ҫинчен ытларах пӗлме май пачӗ. Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗ ҫумӗнчи «Кӑмӑл» ансамблӗн пӗр ушкӑнӗ Николай Карай сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ. Надежда Филиппова, Светлана Васильева юрӑҫсем тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Алексеев музыкант вӗренекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П. Михайлова хӑнасене ӑшшӑн тав турӗ, малашне те ӗҫре ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх, телей те ӑнӑҫу сунчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.11.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |