Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Енре электромеханикӑ колледжӗнче «Ют ҫӗршывра ӗҫлеме пултаракан сварщик» ӑстисене хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ тет. Вӗренӳ Центрне уҫма тата ӗҫне йӗркелеме Голландирен Хенк Бодт (Henk Bodt), Румынирен Хориа Даскау (Horia Dascau) __Шупашкара__ килсе ҫитнӗ иккен. Кусем пуҫне тӗрӗслев ушкӑнне Раҫҫейри сварка ӑстисем тата тӗнче стандарчӗсен ӑстаҫисем килнӗ пулнӑ. Тӗлпулура Чӑваш Ен правительствин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ тет. Тӗрӗслев ушкӑн членӗсем колледж ӗҫне тӗплӗн пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ҫак вӗренӳ ҫуртӗнче тӗнчипе ӗҫлеме пултаракан ӑста сварщиксене хатӗрлеме май пуррине палартнӑ. Ҫӗнӗ Центр кӑҫалтан «Международный сварщик» (Тӗнчипе ӗҫлеме пултаракан сварка ӑсти) диплом хучӗ алла илме пуҫлаҫҫӗ, унпа вӗсем (шут тытсан, паллах) ют ҫӗршывсенче те ӗҫлеме пултарӗҫ.

Чӑваш Енри евӗр вӗренӳ Центрӗ Раҫҫейре урӑх ҫук иккен. Шупашкарта вӗренсе тухнӑ сварка ӑсти тӗнчери 45 ҫӗршывра ӗҫ вырӑнӗ тупма пултарӗ. Чӑваш Ен каччи-хӗрӗсем ҫак хыпара илтсе пуҫа хывсан питӗ лайӑх пулӗччӗ. Ытти хуласенчен персе ҫитиччен.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй