Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шӑп та лӑп 80 ҫул каялла, 1932 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнче «__Колхозник ҫулӗ__» хаҫатӑн 1-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.

Пӗрремӗш номере __Чӑрӑшкасси__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Г. Серебряков-Ошмань калӑпланӑ. Малалла вара хаҫата __Йӑршу__ ялӗнчен тухнӑ партин район комитечӗнче культурӑпа пропаганда пайӗн заведующийӗ Ростов П.В. тытса пыма пуҫланӑ. Хӑйӗн кун-ҫулӗнче хаҫат ятне темиҫе те улӑштарнӑ: «Ленин ҫулӗпе» (1938), «Колхозник хаҫачӗ» (1959), «Ленинец» (1962). 1992 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи ятпа тухать — «Тӑван Ен».

Паян, утӑн 27-мӗшӗнче __Кӳкеҫри__ культурӑпа кану центрӗнче ҫак куна анлӑн паллӑ турӗҫ. Чи малтанах хӑнасене районти ал ӑстисен ӗҫӗсем кӗтсе илчӗҫ. Уявӑн хуҫисем те кунтахччӗ — кашни хӑнана тараватлӑн кӗтсе пуху залне чӗнчӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ уява пуҫланӑ май чи малтанхи сӑмаха район ертӳҫисем илчӗҫ — вӗсем хаҫат пирки каласа пачӗҫ, унта тӑрӑшакан ҫынсене ӑшӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ. Парнесемпе хисеп хучӗсем пама та манмарӗҫ — ара уяв уявах пулмалла-ҫке. Паянхи кун хаҫат редакцийӗнче 10 ҫын ӗҫлет — вӗсенчен кашни район администрацийӗнчен хисеп хучӗ илме тивӗҫрӗ.

Уяв концертпа вӗҫленчӗ.

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/142557/_**Сӑнсем**__

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 15

1881
143
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
134
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
107
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
96
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
68
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
36
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та