Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче вӗренекенсем __Шупашкара__ ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — __Василий Иванович Чапаев__ палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.

Малалла ҫул — __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — __Андриян Григорьевич Николаев__ виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Экскурсовод каланине тимлесе итлерӗҫ, итлерӗҫ ҫеҫ те мар, ыйтусене тӗрӗс хуравсем парса парнесене те тивӗҫрӗҫ. Уйрӑмах 4-мӗш класра вӗренекен Ирина Иванова тата 2-мӗш класри Лариса Малышева маттур пулчӗҫ. Чи тӗлӗнмелли, асра юлмалли — космонавтсен тумтирӗсем, тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ карап, тата паллӑ ентеше вӗҫев хыҫҫӑн __Шупашкарта__ кӗтсе илнӗ ултӑ метр тӑршшӗ ЗИС автомобиль. Ытти экспонатсем те калама ҫук интереслӗ. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ачасемпе вӗсен класс ертӳҫисем килелле васкарӗҫ. Куҫ умӗнче вара — музейсенче курни-илтни. Харпӑр хӑй куҫпа курнине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ, ӗмӗрлӗхе асра юлаҫҫӗ ҫакӑн пек самантсем.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 14

1880
144
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
105
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
86
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи