Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӑваш Енре__ пурӑнакансем паянхи кун та шулӗксенчен шар кураҫҫӗ. Киревсӗр хӑтланакансем, ҫынсем патне телефонпа шӑнкӑравласа, е кӗске ҫыру ярса вӗсен тӑванӗсемпе инкек пулса иртни, е банк карточки хупӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫывӑх ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе укҫа-тенкӗ куҫарса памалли счет е телефон номерне ярса параҫҫӗ.

Тимлӗхе ҫухатнӑскерсем вара суяна сисмесӗр ҫӑмӑллӑнах шулексене «кӗсьери укҫана кӑларса параҫҫӗ».

Ҫапла вара юпан 18-мӗшӗнче __Шупашкарта__ пурӑнакан 56 ҫулхи хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑмӑн упӑшки ҫул-йӗр пӑтӑрмахне лексе айӑплӑ пулнине пӗлтернӗ. «Явап тытасран хӑтарас» тесен 120 пин тенкӗ куҫарса пама хушнӑ. Хӗрарӑм кӑтартнӑ счет ҫине мӗн ыйтнине ярса панӑ.

Иртнӗ кунсенче ултавҫӑсем тӗп хулара пурӑнакан тата тепӗр виҫӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ, ывӑлӗсем автомашинӑпа ҫынна ҫапса кайнӑ тесе ӗнентернӗ. Тӑванӗсене ҫав тери хӑтарас килнӗ ӗнтӗ вӗсен: пӗр хӗрарӑмӗ — 77, тепри — 35, арҫын 50 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ывӑлӗсем патне вара хӑйсем укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн анчах шӑнкӑравласа пӑхнӑ.

Чӑваш республикин Шалти ӗҫсен министерстви тимлӗрех пулма сӗнет. Ҫакӑн йышши шӑнкӑравсем пулсан тӳрех полицие пӗлтерме ыйтать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та