Тӑван ҫӗршыва нимӗҫ фашисчӗсенчен хӳтӗленисен йышӗ чаксах пырать. Вӗсенчен пӗри, М.Иванов, __Ӑвӑспӳрт Кипеч__ ялӗнче пурӑнать. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Улатимӗр облаҫӗнчи Ковров хулинче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Ӑна артиллери полкне янӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ. Кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата икӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ. Паттӑрлӑхпа хаюллӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Аслӑ вӑрҫӑн пӗрремӗш степеньлӗ орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ. Яла таврӑнсан мӗн пенсие тухичченех колхозри строительсен бригадине ертсе пынӑ.
Нумаях пулмасть Михаил Иванович 90 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Софронов, __Канаш__ хулипе районӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Э.Яковлева, __Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ В.Иванов пынӑ. Владислав Васильевич Раҫҫей Президенчӗн В.Путинӑн саламне вуласа панӑ.
Михаил Иванович мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Унӑн 5 мӑнукпа 3 кӗҫӗн мӑнук. Ывӑлӗпе хӗрӗ ялтах пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |