Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӗмпӗрти «1 Мая» Культура керменӗнче чӑвашсен пысӑк уявӗ «Кӗр сӑри» иртрӗ. Ӑна Чӗмпӗр хулин культура управленийӗ, ҫак округри депутат Николай Лазарев, «Еткер» телекaларӑм редакторӗ Олег Мустаев йӗркелерӗҫ.

Пысaк Культура керменӗнче нумай ҫын пуҫтарса Кӗр сaри уявне кӑҫал ҫиччӗмӗш хут йӗркелерӗ «Еткер». Ҫак вӑхӑтра уява кӑпӑклӑ сӑра вӗретсе килекенсен шучӗ те ӳсрӗ. Галина Галкина (Ишевкке), Ирина Аксёнова (Ҫӗнӗ хула), Силиса Мустаева (Чӗмпӗр хули), Валентина Крылова (Чӗмпӗр районӗ, Михайловка ялӗ), Елена Лянкина (Чӑнлӑ районӗ, Садки), Ирина Улюшева (Чӗмпӗр районӗ, Отрада), Тамара Головина (Аслӑ Нагаткин) кӑпӑклӑ сӑрапа кӑна мар, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе — куклипе, пӳремечпе, тӑварлӑ ҫупа, шӑрттанпа, икерчӗпе, кӗрхи ҫуллӑ хур-кӑвакал ашӗпе пухӑннисене сӑйларӗҫ. Тутлӑ ҫимӗҫе, техӗмлӗ сӑрана хаклӑ хӑнасем те хаваспах тутанчӗҫ. Уяв халӑхне фойере __Валентина Тарават__ ертсе пыракан «Шанӑҫ» ансамбль юррисемпе савӑнтарчӗ. Пётр Яковлев купӑcҫӑ купӑсне тӑсса ярсан вара ташламасӑр чӑтса тӑракансем сахал пулчӗҫ.

Уява йӗркелекенсен парнине кашни конкурсант тивӗҫрӗ. Сӑрасен пахалӑхне уява килнӗ ҫынсенчен суйланӑ (хӑйсен ирӗкӗпе тухнӑ) жюри хакларӗ. Пӗрремӗш вырaна Елена Лянкина тата Валантина Крылова тивӗҫрӗҫ. Вӗсене кӗске хумлӑ кӑмака парнелерӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — Силиса Мустаевапа Ирина Улюшевана — сӗткер пӑчӑртаса кӑлармалли машина (соковыжималка), виҫҫӗмӗшшӗн — Галина Галкинапа Тамара Головинана — электрочейник парнелерӗҫ. Ирина Аксёнова ятарлӑ приза тивӗҫрӗ.

Чӑвашсене уявпа саламлама Чӗмпӗр хула пуҫлӑхӗн Марина Беспалован ҫумӗсем, Сергей Панчин тата Игорь Буланов депутатсем килсе ҫитрӗҫ. Чaвашсем ҫӗнӗ тыр-пултан пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе кӑпӑклӑ сӑрине тутанса пӑхрӗҫ, кунта киличчен Интернетра Кӗр сӑри пирки тӗплӗн вуласа пӗлнине, ҫакӑн пек ӗҫчен те тараватлӑ, савӑнма пӗлекен халӑха чунтан хисепленине палӑртрӗҫ. Кӗрхи сӑра уявӗ Чӑваш Республикипе Чӗмпӗр хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне те ҫирӗплетет. Ҫакна палӑртакан пӗр пулӑм — ЧР культурӑпа архив ӗҫӗсен министерстви Марина Беспалована янӑ Тав Хучӗ. __Шупашкарти__ Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн пуҫлӑхӗ __Валери Туркай__ тата Николай Григорьев усламҫӑ Марина Беспалована тухьяпа ама (кӑкӑр умне ҫакмалли) тата чӑваш тӗррипе илемлетнӗ тутӑр парнеленӗ.

Шупашкартан килнӗ эстрада юрӑҫисен — Владимир Леонтьев, Алёна Алексеева, Надежда Юрпи, Альбина Пӑрчӑкан, «Голливуд» ташӑ ушкӑнӗн анлӑ концерчӗпе уяв малалла тӑсӑлчӗ. Ӗҫрӗ-ҫирӗ, юрларӗ-ташларӗ, чун каниччен савӑнчӗ чӑваш хӑйӗн авалтан пыракан уявӗнче.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть