Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, раштавӑн 14-мӗшӗнче, вӗренӳ министерствинче __http://comissi.chv.su_Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн__ черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

Чи малтанах Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисене епле пурнӑҫа кӗртнине пӑхса тухрӗҫ. Докладшӑн яваплӑ Казакова Т.В. ӗҫсем мӗнле пыни пирки кӗскен каласа пачӗ: кӗнекесем туянни ҫинчен, халӑх ушкӑнӗсенчи ӗҫсем ҫинчен, фестивальсемпе юрӑ-ташӑ ӑмӑртӑвӗсем пирки. Ҫитменлӗхсем ҫинчен калаҫма пуҫласан вулашӑври кӗнеке куравӗсен ячӗсем вырӑсла пулнине асӑнчӗ. Пачах вырӑсла мар ӗнтӗ — кӑнтӑрти районсенче ку тӗлӗшӗнчен питӗ лайӑх — стендсен ячӗсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыраҫҫӗ, __Шупашкара__ ҫывхарнӑ май вара ҫак йӑла япӑхланса пырать. Ҫакна асра тытса ӗнтӗ килес ҫул ятсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыртарассипе акцентласа ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Докладӑн тулли тексчӗпе __http://comissi.chv.su/sites/default/files/Info%5fo%5frealizazhii%5fzakona%5fo%5fyazikah.doc_кунта__ паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнӑ май ытти учрежденисене те чӗлхесен саккунне пурнӑҫлама ыйтмалли пирки, уйрӑмах ятсене чӑвашла ҫыртармалли пирки калаҫрӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтура культура учрежденийӗсен чӑвашла ячӗсене ҫирӗплетесси пулчӗ. Кунта тавлашу нумай пулмарӗ («орленлӗ» е «орденӗллӗ» ҫырасси ҫинче ҫеҫ кӑшт чарӑнчӗҫ), сӗннӗ куҫарусемпе килӗшнипе вӗҫленчӗ.

Виҫҫӗмӗш ыйтура чӑваш чӗлхин орфографине сӳтсе яврӗҫ. Пӗтӗмпех мар — тахҫантанпах тавлаштаракан пӗр ыйтӑва ҫеҫ: пӗрле е уйрӑм ҫырасси пирки. Алексей Леонтьевпа Юрий Виноградов ҫак ыйтӑва тахҫанах татса пани, ун патне тепӗр хут таврӑнма кирлӗ мар пирки калаҫрӗҫ пулин те комиссин ытти пайташӗсене итленӗ хыҫҫӑн вӗренӳ министрӗ Иванов Владимир Николаевич ҫак ыйтупа уйрӑм канашлу пухса тӗрлӗ шухӑшсене пуҫтарса пӗр тӗпе ҫитермелли пирки протокола кӗртрӗ. Тавлаштараканни пур пулсан ӑна сӳтсе явмалли ҫинчен пӗлтерчӗ. Уйрӑм канашлӑва ирттерме гуманитари институчӗн директорне Ю.Н. Исаева сӗнчӗ.

Тӑваттӑмӗш ыйтура Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсемпе ҫыравҫӑсен псевдонимӗсене ҫирӗплетесси пулчӗ. Ку ыйтусем малтанхи ларуранах пулин те хальхинче вӗсене самай ҫӗнетнӗ. Якатнӑ хыҫҫӑн та килӗшменнисем тупӑнчӗҫ. Уйрӑмах хисеплӗ ятсем тавлашуллӑ пулчӗҫ. Министр пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх малтанхи ларура килӗшмен самантсем мӗнле пулнӑ, халӗ те ҫаплипех юлнӑ мӗн. Пӗтӗмӗшле вара икӗ список тума йышӑнчӗҫ — комисси пайташӗсем пӗтӗмӗшле хирӗҫлемен йыш тата тавлашуллисен йышӗ. Пӗтӗмешле хирӗҫлеменнисене йышӑнса ыттисене каярах тепре пӗрле сӳтсе явма калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫыравҫӑсен псевдонимӗсемпе те килӗшменнисем пулчӗҫ. Юрий Михайлович вӗсенче калӑплану пӗрпеклӗхне курас килчӗ пулсан псевдонимсен йышне хатӗрлекенсем вара псевдонимсен авторӗсен шухӑшне тӗпе хурса тунӑ иккен. Ҫапах та тавлашусем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн псевдонимсем йышне хальхинче йышӑнас терӗҫ.

Комисси йышӑннӑ докуменсем ҫитес вӑхӑтра ун сайтӗнче вырнаҫӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 14

1880
144
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
105
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
86
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ