Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ — пирӗн ҫӗршыври чи паллӑ уявсенчен пӗри. Ҫак уяв ячӗпе кашни организаци тӗрлӗрен мероприятисем йӗркелет. Шкулсенче те ҫак ятпа тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пулса иртет. __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче, сӑмахран, харӑсах икӗ пысӑк конкурс иртрӗ. Кӗҫнерникун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, 5-6 классенче вӗренекен ачасем «Шкулти Улӑп» тупӑшӑва хутшӑнчӗҫ. Рома Емельянов, Иван Шиков, Андрей Пожеданов тата Женя Евграфов малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, чун киленӗвӗ (хобби) ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан пӗр-пӗринпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ, тӗрлӗрен ыйтусем ҫине хурав пачӗҫ. Хӑйсене пулӑшса пыракан пӗр класра вӗренекен ачасемпе кашниех пӗр ташӑ ташласа пачӗ. Арҫын ача пулсан та, хӗрачасен ҫӳҫӗсене илемлӗ тураса капӑрлатса пама та пултарчӗҫ вӗсем. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн малти вырӑна саккӑрмӗш класра вӗренекен Женя Евграфов тухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ пулчӗ. Ҫак ятпа ӑна юлташӗсем алӑ ҫупса саламларӗҫ, уншӑн хӗпӗртерӗҫ. Конкурса шкулти аслӑ вожатӑй В.Лепешкина тата культура ҫурчӗн ертӳҫи Т.Бормотина хатӗрлесе-ертсе пычӗҫ.

Эрнекун уроксем хыҫҫӑн вӗрентекенсемпе шкул ачисем, тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем спортзала васкарӗҫ. Кунта «Атте, анне, эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье» тупӑшу пуҫланчӗ. Тупӑшӑва пӗрремӗш класс ертӳҫи Галина Витальевна Храмова йӗркелерӗ. Унта пурӗ пилӗк ушкӑн хутшӑнчӗ. Кашни ушкӑнтах виҫшер ҫын: ашшӗ, амӑшӗ тата вӗсен пӗрремӗш класра вӗренекен ачи. Ҫулпа ҫамрӑк пулсан та — пӗрремӗш класс ачисем кашни хӑйӗн ушкӑнӗнче капитан пулса карапӗсене ҫӗнтерӳ патне ертсе пычӗ.

Тӳпӑшусем кашни хӑйнеевӗрлӗ. Сӑмахран, «Тӗмсем ҫине пусса шурлӑх урлӑ каҫасси» — кунта ушкӑнри кашни ҫын ури айӗнчи «тӗмсене» черетлесе куҫарса пырса палӑртнӑ вырӑна маларах ҫитме тӑрӑшрӗ. «Пахчана ҫимӗҫ лартасси» тупӑшура ҫӑмхасене йӑтса спортзалӑн тепӗр вӗҫне кайса «пахчана» лартса хӑвармалла, «Маугли» конкурсра ашшӗпе амӑшӗ пепкисене хӑйсен хулпуҫҫине уртса янӑ патак ҫинче йӑтса чупмалла пулчӗ. Кашни ушкӑна куракансем тӑвӑллӑ алӑ ҫупса хавхалантарса тӑчӗҫ. Питех те ҫамӑл пулмарӗ тӳресене ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма. Канаш тытнӑ хыҫҫӑн ҫапла йышӑну турӗҫ вӗсем: «Чи йӑрӑ ҫемйе» ята Салаевсене, «Чи тӗреклӗ ҫемье» — Хлебниковсене, «Чи хаваслӑ ҫемьӗ» — Лепешкинсене, «Чи туслӑ ҫемье» — Шиковсене, «Спортпа туслӑ ҫемье» — Исаевсене парас. Ҫак тупӑшу та тулли те хаваслӑ кӑмӑлпа иртрӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе шкул хушшинчи ҫыхӑну вара тата та ҫирӗпрех пулчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 14

1880
144
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
105
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
86
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та