Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакци ӗҫченӗсем вулакансемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫу хаҫат пуласлӑхӗ пирки ҫаврӑнчӗ.

Редакци 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ. Ку вӑл облаҫри чӑвашсен автономи ҫурчӗ. Халь редакцие 2 пӳлӗм уйӑрса панӑ, ӗҫ условийӗсем лайӑхланнӑ.

Н.Н.Ларионов тӗп редактор чи малтан 2012 ҫулта хаҫат страницисенче ирттернӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене дипломсем парса чысларӗ, тираж ан чактӑр тесе мӗнле ӗҫсем туса пынине каласа пачӗ. Ҫаплах вӑл «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсем кӗнеке ҫине кӗнеке кӑларнине палӑртрӗ.

Журналистсем хӑйсен ӗҫӗсем пирки каларӗҫ. Вулакансем хаҫата илӗртӳллӗрех тума сӗнӳсем пачӗҫ: ачасем, ҫамрӑксем, спорт пирки ытларах ҫырмалли пирки пусӑм туса калаҫрӗҫ. РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ __Анатолий Юман__ поэт вара: «Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ытти регионсенчи чӑвашсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси, чӑваш чӗлхине аталантарасси пирки пӗр сӑмах та каламанни пӑшӑрхантарать. Эпир те чӑваш тӗнчине кӗретпӗр вӗт. Шупашкарсене кирлӗ мар-ши вара эпир?» — терӗ. Димитровградри Г.П.Улюкин пӑтӑрмахсемпе ҫине тӑрса кӗрешмелли пирки телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ. «Икӗ ҫул каялла Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаелӗнчи шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме пӑрахрӗҫ. Эпӗ вӗрентӳ министрне Е. Убана ун пирки ҫыру ҫыртӑм. Халӗ унта тӑван чӗлхепе ҫӗнӗрен вӗрентме пуҫларӗҫ. Апла пулсан ҫырнин, хамӑр правашӑн кӗрешнин усси пур. Хаҫатӑн та ҫивӗч ыйтусем ҫӗклеме вӑтанса тӑмалла мар, хӑюллӑрах пулмалла», — терӗ вӗренӳ ӗҫӗн отличникӗ.

Ҫавра сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем ку шухӑшпа килӗшрӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 14

1880
144
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
105
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
86
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй