Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хурӑнай

Хурӑнай ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк хыр вӑрманӗ
Хурӑнай ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк хыр вӑрманӗ

Ҫутҫанталӑк илемӗпе киленме пӗлмен ҫын ҫуках ӗнтӗ, тесе шутлатӑп. Чӑн та, йӗри-тавралӑх кашни самантрах улшӑнса тӑрать. Мӗншӗн тесен чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксем ҫеҫ мар, кашни йывӑҫпа ҫӗр ҫинчи кашни пӗчӗк курӑк пӗрчи те чӗрӗ чунлӑ. Вӗсем те эпир сывлакан сывлӑшпа сывлаҫҫӗ, шыв ӗҫсе, ҫӗр-анне паракан сӗткенне ӗмсе транса пурӑнаҫҫӗ.

Хӗллехи вӑрман тарӑн та тутлӑ ыйха путнӑн туйӑнать. Уйрӑмах йывӑҫсемпе тӗмсен тураттисем ҫине шурӑ юр ҫуса лартсан вӗсем кӑпӑшка мамӑк утиялпа витнӗнех курӑнаҫҫӗ. Йӗри-тавра — канлӗ шӑплӑх. Ялтан тухнӑ чухне тин ҫеҫ уҫӑ вырӑнсенче аванах сивӗ ҫил вӗретчӗ, юр ҫавӑрттарса илсе вӗҫтеретчӗ. Йӗлтӗрпӗ вӑрманалла вӑркӑнтарса кӗтӗмӗр ҫеҫ — нимӗнле ҫил те ҫук. Лӑпкӑлӑх патшалӑхӗн тыткӑнне лекрӗмӗр, тейӗн ҫав. Мӑнаҫлӑ хырӑсен вуллисем хушшинче йӗлтӗр йӗрӗ малран-малалла чӗнсе йыхравлать. Ҫумрах чупса пыракан кӗске ураллӑ йытӑ малтан пӑлан пек ялт! та ялт! туса ҫӳлелле сиксе пычӗ. Анчах та часах тарӑн юр ӑна вӑйран ячӗ пулмалла та, пирӗн Кампур хуҫа хыҫне юлса йӗлтӗр йӗрӗ тӑрӑх чупа пуҫларӗ. Ҫапах та, темле йывӑр пулсан та, киле кайма шутламарӗ, пӗрех пирӗн хыҫҫӑн малалла талпӑнчӗ.

Малалла...

 

Хурӑнай ҫывӗхӗнчи хурӑнсем
Хурӑнай ҫывӗхӗнчи хурӑнсем

Ҫутҫанталӑк илемне кашни ҫын хӑйне май курать. Пӗриншӗн ҫуллахи лӑпкӑ та илемлӗ уяр кун кӑн-кӑвак тӳпере пӗр пӗлӗт те курӑнман чух илемлӗ пек туйӑнать, теприне хӗлле йывӑҫсем ҫине шурӑ юр сапса илем кӳни чуна ӑшӑтать, хӑшне ҫуркунне тин ҫеҫ шӑтнӑ ешӗл симӗс курӑкпа илӗртет, кӗр кунӗсем те хӑйне май илемлӗ те илӗртӳллӗ. Уйрӑмах кӑҫал кӗркунне вӑрӑма кайнӑ ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. «Ылтӑн кӗркунне» иртсе кайрӗ тесен те юратчӗ пуль, анчах паян та вӑрмансемпе парксенчи йывӑҫсем хӑйсен ылтӑн-мерчен тумтирӗпе хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ. Сап-сарӑ ылтӑн тӗслӗ хурӑнсем хушшинче хӗрлӗ кӗпеллӗ вӗренесем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах сип-симӗс чӑрӑшсемпе хырсем тӳпене кармашса лараҫҫӗ. Унта та кунта пилеш е палан тураттисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫырлисене халь-халь ӳкерессӗн йӑтса тӑраҫҫӗ.

Ытларах ҫынсем хуласенче пурӑннӑ май вӗсем ҫак илеме курса киленме те пултараймаҫҫӗ. Ҫапах та ҫитес канмалли кунсене усӑллӑ ирттерес тӗллевпе вӗсем те ҫывӑхри скверсемпе парксене тухса ҫӗр тата тӗнче илемӗпе савӑнасса ӗненес килет.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть